АУ Чувашской Республики "Издательский дом "Атăл-Волга" Минкультуры ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Вопросы граждан

03 декабря 2010 г. г. |
Кĕрĕвĕм вĕрентекен пулнипе пенсие маларах тухрĕ. Вăл пенси çулне çитсен ăна пенси укçине тепĕр хут шутласа парĕç-и?
Ача-пăча учрежденийĕсенче 25 çултан кая мар ĕçленĕ çынсене пенсие вăхăт çитмесĕрех кăлараççĕ. 2002 çултан пуçласа пенси виçи ĕçлекен çыншăн предприяти е организаци куçарнă взнос витĕм кÿнипе малтан шутласа панă пекех юлать. Гражданин хăйне ĕç пенсийĕ шутласа панă хыççăн та ĕçленĕ е вăл вăй хунă организаци Пенси фондне взноссене туллин те вăхăтра куçарнă пулсан кăна пенси виçи улшăнма пултарать.
03 декабря 2010 г. г. |
Инвалидăн санаторире канма путевка мĕнле илмелле?
Чăваш Республикинче пурăнакан, федераци çăмăллăхĕсемпе усă куракан граждансене санаторипе курорт йышши çуртсенче сипленме путевка парассипе Чăваш Енри социаллă страховани фончĕ ĕçлет. Инвалидăн путевка илме страховани фондне каймалла. Хăйпе пĕрле ун заявлени, паспорт, инвалид справки, çавăн пекех сиплев учрежденийĕ сывлăхĕ пирки çырса панă справка тата санаторире сипленме медицина тĕлĕшĕнчен нимĕнле хирĕçлев те çуккине çирĕплетекен хут «070 у-04» пулмалла.
03 декабря 2010 г. г. |
Нумаях пулмасть Тăван çĕршывăн аслă вăрçин участникне пытартăмăр. Пытарма паракан пособие ăçта илмелле; Тата унăн виçи мĕн чухлĕ?
Ун пек чухне икĕ мелрен пĕрне суйласа илмелле. Социаллă пособи илме пулать. Хальхи вăхăтра вăл 4 пин тенке яхăн. Ку ыйтупа ветеран пурăннă вырăнти пенси уйрăмне каймалла. Çавăн пекех Çар мемориалĕсен компанийĕнчен е ытти ритуал службинчен пулăшу ыйтма пулать. Вĕсем вăрçă участникне пытарма, палăк лартма федераци бюджетĕнчен 8 пин тенкĕрен пуçласа 11 пин тенкĕ таран укçа уйăраççĕ. Кун пек чухне вара РФ Пенси фондĕнчен социаллă пенси тÿлемеççĕ.
26 ноября 2010 г. г. | Л. Мурзеев. Етĕрне районĕ, Анат Ачак ял&
Етĕрне районĕнчи «Ленинская искра» хуçалăхра ĕçлесе пурăннă эпĕ. Силос, сенаж питĕ нумай хатĕрленĕ. Çавăншăнах 1988 çулта ВДНХн кĕмĕл медальне тивĕçнĕ. Анчах та мана «Ĕç ветеранĕ» ят памарĕç. Питĕ мăшкăл. Мĕншĕн пире шута хумаççĕ-ши? Хурав парсамăр.
«Ветерансем çинчен» федераци саккунĕпе килĕшÿллĕн ĕç ветеранĕ ята «Ĕç ветеранĕ» удостоверенийĕ пуррисене, СССР, РСФСР тата Раççей Федерацийĕн орденĕсемпе медалĕсене е ĕçре палăрнăшăн ведомствăсен наградине тивĕçнисене, Тăван çĕршывăн аслă вăрçи вăхăтĕнче çул çитичченех ĕçлеме пуçланипе ĕç стажĕ 40 «арçынсен» тата 35 «хĕрарăмсен» çултан кая мар пулсан параççĕ. Шел пулин те, ВДНХн кĕмĕл медалĕпе «Ĕç ветеранĕ» ят илме çук, мĕншĕн тесен вăл СССР, РСФСР е Раççей Федерацийĕн патшалăх органĕсен награди шутланмасть.
26 ноября 2010 г. г. | Зоя Владимировна, Шупашкар.
Уйрăм предприниматель патĕнче ĕçлетĕп. Мана паян-ыран «кĕскетме» пултараççĕ. Ĕçрен кăларсан «эпĕ 53 çулта» вăхăт çитмесĕрех пенсие тухма пултаратăп-и?
Пултаратăр. Сăмах май каласан, тара кĕрешсе ĕçлекен кирек епле çын та пенсие маларах тухма пултарать. Организацире ĕçленĕ-и е уйрăм предприниматель патĕнче-и – ку ниме те пĕлтермест. Енчен те çынна предприятие хупнă е штата кĕскетнĕ хыççăн ĕçрен хăтарнă пулсан, ăна хăй килĕшнипе пенсие кăларма пултараççĕ. Анчах та пенси çулĕ çитиччен икĕ çул çеç юлмалла. Ун пек чухне ĕçпе тивĕçтерекен центр ирĕк панипе «урăх ĕçе вырнаçма май пулмасан» пенси шутласа параççĕ. Пенсие вăхăт çитиччен тухма май çуккисене кĕскетсен ĕçсĕр тăрса юлнипе пособи тÿлеççĕ. Маларах уйрăм предприниматель патĕнче ĕçленисене пособин чи пĕчĕк виçине тÿленĕ пулсан, халĕ пурне те пĕр пек хаклаççĕ.
26 ноября 2010 г. г. | М. Николаева, Шупашкар.
Ĕç ветеранĕсене телефонпа, радиопа тата телевидени антеннипе усă курнăшăн 50 процент таран компенсаци парасси пирки вуласа пĕлнĕччĕ. Эпĕ ĕç ветеранĕ тата II ушкăн инваличĕ. Мĕншĕн-ха эпĕ çыхăнушăн 100 проценчĕпех тÿлетĕп.
Асăннă çăмăллăхпа усă курас тесен вырăнти социаллă пулăшу уйрăмне каймалла. Компенсаци илмелли йĕрки вара çапларах: малтан çыхăнупа усă курнăшăн пĕтĕм хакне тÿлемелле, унтан компенсацие банкра уçнă счет çине куçараççĕ е ăна çыхăну уйрăмне пырса илме пулать «çакна ĕç ветеранĕ хăй суйласа илет». Çыхăну çăмăллăхĕсене ĕç ветеранĕсене тата Чăваш Республикин ĕç ветеранĕсене кăна параççĕ. Енчен те çыннăн çăмăллăхсемпе усă курма ытти сăлтав пулсан «тĕслĕхрен, ĕç ветеранĕ те, инвалид та», саккунпа килĕшÿллĕн вăл пĕринпе кăна – е инвалидсене паракан çăмăллăхпа, е ĕç ветеранĕсене тивĕçекеннипе – усă курма пултарать.
19 ноября 2010 г. г. | Н. Семенова. Шупашкар.
Чăваш Республикин Строительство министерстви панă Хисеп грамоти «Ĕç ветеранĕ» ят илме май парать-и?
Хисеплĕ Нина Ивановна, республикăри министерствăсен ячĕпе панă Хисеп грамотисем Чăваш Республикин патшалăх награди шутланмаççĕ. Çавăнпа та вĕсемпе «Чăваш Республикин ĕç ветеранĕ» тата «Ĕç ветеранĕ» ят памаççĕ. «Ĕç ветеранĕ» ят илме СССР, РСФСР, Раççей Федерацийĕн министерствисемпе патшалăх органĕсен ячĕпе панă патшалăх наградисем кирлĕ.
19 ноября 2010 г. г. |
Çулталăк вĕçлениччен Чăваш Енре пурăнакан 93 пине яхăн çын Пенси фондĕнчен çыру илĕ. Шăпах çакăн чухлĕ çыннăн хăйсен ячĕпе пухăнса пыракан пенси пайĕ çук.
Çырура 2009 çулта тата унчченхи çулсенче Пенси фондне мĕн чухлĕ страховка взнозĕ куçарнине, çавăн пекех ĕç паракан вĕсемшĕн 2009 çулта мĕн чухлĕ взнос тÿленине пĕлтерĕç. Пенсионерсем вара иртнĕ çул страховка взнозĕ мĕн чухлĕ пухăннине пĕлĕç. Пухăнса пыракан пенси çуккисем патшалăхăн хушма укçа «софинансировани» программине хутшăнма пултараççĕ. Ун пек чухне те çырура патшалăх тата ĕç паракан мĕн чухлĕ укçа куçарнине палăртĕç.
19 ноября 2010 г. г. |
Патшалăх çитес вăхăтра пенси çулне ÿстермĕ. Çакăн пирки Раççей Президенчĕ Дмитрий Медведев нумаях пулмасть массăллă информаци хатĕрĕсенче ĕçлекенсене пĕлтернĕ.
«Пенсие миçе çулта тухмаллине финанс министрĕ татса памасть», – лăплантарнă президент. Çав вăхăтрах Медведев пенси çулне ÿстерме экономика сăлтавĕ пуррине те пытарман. Анчах пурне те укçапа виçейместĕн-çке. – Пенси çулĕ пирки тĕплĕ шухăшламасăр вăл е ку йышăну туни социаллă пурнăçра тата политика ĕçĕнче йывăрлăхсем кăларса тăратма пултарать. Европа патшалăхĕсенче çакна куратпăр та ĕнтĕ, – тенĕ çĕршыв ертÿçи. Кунта тепĕр самант та пур. Эпир Раççейре нумай çул пурăннипе мухтанаймастпăр. «90 çул пурăнакан обществăра пенсие 70 çулта тухни те йĕркеллĕ, – ăнлантарнă президент. – Унашкал обществăра çынсем пенсие тухсан та нумай çул пурăнаççĕ. Тĕнче тăрăх çÿреççĕ, мăнукĕсемпе савăнаççĕ». Пирĕн çĕршывра пурнăç йĕрки урăхларах. «Эпир хамăр патра анăçри пек пенси тытăмĕ туса хураймастпăр хальлĕхе». Дмитрий Медведев пенси тытăмĕпе çыхăннă ыйтусене лайăх шухăшласа, мĕнпур кăлтăка шута илсе йышăнасса шантарнă.
27 октября 2010 г. г. | М. Васильева, Шупашкар.
Ĕçлеме вăй-хал пĕтсен, пенсие тухсан, ваттисен çуртне кайма шутлатăп, прописка хулара. Ăçта каймалла, камран ыйтса пĕлмелле?
Чăваш Республикин сывлăха сыхлас ĕç тата социаллă аталану министерстви интернат çуртсене 55 çултан аслăрах хĕрарăмсене, 60 çултан аслăрах арçынсене тата 18 çултан аслăрах тăтăшах çын пулăшăвĕ кирлĕ I тата II ушкăн инваличĕсене йышăннине пĕлтерет. Ватă çынсемпе инвалидсен çуртне вырнаçас ыйтупа вырăнти халăха социаллă пулăшу паракан органа каймалла.
27 октября 2010 г. г. |
Федераци çăмăллăхĕсемпе усă куракансен октябрĕн 1-мĕшĕччен çитес çулта соцпакета укçан е çăмăллăх шучĕпе илесси пирки пĕлтермелле пулнă.
Раççей Федерацийĕн Пенси фончĕн Чăваш Енри уйрăмĕ пĕлтернĕ тăрăх республикипе 9,3 пин çын соцпакет кирлĕ маррине палăртса заявлени çырнă. Заявлени çыракансенчен 7 пинĕ – тулли соцпакетран, 1 пинĕ – медицина пайĕнчен, 1,4 пинĕ транспорт пайĕнчен хăтарма ыйтнă. Соцпакета каялла е унăн пайне тавăрма ыйтакансем те пур. Вĕсен шутĕнче – 729 çын. Паянхи кун Чăваш Енре федераци çăмăллăхĕсемпе усă куракан 112,7 пин çын шутланать. Вăл шутра – инвалидсем, Тăван çĕршывăн аслă вăрçин участникĕсем, çар ветеранĕсем, вăрçă ветеранĕсен тăлăх арăмĕсем, радиаци инкекне пула шар курнă граждансем. Вĕсенчен 14,6 пинĕ «13 процент » 2011 çулта соцпакетпа е унăн пайĕпе малалла та усă курĕ. Хальхи вăхăтра тулли соцпакет хакĕ уйăхне 705 тенкĕ те 10 пуспа танлашать, вăл шутра медицина пайĕ «тухтăр рецепчĕпе тÿлевсĕр эмел, тухтăр сĕннипе санаторие кайма путевка» – 627 тенкĕ, транспорт пайĕ «хула çум пуйăсĕпе тÿлевсĕр çÿреме тата сипленмелли вырăна кайса килме» – 78 тенкĕ те 10 пус.
27 октября 2010 г. г. | И. Селезнева, Шупашкар районĕ.
Ача садĕнче медсестра пулса ĕçлетĕп. Сывлăха сыхлас ĕç работникĕ пек пенсие маларах тухма пултаратăп-и?
Сиплевпе профилактика учрежденийĕнче штатра тăратăр пулсан кăна.
27 октября 2010 г. г. |
Вĕрентекенпе медицина ĕçченĕн стажĕсене хушса нумай çул ĕçленĕшĕн пенсие маларах тухма ирĕк çук-ши?
Ольга Ивано«РФ ĕç пенсийĕсем çинчен» саккунпа килĕшÿллĕн нумай çул ĕçленипе пенсие тухнă чухне медицинăпа педагог ĕçĕсен стажĕсене пĕрле хушса шутламаççĕ. Мĕншĕн тесен çак категорисенчи граждансене пенси памалли правăна саккунăн тĕрлĕ статйисемпе палăртаççĕ, çавăн пекех нумай çул ĕçленине те тĕрлĕ йĕркепе шутлаççĕ. вна.
15 октября 2010 г. г. | С. Куприянов. Шупашкар районĕ.
Кăçал, ноябрь уйăхĕнче, çул çитнипе пенсие тухатăп. Пенсин патшалăх софинансировани программине миçе çул хутшăнма пултаратăп-ши?
Пенсин патшалăх софинансировани программине 5 çул хушшинче кирек хăш вăхăтра та – 2008 çулхи октябрĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа 2013 çулхи октябрĕн 1-мĕшĕччен – хутшăнма пулать. Патшалăх пулăшăвĕ хушма взнос тÿленĕ çултан тата вунă çула тăсăлать. Программăна хăçан кĕрессине тата миçе çул хутшăнассине кашни çын хăй тĕллĕн татса парать. Пенсие тухсан та эсир çак программăна хутшăнма пултаратăр.
22 сентября 2010 г. г. | С.Прокопьева. Йĕпреç районĕ.
Мĕншĕн амăшĕн капиталĕпе хамăр алăпа çурт тума юрамасть? Мĕншĕн ăна ипотека е килĕшÿ подрячĕ урлă тумалла?
Нумаях пулмасть амăшĕн «çемье» капиталне тÿлес йĕркене çĕнĕлĕхсем кĕртнĕ. Малашне çемье çав укçапа подряд килĕшĕвĕсĕрех, хăй тĕллĕн, çурт е хуралтă тума пултарать. Саккуна кĕртнĕ çĕнĕлĕхсемпе килĕшÿллĕн амăшĕн капиталне хуçалăх меслечĕпе «строительство организацийĕсене явăçтармасăр» пурăнмалли çурт тума «тĕпрен юсаса çĕнетме» юрать. 50 процентне – паянах Амăшĕн «çемье» капиталĕн пĕр пайне «пĕтĕмĕшле суммăн 50 процентĕнчен иртмелле мар» пурăнмалли çурт тума «тĕпрен юсаса çĕнетме» илме саккунпа килĕшÿллĕн çак документсене тăратмалла: 1) сертификат илнĕ çыннăн «мăшăрĕн» çĕр лаптăкĕ харпăрлăхра пулнине çирĕплетекен документсен копийĕ «çĕр лаптăкĕпе яланлăхах «сроксăр» усă курма ирĕк панине, çĕр лаптăкне ĕмĕрлĕхех еткерлĕхе илнине, пурăнмалли уйрăм çурт тума «тĕпрен юсаса çĕнетме» çĕре арендăна илнине е çĕр лаптăкĕпе каялла тавăрса памалла мар правăпа усă курнине çирĕплетекен документсем»; 2) сертификат илнĕ çынна «мăшăрне» çурт тума ирĕк панин копийĕ; 3) сертификат илнĕ çыннăн «мăшăрĕн» пурăнмалли уйрăм çурта юсас тенĕ чух харпăрлăх правин свидетельствин копийĕ; 4) çурт тума ирĕк панă çыннăн «çынсен» хут çырнă обязательстви. Пурăнмалли уйрăм çурт тума илнĕ объекта кадастр паспортне илнĕ хыççăн ултă уйăхран юлмасăр амăшĕн капиталĕпе «пĕр пайĕпе» усă курса тунă «тĕпрен юсаса çĕнетнĕ» çурта сертификат илнĕ çын «мăшăрĕ», ачисен «вăл шутра пĕрремĕш, иккĕмĕш, виççĕмĕш тата ытти ачисен» харпăрлăхне куçармалла. Çапла майпа амăшĕн капиталĕн çуррине тÿрех, çĕр лаптăкĕн тата çурт ĕçĕсене пурнăçлама ирĕк паракан документсене тăратсанах параççĕ. Ытти 50 процентне – тĕп ĕçсене вĕçлесен Юлнă ытти укçана та çав тĕллевпех амăшĕн капиталĕн пĕр пайĕпе усă курнă хыççăн ултă уйăх иртсен илме юрать. Ăна илме строительство тума ирĕк панă орган пурăнмалли уйрăм çурт тăвас тĕлĕшпе тĕп ĕçĕсене тунине «фундамент яни, çурт каркасне çĕклени тата тăррине витни» е юсав ĕçĕсене ирттернине çирĕплетнĕ документ кирлĕ. Асăннă документа федерацин ĕç тăвакан влаçĕ парать. Укçана çакнашкал йĕркепе куçарни ăна тĕллевсĕр усă курасран хăтармалла. Çурт тăкакĕсене саплаштарма Сертификат илнĕ çынна «мăшăрне» заявлени çырнă хыççăн амăшĕн «çемье» капиталне пурăнмалли уйрăм çурт тунă «тĕпрен юсаса çĕнетнĕ» чух курнă тăкаксемшĕн компенсаци вырăнне пама пултараççĕ. Ун чухне çакăн пек документсем хатĕрлемелле: 1) сертификат илнĕ çыннăн «мăшăрĕн» çĕр лаптăкĕ харпăрлăхра пулнине çирĕплетекен документсен копийĕ «çĕр лаптăкĕпе яланлăхах «сроксăр» усă курма ирĕк панине, çĕр лаптăкне ĕмĕрлĕхех еткерлĕхе илнине, пурăнмалли уйрăм çурт тума «тĕпрен юсаса çĕнетме» çĕре арендăна илнине е çĕр лаптăкĕпе каялла тавăрса памалла мар правăпа усă курнине çирĕплетекен документсем»; 2) сертификат илнĕ çын «мăшăрĕ» туса лартнă пурăнмалли уйрăм çурт «2007 çулхи январĕн 1-мĕшĕ хыççăн туни» е тĕпрен юсаса çĕнетнĕ çурт «2007 çулхи январĕн 1-мĕшĕ хыççăн» унăн харпăрлăхĕнче пулнине çирĕплетекен свидетельство копийĕ; 3) пурăнмалли уйрăм çурт харпăрлăхĕнчи çын «çынсем» хут çырнă обязательстви. Асăннă çурта сертификат илнĕ çын «мăшăрĕн», ачисен «вăл шутра пĕрремĕш, иккĕмĕш, виççĕмĕш тата ытти ачин» харпăрлăхне РФ Пенси фондĕнчен амăшĕн капиталне куçарнă хыççăн çур çул «ултă уйăх» хушшинче куçармалла «енчен те çурт маларах вĕсен харпăрлăхĕнче пулман пулсан». Ашшĕ-амăшĕн тата ачисен харпăрлăхĕнче кăна Амăшĕн «çемье» капиталĕпе усă курса туяннă «тунă, тĕпрен юсаса çĕнетнĕ» пурăнмалли çурта ашшĕ-амăшĕн, ачисен харпăрлăхне кăна çыраççĕ. Ыттисене «тăванĕсене» ку шута кĕртмеççĕ. Юлашкинчен. Саккун тăрăх çуралсан пĕрремĕш эрнинчех вилнĕ ачасен амăшĕсене те амăшĕн капиталĕпе тивĕçтерме ача çурални пирки ЗАГС органне свидетельство памалла тунă.
17 сентября 2010 г. г. | В.Васильева. Тăвай районĕ.
«Хресчен сасси» хаçатăн кашни номерне алран ямасăр, юратса вулатăп. Пирĕншĕн, уйрăмах ялта пурăнакансемшĕн, интересли, кирли питĕ нумай унта. Çынсен çырăвĕсене шута хурса вĕсене мĕн пăшăрхантарнине хаçатра хуравлама тăрăшнине те час-часах асăрхатăп. Манăн та сирĕн пата ыйтусем пур. 2010 çулхи кĕркуннерен çара каякансен хĕсметре хăйсен тивĕçне миçе çул пурнăçламалла? Упăшки çарта чухне ачапа ларакан хĕрарăма уйăхне мĕн чухлĕ компенсаци тÿлеççĕ-ши?
ЧР Çар комиссариачĕпе çыхăн-тăмăр. Республика призывĕн уйрăмĕн пуçлăхĕ С.А.Козюра каланă тăрăх 2008 çултан тытăнса Раççейре çара 1 çуллăха илсе каяççĕ. Енчен те пепке 3 çула çитмен пулсан, ачапа ларакан амăшне пĕр çулталăк «мăшăрĕ çар тивĕçне пурнăçлама тытăннă кунран пуçласа мĕн вĕçне çитиччен» уйăхне 7 пин те 458 тенкĕ компенсаци тÿлеççĕ.
17 сентября 2010 г. г. |
Раççей правительствин 2010 çулхи августăн 20-мĕшĕнчи хушăвĕпе килĕшÿллĕн «Ветерансем çинчен» федераци саккунĕпе пăхнă уйрăм категорири граждансене пурăнмалли çуртпа тивĕçтерме хушма укçа уйăрнă.
Тăван çĕршывăн аслă вăрçине хутшăннă ветерансене пурăнмалли çуртпа тивĕçтерме Чăваш Республикин бюджетне 1 миллиард та 290 миллион та 603 пин тенкĕ килсе çитнĕ.
17 сентября 2010 г. г. |
Малашне пулас пенсие хывакан хушма страхлав взносĕсене çĕнĕ технологисемпе усă курса тÿлеме пулать. Пенсин патшалăхăн софинансировани программине хутшăннисен взноссене Перекет банкĕн кирек хăш терминалĕнче куçарма май пур. Çакна валли вырăнти Пенси фондĕнчен пĕр хутчен ятран паракан штрих-кодлă квитанци илмелле.
Терминал штрих-кодран тÿлев информацине шутлать, ун хыççăн взнос тÿлеме тата чек илме пулать. Укçа тÿрех тÿлекенĕн пухăнакан пенси пайне куçать. Кирек епле сумма та хывма юрать. Чи кирли вăл – пенсин патшалăх софинансированийĕн программине хутшăнакан çулталăкне 2 пин тенкĕрен пуçласа 12 пин тенкĕ таран тÿлени. Ун чухне патшалăх пенси счечĕ çине çав суммăнах, икĕ хут ÿстерсе хурать. – Страхлав взносĕсене банк терминалĕсем урлă хывни питĕ меллĕ, – палăртать РФ Пенси фончĕн Чăваш Енри уйрăмĕн ертÿçи Р. Кондратьева. – Перекет банкĕн терминалĕсене республикипех вырнаçтарса тухнă, вăл шутра суту-илÿ центрĕсенче, коммуналлă хуçалăх организацийĕсенче, предприятисенче. Штрих-кодлă квитанцире вара кирлĕ мĕнпур реквизит пур. Çакă йăнăш тăвасран та хăтарать, взнос тÿлес ĕçе те çăмăллатать. Çапах та пенсин патшалăх софинансированийĕн программине хутшăннă çынсен страхлав взносĕсене урăхла та куçарма май пур. Пулас пенсие хăйсен ирĕкĕпе взнос хывакансем ăна ĕç вырăнĕнчен тÿлеме пултараççĕ: ĕçлекен çырса панă заявлени тăрăх бухгалтери уйăхсеренех палăртнă суммăна ĕç укçинчен тытса юлма пултарать. Унсăр пуçне взноссене кирек хăш банкра та тÿлеме юрать. Иртнĕ çул Чăваш Республикинче пурăнакансем, пенсин патшалăх софинансированийĕн программине кĕнисем, хăйсен пенси счетне 30 миллион тенкĕ ытла укçа куçарнă. Патшалăх та хăйĕн тивĕçне туллин пурнăçласа çавăн чухлех укçа куçарнă. Çулталăк пуçланнăранпа 12 миллион тенке яхăн тÿленĕ. Программăна хутшăнакансенчен чылайăшĕ тÿлеве хăй тĕллĕн – кирек епле банк урлă – хывать. Пĕтĕмĕшле пенсин патшалăх софинансированийĕн программине Чăваш Енре 75 пин çын хутшăннă, Раççейĕпе – 3 миллион çын. РФ Пенси фончĕн Чăваш Енри уйрăмĕ.
01 сентября 2010 г. г. | С.Павлова.
Ялти шкула ĕçлеме килекен çамрăк учительсене патшалăх пысăк укçа-тенкĕ тÿлеме шантарнине илтрĕм. Ун пирки тĕплĕнрех çырса кăтартаймастăр-ши?
Пирĕн Раççейре пĕтĕмпе 53 пин шкул, вĕсенчен 34 пинĕшĕ ял тăрăхĕсенче вырнаçнă. Учительсем яллă вырăнсенче çитсех кайманни вăрттăнлăх мар. Çамрăксем аслă пĕлÿ илнĕ хыççăн хуларах юлма тăрăшаççĕ. Асăрханă ĕнтĕ, ял тăрăхĕнчи кирек мĕнле шкула кай _ ытларах вăтам тата аслă çулсенчи учительсем. Паллах, хула шкулĕсенче те çамрăксен йышĕ нумаях мар. Тĕрĕсех, кăçалтан патшалăх ялта ĕçлесе пурăнма килĕшекен çамрăк учительсене пысăк укçа-тенкĕ тÿлеме шантарнă. 500 пин тенке педагог хăйне кирлĕ пек тăкаклĕ. Анчах та вырнаçнă шкулта сахалтан та пилĕк çул ĕçлеме тивĕ. Саккунпа килĕшÿллĕн, паллах, кунта административлă тата ачапа ларнă декрет отпускĕсем кĕмеççĕ. РФ Вĕрентÿпе наука министерстви «Пирĕн çĕнĕ шкул» программăпа килĕшÿллĕн регион влаçĕсенчен ял шкулĕсенче кирлĕ вакансисен шутне ярса пама ыйтнă. 1000 çынран тăракан список хатĕр те ĕнтĕ. Ăна Министерство сайчĕ çинче те курма пулать «WWW.mon.gov.ru». Кунтах анкета та пур, енчен те мĕнле те пулин ваканси интереслентерсен, ăна тултарса палăртнă адреспа ярса пама юрать. Претендентсен мĕнпур заявленине пăхса тухаççĕ, суйласа илнĕ кандидатсемпе кайран килĕшÿсем тăваççĕ. Паллах, вĕренсе тухаканăн дипломĕ çинче «3» паллă пулмалла мар тата çитĕнÿсем те кирлĕ _ наука ĕçĕсем, хисеплĕ ятсем... Вырăнти влаçсен çамрăк учителе пурăнмалли кĕтеспе тата «вĕренсе тухнăскере хавхалантармалли укçа-тенкĕпе» ««подъемнăй»» тивĕçтермелле. Федерацинчен вара ĕç укçи çумне çур миллион тенкĕ хушса тÿлĕç. Ăна икĕ тапхăрпа, 2010-2011 çулсен вĕçĕнче тата 2011-2012 вĕренÿ çулĕсенче, 250-шар пин тенкĕ куçарса парĕç. Квотăпа килĕшÿллĕн Чăваш Ен валли федераци пулăшăвĕ памалли 10 учитель вакансийĕ уйăрнă. Пирĕн республикăна субсидие федераци бюджетĕнчен ноябрьте куçараççĕ. Ĕçе вырнаçас енĕпе çыхăннă мĕнпур ыйтупа ЧР Вĕрентÿ министерствине 62-50-60 телефонпа шăнкăравламалла.
27 августа 2010 г. г. |
Соцпакет е укçа?
Федераци çăмăллăхне илекенсен 2011 çулта социаллă пакетпа мĕнлерех усă курассине октябрĕн 1-мĕшĕччен татса памалла. Социаллă пулăшу пуххинчен хăтăлас тесен заявлени кăна çырмалла. Вăл тепĕр заявлени çыричченех вăйра пулĕ. _ Иртнĕ çулсенче соцпакетран хăтарма ыйтса заявлени çырнисен, çăмăллăх вырăнне укçа илекенсен, хăйсен шухăшне тепĕр хут çирĕплетме кирлĕ мар. Вĕсем малашне те укçа илсе тăрĕç. Енчен те çăмăллăх илекенĕн юлашки вăхăтра сывлăхĕ хавшанă, тăтăшах эмел туянмалла е санаторипе курорт сиплевĕ кирлĕ пулсан, çăмăллăхсене каялла тавăрма пулать. Заявление Пенси фондне октябрĕн 1-мĕшĕччен тăратмалла, _ ăнлантарать РФ Пенси фончĕн Чăваш Енри уйрăмĕн управляющийĕ Р. Кондратьева. Хальхи вăхăтра тулли соцпакет хакĕ 705 тенкĕ те 10 пус, вăл шутра медицина пайĕ «тухтăр рецепчĕпе çырса панă тÿлевсĕр эмел, врач хушнипе санаторие каймалли путевка» _ 627 тенкĕ, транспорт пайĕ «хула çумĕнчи пуйăспа тата санаторине кайма-килме тÿлевсĕр» _ 78 тенкĕ те 10 пус. Соцпакета е унăн укçа эквивалентне федераци çăмăллăхĕпе усă куракансем илме пултараççĕ: инвалидсем, Тăван çĕршывăн вăрçă участникĕсем, çар ĕçĕсен ветеранĕсем, вăрçă ветеранĕсен тăлăх арăмĕсем, радиаци инкекĕпе шар курнă çынсем. Чăваш Республикинче 113 пин çын ытла федераци çăмăллăхĕсемпе усă курать, вĕсенчен 29 пинĕшĕ _ соцпакетпа туллин е унăн пайĕпе. Çулталăк пуçланнăранпа соцпакетран е унăн пайĕсенчен хăтăлма 3,4 пин çын ытла заявлени çырнă. Соцпакета «е унăн пайне» каялла тавăрма 139 заявлени панă.
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика