АУ Чувашской Республики "Издательский дом "Атăл-Волга" Минкультуры ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Вопросы граждан

27 августа 2010 г. г. |
Пенсин пухăнакан пайĕ интереслентерет.
Çулталăк пуçланнăранпа 15 пин çын ытла пенсин пухăнакан пайне ăçта куçарассине палăртнă. Йышăннă мĕнпур заявленирен 80 процентĕнче çынсем Раççей Пенси фондĕнчен патшалăха пăхăнман пенси фончĕсене куçнине пĕлтернĕ. 15 проценчĕ патшалăхăн мар пĕр пенси фондĕнчен теприне куçнă. 4 проценчĕ Раççей Пенси фондне куçнă. Заявлени çыракансен 1 проценчĕ управляющи компанисене суйласа илнĕ. Патшалăх 58 управляющи компанин тата патшалăха пăхăнман 127 пенси фончĕн списокне çирĕплетнĕ. Компанисемпе фондсен тупăшĕ тĕрлĕрен, çавăнпа та суйланă чух вĕсен 2-3 çулхи ĕç кăтартăвне тишкермелле. 1967 çулта тата ун хыççăн çуралнисен, çавăн пекех пенсин патшалăх софинансированийĕн программине хутшăнакансен страхлав взнозĕсене тÿлесе пырсан пенсин пухăнакан пайĕ йĕркеленет. Хальлĕхе Чăваш Енре 675 пин çыннăн ĕç пенсийĕн пухăнакан пайĕ йĕркеленет.
20 августа 2010 г. г. | А. ИВАНОВ. Йĕпреç районĕ, Пĕч&
Вăрçă çулĕсенче çул çитмен ача пулнă эпĕ. Çапах та мăннисемпе пĕрлех ĕçленĕ. Хастар ĕçленĕшĕн медаль те панă. Çав çулсене ĕç стажне кĕртме пулмасть-и?
РФ Пенси фончĕн Чăваш Енри уйрăмĕ Анатолий Степановичăн ыйтăвне пăхса тухса çапла пĕлтерет. 2002 çулхи январĕн 1-мĕшĕнчен граждансен ĕç пенсийĕпе çыхăннă ыйтăвĕсене «Раççей Федерацийĕнчи ĕç пенсийĕсем çинчен» саккунпа килĕшÿллĕн татса параççĕ. Асăннă саккун тăрăх, гражданин вăл е ку тапхăрта ĕçленине ĕç кĕнеки çирĕплетет. Енчен те ĕçленин пĕр-пĕр тапхăрĕ пирки ĕç кĕнекинче палăртман пулсан ăна çирĕплетме справка кирлĕ. Справкăна ĕç паракан е патшалăх «муниципалитет» органĕ приказран е счетран тата шалу ведомоçĕнчен çырса илнипе, ĕç договорĕпе çирĕплетет. Колхозра ĕçленĕ çулсене ĕç кĕнекипе, колхоз панă справкăсемпе, архив учрежденийĕсен справкисемпе çирĕплетмелле. Справка пама çакăн пек документсем пурри кирлĕ: колхоз членĕсен ĕç кунĕпе шалăвне шута илнĕ кĕнеке* колхозниксен уйрăм çын счечĕн кĕнеки* ĕç кунне шута илекен кĕнеке* ĕçе тухнине шута илнĕ кĕнеке. 1965 çулччен ĕçленĕ çулсене ĕнентерекен ĕç кĕнеки пулмасан ял совечĕ хуçалăх кĕнекисемпе усă курса çырса панă справкăна йышăнаççĕ. Ĕçлени пирки калакан документсене инкеке пула «пушар, шыв илни тата ытти те» е тирпейсĕр упранипе, е ытти сăлтавпа çухатсан колхозра ĕçленине икĕ свидетельрен кая мар çирĕплетни кирлĕ. Ĕç пенсийĕн виçине шутланă чухне ĕç стажне урăх нимĕнле кăтартăва та кĕртмеççĕ. А. С. Иванова «1941-1945 çулсенче Тăван çĕршывăн аслă вăрçи вăхăтĕнче хастар ĕçленĕшĕн» медальпе чыс тунă пулин те вăл вăрçă вăхăтĕнче ĕçленĕ тапхăра пĕтĕмĕшле ĕç стажне кĕртме май памасть.
20 августа 2010 г. г. |
Августăн 1-мĕшĕнчен ĕçлекен 72,5 пин пенсионерăн ĕç пенсине ÿстернĕ.
Ĕç паракансен 2009 çулхи отчечĕсен кăтартăвĕсем тăрăх, пенсие çĕнĕрен шутланă. Кашни пенсионерăн ĕç пенсийĕн виçи уйрăм, вăл Пенси фондне тăратнă уйрăм счетри взнос сумминчен килет. Çавăнпа та хушăннă укçа кашнин уйрăм. Пĕтĕмĕшле республикипе пенси вăтамран 80 тенкĕ те 81 пус хăпарнă. Аса илтеретпĕр, ватлăхпа тата инвалидноçпа паракан ĕç пенсине çулсеренех августăн 1-мĕшĕнчен, заявлени памасăрах, Пенси фондне пынă страхлав взносĕсен кăтартăвĕсем тăрăх çĕнĕрен шутласа параççĕ. Çемьене тăрантаракана çухатнипе çыхăннă ĕç пенсине те çитес çултан çакнашкал тепĕр хут çĕнĕрен пăхса тухса шутлама пуçлаççĕ. РФ Пенси фончĕн Чăваш Енри уйрăмĕ.
20 августа 2010 г. г. |
Мĕншĕн редис питĕ хăвăрт шанать? Ытларах упрантăр тесен мĕн тумалла-ши?
Редиса холодильникра упрасан лайăхрах, анчах унта та эрнерен ытла выртаймасть. Шаннă тымар çимĕçе шывра тытни те пулăшмасть. Редиса çыхăпа туянсан лайăхрах, упранă чух çеçкине кăна йĕпетмелле.
20 августа 2010 г. г. |
Кулинари рецепчĕсенче час-часах бланшировка сăмах тĕл пулать. Мĕне пĕлтерет вăл?
Пахча çимĕçпе улма-çырлана вĕрекен шывпа пĕçертнине е темиçе минут хушши вĕретсе илнине бланшировка теççĕ. Пĕçертсе илнĕ чух çимĕçĕн чăн-чăн тĕсĕ сыхланса юлать, банкăна та вăл тачăрах вырнаçать, лайăхрах упранать. Хăш-пĕр çимĕçсене консервланă чух пăшăхламасан та юрать. Улма-çырлана пĕçертсе илмесĕр хатĕрленĕ компот тутлăрах та пулать.
20 августа 2010 г. г. |
Хуралса вараланнă кавире мĕнле тасатмалла?
Пĕр витре ăшă шыва 2 апат кашăкĕ кĕпе-йĕм çумалли порошок тата 1 апат кашăкĕ нашатырь спирчĕ ямалла. Кавире çак шĕвекпе йĕпетнĕ татăкпа, унтан типпипе сăтăрăр. Кавир тĕпĕ йĕпенесрен асăрханса, питĕ хăвăрт ĕçлĕр.
20 августа 2010 г. г. |
Çулла кăмака шурататпăр, анчах яланах киçтĕк йĕрĕ юлать. Кăмака çийĕ тикĕс пултăр тесен мĕн тумалла-ши?
Кăмакана пылесоспа е пĕрĕхтерекен хатĕрпе «распылитель» шуратма пулать. Енчен те эсир киçтĕкпе усă куратăр пулсан, çиелтен кивĕ капрон чăлха тăхăнтартмалла.
13 августа 2010 г. г. | В. Масленникова, Çĕнĕ Шупашкар.
Тăван çĕршывăн аслă вăрçин ветеранĕсене çуртпа тивĕçтересси çинчен калакан Раççей Президенчĕн указĕ хăçанччен вăйра пулать?
«1941-1945 çулсенчи Тăван çĕршывăн аслă вăрçин ветеранĕсене пурăнмалли çуртпа тивĕçтересси çинчен» указпа килĕшÿллĕн, 2010 тата 2011 çулсенчи федераци бюджетне йĕркеленĕ чухне вăрçă ветеранĕсене çуртпа тивĕçтерме укçа пăхса хăварма йышăннă. Апла пулсан, ветерансене кăçал та, çитес çул та çуртпа тивĕçтерĕç. Çав вăхăтрах ветерансене пурăнмалли çуртпа тивĕçтермелли йĕрке «Ветерансем çинчен» федераци саккунĕнчен 2011 çулта та, каярах та çухалмасть.
06 августа 2010 г. г. | Э. Петрова. Шупашкар районĕ, Явăш ял
Мĕншĕн помидор çулçисем пĕрĕнеççĕ тата çимĕçĕн тăрри хуралать?
Сывлăшпа çĕр температури пысăк пулнăран ÿсен-тăран стресс тÿсет. Çĕр 65 градус таран хĕрсе çитет, сывлăш температури хĕвел çинче 40 градусран та иртет. Çакнашкал лару-тăрăва ÿсен-тăран этемрен те йывăртарах чăтса ирттерет. Çĕре çунтаракан хĕвелрен хуплама утă, хытă хут, хаçат хурăр. Каçсерен ÿсен-тăрана шывпа е «тĕлĕнтермĕш коктейльпе» сирпĕтĕр: пĕр витре шыва - 2 апат кашăкĕ «Сияния - 2» е «Сияния - 10» тата темиçе тумлам «Новосила» хушмалла. Çапла туни помидорсене пысăк температурăна çăмăллăн чăтса ирттерме май парать. Помидорăн тăрри хурални фитофторăпа çыхăнман. Ахăртнех сирĕн çĕр йÿçек тата кальци тăварĕ çитменнипе аптăрать. Тăпрана халех кĕл, çăмарта хуппи хывма пуçлăр, кĕркунне вара извеçлеме ан манăр.
21 июля 2010 г. г. | Е. Иванова.
Октябрь уйăхĕнче Пĕтĕм халăх çыравĕ иртет. Кĕскен каласа парăр-ха, мĕн çинчен ыйтаççĕ унта?
Çырав ирттерекенсене çын миçе çулта пулни, çемьеллĕ е çемьесĕрри, мĕнле пĕлÿ илни, миçе ачаллă пулни, хăш нацие кĕни, мĕнле чĕлхесем пĕлни, ăçта пурăнни, пурăнмалли условисем епле шайри, ăçта ĕçлени е ăçтан куçса килни кăсăклантарать. Статистсемшĕн чи пĕлтерĕшлĕ ыйтусенчен пĕри вăл – тупăш çинчен. Паллах, эсир мĕн чухлĕ ĕçлесе илнине никам та ыйтмĕ. Мĕнле тупăшпа пурăнни интереслентерет: ĕç укçипе, хушма хуçалăх пулăшăвĕпе, стипенди, пенси, пособи укçипе, пурлăха арендăна е тара панипе тата ытти те. Мĕнле хурав паратăр – çавна çырса хураççĕ. Епле наци çынни пулнине кăна çырава хутшăнакан хăй çырса хурать, ыттине пĕтĕмпех – çыравçă.
02 июля 2010 г. г. | Г. Лысов. Улатăр районĕ.
Эпĕ 1974-1978 çулсенче Инçет Çĕрçĕр районĕсенче ĕçленĕ. Вăл вăхăтра ĕç укçи пысăк пулнă, çурçĕр коэффициенчĕ хушса тÿленĕ. 33 уйăхри ĕç укçине çирĕплетекен справкăпа пенси шутлама май пур-и?
2001 çулхи декабрĕн 17-мĕшĕнче йышăннă «Раççей Федерацийĕнчи ĕç пенсийĕсем çинчен» федераци саккунĕпе килĕшÿллĕн пенси шутлама 2000-2001 çулсенчи е 2002-мĕш çулчченхи кирек хăш тапхăрта ĕçленĕ 60 уйăхри вăтам ĕç укçине илме юрать. Енчен те 60 уйăхри юнашар тăракан ĕç укçине çирĕплетекен документсем тăратма май çук пулсан, пенсионер килĕшнипе вăтам ĕç укçине сахалрах тапхăрти ĕç укçинчен те шутлама май пур. Ун пек чухне вăтам ĕç укçине тăратнă тапхăрти пĕтĕмĕшле ĕç укçине 60 уйăх çине пайласа тупаççĕ. Пенси докуменчĕсем тăрăх сирĕн 33 уйăх ĕç укçине 60 уйăх çине пайласа тупнă вăтам ĕç укçи 278 тенкĕ те 23 пуспа танлашнă. Ăна çĕршыври çав тапхăрти ĕç укçи çине пайлани 1,767. Саккунпа килĕшÿллĕн пĕтĕмĕшле йĕркепе пенси шутланă чухне ăна 1,2 таран кăна шута илеççĕ. Инçет Çурçĕрте 15 çул е Инçет Çурçĕр районĕсемпе танлаштарнă вырăнсенче 20 çул ĕçленĕ çынсен пенсине шутлама кăна çак виçерен пысăкрах шута илеççĕ.
02 июля 2010 г. г. | Олег. Элĕк районĕ.
Манăн анне 75 çулта, вăл 2-мĕш ушкăн инваличĕ. Ăна манăн арăм пăхать, çавăнпа та ĕçе тухаймасть. Çавăншăн арăмăн пособи илме май пур-и?
Ĕçлеме пултарайман тепĕр çын пулăшăвĕ кирлĕ çынсене пăхнăшăн компенсаци тÿлевĕпе тивĕçтересси Раççей Федерацийĕн Правительствин 2007 çулхи июнь уйăхĕн 4-мĕшĕнчи 343 номерлĕ йышăнăвĕпе пурнăçланать. Унпа килĕшÿллĕн компенсаци укçине ниçта ĕçлемен вăй питти çынна 1-мĕш ушкăн инвалидне, 18 çула çитмен инвалид ачана, 80 çултан иртнĕ çынна е яланах тепĕр çын пулăшăвĕ кирлĕ ватта «ăна сиплев учрежденийĕн заключенийĕпе çирĕплетнĕ пулсан» пăхнăшăн тÿлеççĕ. Çапла вара сирĕн мăшăра компенсаци тÿлевĕпе тивĕçтерме май çук. Тата çакна каласа хăвармалла. Енчен те сирĕн аннĕре тепĕр çын пулăшăвĕ яланах кирлĕ пулсан, кун çинчен çирĕплетме сиплев учрежденине кайма сĕнетпĕр. Раççей Пенси фончĕн Чăваш Енри уйрăмĕн пресс-служби
04 июня 2010 г. г. |
Атте 2001 çулта вилчĕ, организаци уншăн пенси взносĕ тÿленĕ. Эпĕ çав укçана илме пултаратăп-и?
2002 çулхи январĕн 1-мĕшĕнчен граждансен страхлакан тата пухăнса пыракан ĕç пенсийĕн пайĕ йĕркеленме пуçларĕ. Ĕç пенсийĕн пухăнса пыракан пайĕ кăна еткерлĕхе юлать. Страхланă çын ĕç пенсийĕн пухăнса пыракан пайне иличчен вилсе кайрĕ пулсан унăн пухăннă пенсийĕ право илекене куçать. 2001 çулта вилнĕ çыншăн ку йĕркепе усă курма çук, мĕншĕн тесен ун чухне пенси тытăмĕ урăхларах пулнă.
04 июня 2010 г. г. | М.Лукиянова. Комсомольски районĕ, Аслă Ч
«Эпĕ 1933 çулта çуралнă, 10 çул шкулта вĕреннĕ, 1949-1952 çулсенче колхозра ĕçленĕ. Анчах архив хучĕсем сыхланса юлман пирки пенси шутланă чух çак çулсем стажа кĕмерĕç. Эпĕ 5 ача çуратса ÿстернипе пенсие 50 çулта тухнă, стаж 37 çул ытла, пенси шутлама 35 çул çитет терĕç. Çĕнĕ çултан саккун улшăнчĕ. Халĕ манăн мĕн тумалла; Колхозра ĕçленине мĕнле хутсемпе çирĕплетмелле? Пулăшăр».
Чăнах та 2010 çулта «Раççей Федерацийĕн ĕç пенсийĕсем çинчен» федераци саккунне чылай улшăну кĕртнĕ. Вĕсенчен пĕри вăл – граждансен 2002 çулччен пухăннă капиталне ĕç стажне кура валоризацилесси. Валоризаци йĕркипе 2002 çул тĕлне пухăннă пенси капиталĕ 10 процент хăпарать, тата 1991 çулчченхи ĕçленĕ кашни çулшăн 1 процент хушăнать. Валоризаци тунă чух ĕç стажне чикĕлемеççĕ, пĕтĕмпех шута илеççĕ. Енчен те пенсионер хăйĕн пенсине шутлама 1991-мĕш çулччен ĕçленине çирĕплетекен пĕр документ та тăратман пулсан, çак хутсене пенси фончĕн районти управленине çитерсе памалла, заявлени çырмалла. Енчен те вĕсене 2010 çул вĕçлениччен çитерсен, валоризаци укçине саккун вăя кĕнĕ кунран «2010 çулхи январĕн 1-мĕшĕнчен» тытăнса тÿлĕç. Çапла вара колхоз членĕ пулса ĕçленине сирĕн тивĕçлĕ хутсемпе «колхозникăн ĕç кĕнекипе е справкăпа» çирĕплетмелле. Енчен те колхоз архивĕнчен колхозниксен ĕç стажне тата ĕç укçине çирĕплетекен хутсем тĕрлĕ сăлтава пула сыхланса юлман пулсан, ĕçленĕ вăхăта икĕ е ытларах свидетель «пĕрле ĕçленĕ çынсем» кăтартнипе çирĕплетме пулать. Свидетельсем кăтартнă ĕç стажне 16 çултан пуçласа илеççĕ, мĕншĕн тесен Колхозăн Тĕслĕх Уставĕпе «ăна 1969 çулта çирĕплетнĕ» килĕшÿллĕн çамрăксем 16 çула çитсен колхоз членĕ пулма пултарнă, ку ĕçлев саккунĕсемпе те килĕшсе тăрать. Çапла вара, колхозра ĕçлени çинчен документсем сыхланса юлман пулсан, ун çинчен колхозран тата районти архивран хут илес пулать. Свидетельсем кăтартса панине çирĕплетме вĕсем пурăнакан е эсир пенси илекен районти пенси фончĕн управленине каймалла. Стажа кĕртнĕ чух шкултан хăçан вĕренсе тухнине те пăхаççĕ. Шкулта вĕреннĕ е професси паракан ытти вĕренÿ заведенийĕсенче пĕлÿ илнĕ вăхăтра çуллахи каникулсенче колхозра ĕçленине кăна стажа илме пултараççĕ. Раççей Пенси фончĕн Чăваш Республикин уйрăмĕн пресс-служби.
21 апреля 2010 г. г. | А.И.Швешкеев. Хĕрлĕ Чутай районĕ.
Манăн 1954-1983 çулсенче колхозра ĕçленĕ стаж 30 çул. Ун хыççăн совхозра ĕçлени те пур. 1996 çултанпа ĕç пенсийĕ илсе тăраттăм. Кăçалхи январь уйăхĕнчен мана социаллă пенси çине куçарчĕç пулĕ тетĕп. Пенси фончĕн управленине совхозра ĕçлени çинчен справкăсем тăратрăм, анчах пенси ÿсмерĕ. Ăнлантарса парăр-ха?
Сирĕн ыйтăвăра Раççей Пенси фончĕн Чăваш Республикин уйрăмĕнчен çапла хуравларĕç: – Ĕç пенсийĕн калăпăшĕ пĕтĕмĕшле ĕç стажĕнчен тата вăтам ĕç укçи мĕн чухлĕ пулнинчен килет. Ĕç стажне те, ĕç укçине те тивĕçлĕ хутсемпе çирĕплетмелле. Стаж палăртнă чухне тулли çулталăка шута илеççĕ. Темиçе уйăх ĕçленине çирĕплетекен документсем тăратсан та, пĕтĕмĕшле стаж тулли çулталăк пухăнмасть пулсан, ĕç пенсийĕн калăпăшĕ ÿсмест. Эсир «Сура» совхозра ĕçленине 6 уйăх илме пулать: анчах стажа темиçе уйăх кĕртни пенси виçине ÿстереймест. Тата çакна та каласа хăвармалла. Кăçалхи январĕн 1-мĕшĕнчен пенси шайне ÿстерес тĕлĕшпе çĕнĕ саккунсем вăя кĕнĕ. Çак саккунсенчен пĕри вăл – ĕç пенсионерĕсен тупăшне пурăнма кирлĕ чи пĕчĕк виçене çитересси. Чăваш Республикинче пенсионера пурăнма кирлĕ чи пĕчĕк виçе шайĕ кăçал 3910 тенкĕпе танлашать. Çакăнтан сахалрах тупăшлисене – ĕçлемен пенсионерсене социаллă тÿлев параççĕ. Тупăш шутне пенси тата ытти уйăхра паракан тÿлевсем кĕреççĕ. Социаллă тÿлевĕн виçине пенсионерăн тупăшĕ улшăнсан тепĕр хут шутласа палăртаççĕ. Камăн ĕç укçи е стаж пысăк пулман пирки пенси пĕчĕк пулнă – вĕсене çĕнĕ çултан пенсионера пурăнма кирлĕ чи пĕчĕк виçене çитерсе социаллă тÿлев памалла тунă. Ку вăл социаллă пенси çине куçарнине пĕлтермест. Çын пенси калăпăшне ÿстерме документсем тăратсан е пенсионерăн тупăшне ÿстерекен ытти улшăнусем пулсан, социаллă тÿлев виçине тепĕр хут шутласа палăртаççĕ. Пенсие ÿстернĕ хыççăн та пенсионерăн тупăшĕ 3910 тенке çитмесен пĕтĕмĕшле тÿлекен хисепĕ улшăнмасть.
12 апреля 2010 г. г. | И.ПЕТРОВ. Комсомольски районĕ.
Майăн 15-мĕшĕнче 58 тултаратăп. Ĕç стажĕ 1969 çултан пĕрре те татăлман. Çав шутра 4 çул каменщикра ĕçленĕ. Пенсие вăхăт çитмесĕр тухма пултаратăп-и?
Вĕри цехсенче тăрăшнă рабочисене çеç вăхăт çитмесĕр пенсие кăлараççĕ. Унти ĕç стажĕ 6 çул та 3 уйăхран кая пулмалла мар.
12 апреля 2010 г. г. | И.Михайлов. Хĕрлĕ Чутай районĕ.
2002 çулта çуртпа хуралтăсем тата 40 сотка çĕр туянтăм. Çурта тĕплĕ юсамалла пулнăран унта пурăнмастăп. Кун пек чухне çуртпа çĕр налукне тÿлемеллех-ши?
Хисеплĕ Иван Николаевич, саккунпа килĕшÿллĕн пурлăх «çурт, хваттер» е çĕр хуçин, унпа усă курмасан та, налук тÿлемелле.
12 апреля 2010 г. г. | М. Сергеева. Шупашкар.
Атте вăрçăра 1943 çулта пуç хунă, эпĕ ун чухне тăваттăра пулнă. Ĕç стажĕ манăн – 52 çул. «Ĕç ветеранĕ» ят илеетĕп-ши?
Хисеплĕ Маргарита Сергеевна, саккунпа килĕшÿллĕн «Ĕç ветеранĕ» ята илме çак наградăсем кирлĕ: орден е медаль, СССР, Раççей Федерацийĕн хисеплĕ ячĕсем, ĕçре палăрнăшăн паракан ведомство паллисем. Пысăк стаж пулнипе çеç «Ĕç ветеранĕ» ятпа чысламаççĕ.
26 марта 2010 г. г. | Л.ГЕРАСИМОВА. Шупашкар.
Иртнĕ кĕркунне çĕр лаптăкĕ туяннăччĕ. Пахча çимĕç ÿстерме шутлатпăр унта. Калăр-ха, вăрлăха акма мĕнле хатĕрлемелле-ши?
Лайăх тухăç илесси, паллах, пуринчен малтан паха вăрлăхран килет. Ăна акма тĕрĕс хатĕрлени тухăçа 30 процент ÿстерет. Çак ĕçе пуçăнма кая юлман-ха. Вăрлăх суйлани. Вăл мĕн чухлĕ шултрарах та «çуллăрах», пахалăхĕ те çавăн чухлĕ лайăхрах. Шултра вăрлăха малтан алăпа, пĕрчĕн-пĕрчĕн уйăрăр. Кайран тăвар хутăшне «литр шыва 50 г тăвар» ярăр, пăтратăр, 2-3 минут тăрăлтарăр. Лайăх вăрлăх путса анать, пĕтĕм вак-тĕвекĕ тата кондициллĕ марри çиеле ишсе тухать. Юрăхлă вăрлăха шывра лайăх çăвăр та типĕтĕр. Им-çамлани. Вăрлăхпа пĕрлех тĕрлĕ чир пуçаракансем, нăрă хурчĕсем хĕл каçаççĕ. Çавăнпа та акма хатĕрленĕ вăрлăха им-çамламалла, çур сехетлĕхе марганцовка хутăшĕнче «1 стакан шыва – 1 г марганцовка» ислетмелле. Кайран лайăх çуса типĕтмелле. Вăрлăха хĕртни. Çакă чирсемпе кĕрешме пулăшать. Купăста ушкăнĕнчи вăрлăха çур сехетлĕхе вĕри шывра «50-55 градус» шÿтермелле. Томат, пăрăç, баклажан йышшисене 45-50 градус температурăра 4-5 сехет тытмалла. Акас умĕн кавăн йышшисене «хăяр, патиссон, кабачок» 60 градусра 3 сехет хушши хĕртмелле. Шÿтерни. Акиччен вăрлăха çемçе шывра, ăшă вырăнта лайăх шÿтермелле. Микроэлемент хутăшĕсем е ÿсме пулăшакан япаласем хушсан аван. Кунашкал майпа усă курсан çимĕç эрне маларах калчаланма пуçлать, лайăх ÿсет.
26 марта 2010 г. г. | Елена А. Шупашкар хули.
Сăтăрçăсене мĕнле пĕтермелле? Пÿлĕмри чечексем пыйтланчĕç. Мĕнле сĕнÿсем панă пулăттăр?
Чи малтанах çакна асăрхаттаратпăр: сăтăрçăсене хими мелĕпе пĕтерме юрамасть. Çакă ÿсен-тăрана хавшатать, çавăн пекех çын сывлăхне те япăхлатать. Сирпĕтмелли им-çам пушшех те сиенлĕ. Сире халăх меслечĕсемпе усă курма сĕнетпĕр. 150 грамм аланă йывăç кĕлне 0,5 литр шывра 30 минут вĕретĕр, унтан 5 литр шыв хушăр та ÿсен-тăрана шăварма пуçлăр. Тепĕр меслет. 30 грамм сухана е ыхрана 1 литр шыва ярса тăрăлтарăр. Кăштах кĕпе супăнĕ хушсан «4 грамм та çителĕклĕ» им-çам тата хаяртарах пулĕ. Çак шĕвекпе килти чечексене час-часах шăвармалла.
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика