АУ Чувашской Республики "Издательский дом "Атăл-Волга" Минкультуры ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Вопросы граждан

26 марта 2010 г. г. | В.НИКИТИНА. Вăрнар районĕ.
Чиепе улмуççи вуллисен çумĕнче хунав питĕ нумай тухать. Çакă мĕнрен килет-ши?
Ытларах чухне – йывăç вуллипе хуппи хĕллехи сивĕсемпе сиенленсен, туратсем йышлă хăрсан тата вĕсене виçерен иртсе кассан. Хунавсем çĕнĕрен ашкăрса каясран вĕсене тĕпренех кăкламалла.
19 февраля 2010 г. г. | Ю.Григорьева. Сĕнтĕрвăрри район
Эмел тупма пулăшăр Эпĕ 70 çула çывхаратăп. Кашни кĕçнерни кунах телевизорпа «Секреты здоровья» кăларăм куратăп. Унта «Витальгар» текен эмел пирки сăмах хускатаççĕ. Эпĕ унпа интереслентĕм, анчах вăл Шупашкарти аптекăсенче çук. Ăна ăçтан тупмалла-ши?
Юлия Григорьевна, асăннă эмеле тупса илес пулсан сирĕн Çĕнĕ технологисемпе ĕçлекен центрпа «Центр передовых технологий» çыхăнмалла. Кунта консультаци те ирттерĕç. Малтан çак телефонпа шăнкăравлăр: 8 «8352» 62-90-62.
19 февраля 2010 г. г. | Н.Сидорова. Вăрмар районĕ.
14 çултан пуçласа Эпĕ 1961 çулта çуралнă. Вун иккĕрех колхозра çуллахи каникул вăхăтĕнче ĕçлеме тытăннă. Çак çулсем ĕç стажне кĕме пултараççĕ-ши?
Раççей Федерацийĕн 1972 çулхи апрелĕн 1-мĕшĕнче йышăннă ĕç çинчен калакан саккун кодексĕпе килĕшÿллĕн 15 çултан çамрăкрах çынна ĕçе илме юрамасть. Çуллахи каникул вăхăтĕнче те ачасем 14 çултан пуçласа çеç ĕçе кÿлĕнме тивĕç. Çавăнпа та ĕç стажне çак çулсенчен пуçласа шута илеççĕ. Эсир 12 çултан колхозра вăй хуни ĕç стажне кĕмест.
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика