АУ Чувашской Республики "Издательский дом "Атăл-Волга" Минкультуры ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Вопросы граждан

05 августа 2011 г. г. | М. Николаева. Шупашкар районĕ, Вăрманкас
Кăçал хальччен асăрхасах кайман пĕчĕк лĕпĕш нумай вĕçет. Ăçтан килсе ернĕ вĕсем; Ÿсен-тăраншăн сиенлĕ мар-ши;
– Июлĕн юлашки кунĕсенче кăнтăр хĕвел тухăç енчен вĕрекен вăйлă çил-тăвăл витĕмĕпе пирĕн республикăна çаран лĕпĕшĕ килсе ерчĕ, – çапла пĕлтерчĕç Раççей ял хуçалăх центрĕн республикăри уйрăмĕнчен. – Халĕ вĕсем талккăшĕпех сарăлнă. Уйрăмах Шупашкар, Красноармейски районĕсенче нумай. Пысăк кĕве майлă çаран лĕпĕшĕ чечек сĕткенĕпех тăранать. Анчах унăн çăмартинчен тухнă хурт тем те çиет. Вăл шутра сахăр кăшманĕ, хĕвел çаврăнăш, пăрçа йышши культура, куккурус, кантăр... Урпа, тулă, çĕр улми уйне те сиенлет. 200 тĕслĕ ÿсен-тăрана тапăнать. Тухăçа 60 процент таран чакарма пултарать. Халĕ шăпах лĕпĕшсем çăмарта тăваççĕ. Çанталăк лайăх тăрсан 5-7 кунран хурчĕ тухать те. Икĕ-тăватă эрнерен вĕсем аванах çитĕнеççĕ. Паллах, çак хушăра ÿсен-тăрана самай шар кăтартаççĕ. Çăмхаланма «куколка пулма» вĕсене 7-38 кун кирлĕ. Хĕл каçнă вăхăтра 40 градус сивве те чăтаççĕ. Лĕпĕш хурчĕ сăрăрах симĕс тĕслĕ, çурăмĕпе айккисенче хура йĕр. Чи малтанах кишĕр, укроп, кăшман йăранĕсене тимлемелле, пахча çимĕç айне таса хут сарса тĕмсене силлесе пăхмалла. Пур пулсан ÿкеççех. Вĕсемпе халăх меслечĕсемпе кĕрешнин усси çук. Армути те çиекенскерсене хими препарачĕ çеç пĕтерме пултарать. Хальлĕхе, вĕсем пĕчĕк чух, Лепидоцид, Битоксибациллин йышши биопрепаратсемпе сирпĕтни те çителĕклĕ. Хурчĕсем ÿсерехпе вара Децис Профи, Диазинон Экспресс, Таран, Каратэ Зеон, Фуфанон йышши хими им-çамĕпе сирпĕтмелле. Хурта çăмхаланма пуçличчен им-çамласан кăна тухăçа çăлса хăварма май килĕ. Мĕншĕн тесен çаран лĕпĕш хурчĕ саранчаран пĕрре те кая мар, хăй ларакан ÿсен-тăрана 1-2 сехет хушшинчех çаратса хăварма пултарать.
29 июля 2011 г. г. | М. Кузнецова. Çĕмĕрле районĕ,
Манăн атте 1942 çулта вăрçăра вилнĕ. Эпир, унăн ачисем, виççĕн тăрса юлтăмăр. Выçăллă-тутăллă çитĕнсе ĕмĕр тăршшĕпех колхозра ĕçленĕ. Ветеран, инвалид пултăм. Халĕ анне пурăннă пулсан хваттер илетчĕ ĕнтĕ. Манăн вара çĕре укçалла илмелле-и?
Сирĕн ыйтăвăра Юманай ял тăрăхĕн пуçлăхĕ О. Яковлев пăхса тухса çакăн пек хурав пачĕ: «Мария Федоровна 2009 çулта хăйĕн кил-çуртне, хушма хуçалăх çĕрне кирлĕ документсем хатĕрлесе хĕрĕ çине куçарчĕ. Çавăн пекех унăн уйра 0,52 гектар ял хуçалăх çĕрĕ пулнă. Кăçал вăл çак çĕрпе хăй ячĕпе усă курма пăрахрĕ, кун пирки район администрацине заявлени çырчĕ. Район администрацийĕ М. Ф. Кузнецова аренда правине пăрахăçлани пирки йышăну кăларчĕ. Çакăн хыççăн унăн хĕрĕ çак лаптăка 5 çуллăха арендăна илме заявлени çырчĕ. Çĕр лаптăкне арендăна париччен тĕрлĕ ĕç туса ирттермелле: çĕрне виçмелле, кадастр паспортне хатĕрлемелле, аренда договорне регистрацилемелле тата ытти те. Хальхи вăхăтра çак ĕçсем тÿлевлĕ. Мария Федоровна хут ĕçĕшĕн тÿлемеллине çĕре укçа тÿлесе илмелле тесе ăнланнă курăнать».
22 июля 2011 г. г. | В.Макарова. Шăмăршă районĕ.
Манăн атте, Тăван çĕршывăн аслă вăрçине хутшăннăскер, 1961 çулта вилнĕ. Унăн вил тăпри çине патшалăх шучĕпе палăк лартма пултаратпăр-и эпир?
РФ Президенчĕн 2007 çулхи мартăн 3-мĕшĕнчи 270-мĕш номерлĕ указĕпе килĕшÿллĕн 1990 çулхи июнĕн 12-мĕшĕ хыççăн вилнĕ вăрçă участникĕсен вил тăпри çине çеç патшалăх шучĕпе палăк лартаççĕ.
22 июля 2011 г. г. | М.Сидоров. Тăвай районĕ.
Сусăр ачасен ашшĕсене çар хĕсметĕнчен хăтараççĕ тенине илтме тÿр килчĕ. Тĕрĕсех-ши çакă?
Патшалăх Думин Сыхлав комитетне çемьере инвалид ача пур «ÿсĕме пăхмасăр» граждансене çар хĕсметне илес срока тăсасси çинчен калакан саккун проектне тăратнă. Хальлĕхе кил-йышра виçĕ çул тултарайман сусăр ача пулсан ашшĕн çара каяс срокне малалла куçараççĕ. Саккун проекчĕн авторĕсен шучĕпе çакнашкал сĕнÿ çемьери тăнăçлăха упрама пулăшать.
15 июля 2011 г. г. | В. Портнова, Патăрьел районĕ, Татмă
Эпĕ 1931 çулта çуралнă. Вăрçă вăхăтĕнче 8 уйăх ĕçленĕ. Çакăншăн тыл ĕçченĕ ята илме тивĕçлĕ-и?
Хисеплĕ Вера Григорьевна, сирĕн çырăвăра ЧР Сывлăха сыхлас ĕçпе социаллă аталану министерстви пăхса тухса çакăн пек хурав пачĕ. Ветерансем çинчен калакан федераци саккунĕпе килĕшÿллĕн 1941 çулхи июнĕн 22-мĕшĕнчен пуçласа 1945 çулхи майăн 9-мĕшĕчченхи тапхăрта ултă уйăхран кая мар ĕçленĕ «Совет Союзĕн вăхăтлăха оккупацире шутланнă территорийĕсенче ĕçленине шутламасăр», çавăн пекех Тăван çĕршывăн аслă вăрçи вăхăтĕнче ĕçленĕшĕн СССР орденĕпе е медалĕпе чысланă çынсене тыл ĕçченĕсен шутне кĕртеççĕ. Тыл ĕçченĕсене тивĕçекен удостоверенине илме асăннă тапхăрта ĕçленине çирĕплетекен документсем «ĕç кĕнекинче çырни, архивран илнĕ справка» е Тăван çĕршывăн аслă вăрçи вăхăтĕнче ĕçленĕшĕн СССР орденĕпе е медалĕпе наградăланине çирĕплетекен удостоверени кирлĕ. Вăрçă вăхăтĕнче ĕçленĕ çулсене çынсем çирĕплетни çак шута кĕмест. Енчен те ĕç кĕнекинче, архив учрежденийĕсенчен илнĕ справкăсенче вăрçă вăхăтĕнче ултă уйăхран кая мар ĕçленине çырса хуни сыхланса юлман пулсан ун чухне тар тăкнине суд урлă çирĕплетсе памалла.
15 июля 2011 г. г. | Л. Николаева.
Эпĕ 50 çулта, икĕ çул каялла ĕçрен кайма тиврĕ. Паллах, стаж татăлчĕ. Халĕ ниçта та ĕçлеместĕп. Стаж татăлни пенси виçине витĕм кÿрет-и;
Стаж татăлни ниме те пĕлтермест. Ĕç стажĕ татăлни пенси виçипе нимĕнле те çыхăнман. Анчах та эсир ĕçлемен чухне РФ Пенси фондне нимĕнле взнос та куçманнине манмалла мар. Апла пулсан сирĕн пенси те ÿсмен.
13 июля 2011 г. г. | Г. Смирнова, Канаш районĕ.
Хушма хуçалăхра ĕне тытакансене выльăх апачĕ туянма кайнă тăкаксене саплаштарма икĕ пин тенкĕ ытларах пама шантарчĕç. Чăн та, 1100 тенкине илтĕмĕр-ха, анчах ытти пайне халĕ те куçармаççĕ. Хăçан çитĕ-ши вăл хуçисем патне;
Иртнĕ çул йывăр лару-тăрăва шута илсе ял хуçалăх предприятийĕсене тата хушма хуçалăхсене выльăх апачĕ туянса тăкакланнăшăн патшалăх укçа парса пулăшрĕ. Малтанхи тапхăрта вĕсем ĕне пуçне 1100 тенкĕ илчĕç. Çывăх вăхăтра вара вĕсем ытти пайне те илĕç. – Республикăна федераци бюджетĕнчен иккĕмĕш транш – 156 млн тенкĕ – куçрĕ, – пĕлтерчĕ ЧР ял хуçалăх министрĕ С. Павлов ыйту çине хуравланă май. – Документсем тăратнă хыççăн валеçме тытăнăпăр. Анчах хальхинче субсиди уйăрас йĕркене улăштарнă. Ăна илме ял хуçалăх предприятийĕсемпе хушма хуçалăхсен выльăх апачĕ туяннине çирĕплетекен документсем «чек е договор» тăратмалла. Хальхинче кашни ĕне пуçне 1700 тенкĕ уйăрмалла. Çапла вара унччен панă укçана шута илсен пĕтĕмĕшле хисеп 2800 тенкĕпе «ĕне пуçне» танлашĕ.
01 июля 2011 г. г. | Нина Александрова. Шупашкар хули.
Эпĕ – ĕç ветеранĕ. Манăн килте телефон çук. Радиопа телевизор антенни çеç. Вĕсемшĕн çĕр процент таран тÿлетĕп. Ĕç ветеранĕсене тÿленĕ укçаран 50 процентне тавăрса паратчĕç. 2005 çулта çак ятпа пире перекет кассинче кĕнеке уçтарчĕç, укçа унта куçса пыратчĕ. 2010 çулта вара пачах та тÿлемерĕç. Заявлени çĕнĕрен çырнă хыççăн пĕр уйăхшăн компенсаци илтĕм. Иртнĕ уйăхсемшĕн укçа-тенке каялла тавăрса парĕç-ши? Нина Александрова. Шупашкар хули. Чăваш Республикин Сывлăха сыхлас ĕç тата социаллă аталану министерстви сирĕн ыйтăвăра пăхса тухнă хыççăн çапла хурав парать. Чăваш Республикинчи ĕçпе вăрçă ветеранĕсене, тыл ĕçченĕсене социаллă пулăшу парасси çинчен калакан саккун тăрăх ĕç ветеранĕсене радиопа тата телевиденин коллективлă антеннипе усă курнăшăн абонент тÿлевĕнчен 50 процентне компенсаципе саплаштараççĕ. Компенсаци укçине Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕ палăртакан йĕркепе уйăрса параççĕ. Министрсен Кабинечĕн 2010 çулхи декабрĕн 24-мĕшĕнче çирĕплетнĕ 499-мĕш йышăнăвĕ тăрăх асăннă компенсацие ĕç ветеранĕсене хăйсем çинчен кирлĕ сведенисене пĕлтерсен çеç уйăрса пама палăртнă. Компенсацие тивĕçме вара хăвăр пурăнакан вырăнти халăха социаллă хÿтлĕх паракан уйрăмра учета тăмалла. Çавна май заявлени çырмалла, çыхăну çăмăллăхĕсем тĕлĕшпе килĕшÿ тума уйăхсерен тÿленĕ квитанцие тăратмалла. Çавăн пекех çумра Раççей гражданинĕн паспорчĕ, çăмăллăха тивĕçни çинчен калакан удостоверени те пулмалла. Укçа-тенке сире почта урлă е кредит организацийĕсенче уçнă счет çине куçарса пама пултараççĕ. Шупашкарти Ленин районĕнчи социаллă хÿтлĕх паракан уйрăм ĕçченĕсем палăртнă тăрăх сире, Нина Александровна, иртнĕ уйăхсемшĕн тивĕçнĕ компенсацие тавăрса памалла.
Чăваш Республикин Сывлăха сыхлас ĕç тата социаллă аталану министерстви сирĕн ыйтăвăра пăхса тухнă хыççăн çапла хурав парать. Чăваш Республикинчи ĕçпе вăрçă ветеранĕсене, тыл ĕçченĕсене социаллă пулăшу парасси çинчен калакан саккун тăрăх ĕç ветеранĕсене радиопа тата телевиденин коллективлă антеннипе усă курнăшăн абонент тÿлевĕнчен 50 процентне компенсаципе саплаштараççĕ. Компенсаци укçине Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕ палăртакан йĕркепе уйăрса параççĕ. Министрсен Кабинечĕн 2010 çулхи декабрĕн 24-мĕшĕнче çирĕплетнĕ 499-мĕш йышăнăвĕ тăрăх асăннă компенсацие ĕç ветеранĕсене хăйсем çинчен кирлĕ сведенисене пĕлтерсен çеç уйăрса пама палăртнă. Компенсацие тивĕçме вара хăвăр пурăнакан вырăнти халăха социаллă хÿтлĕх паракан уйрăмра учета тăмалла. Çавна май заявлени çырмалла, çыхăну çăмăллăхĕсем тĕлĕшпе килĕшÿ тума уйăхсерен тÿленĕ квитанцие тăратмалла. Çавăн пекех çумра Раççей гражданинĕн паспорчĕ, çăмăллăха тивĕçни çинчен калакан удостоверени те пулмалла. Укçа-тенке сире почта урлă е кредит организацийĕсенче уçнă счет çине куçарса пама пултараççĕ. Шупашкарти Ленин районĕнчи социаллă хÿтлĕх паракан уйрăм ĕçченĕсем палăртнă тăрăх сире, Нина Александровна, иртнĕ уйăхсемшĕн тивĕçнĕ компенсацие тавăрса памалла.
01 июля 2011 г. г. | А. Петрова. Канаш районĕ.
Хĕрĕм ачаранах иккĕмĕш ушкăн инваличĕ. Халĕ вăл 25 çулта, ĕçлемест. Ăна пулăшас тĕллевпе эпĕ те ниçта та ĕçлеместĕп. Хĕрĕме пăхнăшăн мана компенсаци парĕç-ши?
Асăннă компенсацие пĕрремĕш ушкăн инвалидне, 18 çул тултарман сусăр ачана, сиплев учрежденийĕ çирĕплетнĕ справка тăрăх вырăнпа выртакан çынна е 80 çул тултарнă ватăна пăхнăшăн параççĕ. Сирĕн хĕрĕр иккĕмĕш ушкăн инваличĕ пулнăран эсир уйăхсерен паракан компенсацие тивĕçейместĕр.
01 июля 2011 г. г. | А. Макарова. Комсомольски районĕ.
«Совет Союзĕн потребительсен кооперацийĕн отличникĕ», «Чăваш АССР потребительсен кооперацийĕн ветеранĕ», «Пилĕк çуллăхăн çамрăк гвардеецĕ», «Ăста мастер», «Чаплă дружинник» паллăсемпе «Ĕç ветеранĕ» ята тивĕçме май пур-ши;
Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн 2005 çулхи сентябрĕн 16-мĕшĕнчи 226-мĕш номерлĕ постановленийĕпе килĕшÿллĕн «Ĕç ветеранĕ» ят илнĕ чухне СССР, РСФСР, Раççей патшалăх органĕсенче ĕçре палăрнăшăн панă наградăсене тата ведомство паллисене шута илеççĕ. Эсир асăннă наградăсем вĕсен шутне кĕмеççĕ.
10 июня 2011 г. г. | В. Афанасьев. Патăрьел районĕ.
1984-1985 çулсенче шкулта тренер пулса ĕçлерĕм. Салтакран килсен Канашри педучилищĕре вĕрентĕм. 1989 çултан пуçласа паянхи кунчченех тренер-преподавательте ĕçлетĕп. Нумай çул ĕçленĕшĕн пенсие маларах илме пултаратăп-и?
Пĕтĕмĕшле йĕркепе ватлăхра паракан ĕç пенсине арçынсене – 60, хĕрарăмсене 55 çула çитсен, 5 çултан кая мар ĕç стажĕ пулсан параççĕ. Раççей правительствин йышăнăвĕпе килĕшÿллĕн хăш-пĕр учрежденире нумай çул ĕçленĕ çынсене пенсие маларах кăлараççĕ. Шкулта тата ачасен ытти учрежденийĕнче 25 çултан кая мар педагог стажĕ пухнисене пенсие маларах параççĕ. Ку шута тренер-преподаватель должноçне те кĕртнĕ. Анчах кунта çакна пĕлмелле: çак шута ачасене вĕрентес тата воспитани парас енĕпе ĕçлекен учрежденисенче тăрăшни çеç кĕрет. Калăпăр, аслă шкулта, спорт сооруженийĕнче, спорт клубĕнче ĕçлени пенсие маларах илме ирĕк памасть. Унсăр пуçне тренер, педагог-организатор, хушма пĕлÿ паракан педагог пулса ĕçлени те пенсие маларах илмеллисен шутне кĕмест. В. Афанасьев çырура хăш учрежденире тренер-преподавательте ĕçленине кăтартман, çавăнпа та унăн пенси ирĕкĕ пуррине пĕлме май çук. Тĕплĕнрех ыйтса пĕлме ăна районти пенси уйрăмне документсемпе кайма сĕнетпĕр.
10 июня 2011 г. г. | А. Иванова. Канаш районĕ, Шăхасан ял
Манăн пĕрремĕш упăшка вилнĕ. Çынсем каланă тăрăх ача 14 çула çитиччен мана пенси тÿлемелле. Вăл вăхăтра эпĕ ĕçленĕ, çавăнпа та ача 14 çула çитиччен пăхса пурăннăшăн пенси илме ирĕк çук терĕç. Халĕ ĕçлеместĕп, анчах та тепĕр хут качча кайнă. Пенси тÿлĕç-ши мана?
РФ Пенси фончĕн Чăваш Республикинчи уйрăмĕ сирĕн çырăвăра пăхса тухса çакăн пек хурав пачĕ. «Раççей Федерацийĕн ĕç пенсийĕсем çинчен» саккунпа килĕшÿллĕн тăрантарса усраканăн 14 çула çитмен ачине пăхса пурăнакан ниçта ĕçлемен ашшĕ-амăшĕнчен пĕрин, мăшăрĕн, аслашшĕн е асламăшĕн, пиччĕшĕн е аппăшĕн çак пенсие илме ирĕк пур. Кунта çакна каласа хăвармалла. Тăрантарса усракансăр юлнă çын тепĕр хут мăшăрлансан çак йĕрке пăрахăçланать. Енчен те эсир пенсие палăртнă хыççăн çеç мăшăрланнă пулсан тăлăх ачасене 14 çула çитиччен пăхнишĕн паракан укçана тÿлеме пăрахмĕччĕç. Çапла вара сирĕн тепĕр хут качча тухнăран тăрантарса усракансăр юлнипе паракан пенсие илме ирĕк çук.
10 июня 2011 г. г. | Н. Петров. Красноармейски районĕ, Мăн Ше
Манăн пĕтĕмĕшле ĕç стажĕ 55 çул, 1991 çулта республикăн «Ĕç ветеранĕ» медальне тивĕçнĕ. Çавна май «Тыл ĕçченĕ» ята тивĕçме пултаратăп-и?
ЧР Сывлăхпа социаллă аталану министерстви сирĕн çырăвăра пăхса тухса çакăн пек хуравларĕ. Ветерансем çинчен калакан федераци саккунĕпе килĕшÿллĕн 1941 çулхи июнĕн 22-мĕшĕнчен пуçласа 1945 çулхи майăн 9-мĕшĕчченхи тапхăрта ултă уйăхран кая мар ĕçленĕ «Совет Союзĕн вăхăтлăха оккупацире шутланнă территорийĕсенче ĕçленине шутламасăр», çавăн пекех Тăван çĕршывăн аслă вăрçи вăхăтĕнче ĕçленĕшĕн СССР орденĕпе е медалĕпе чысланă çынсене тыл ĕçченĕсен шутне кĕртеççĕ. Тыл ĕçченĕн удостоверенине илме асăннă тапхăрта ĕçленине çирĕплетекен документсем «ĕç кĕнекинче çырни, архивран илнĕ справка» е Тăван çĕршывăн аслă вăрçи вăхăтĕнче ĕçленĕшĕн СССР орденĕпе е медалĕпе наградăланине çирĕплетекен удостоверени кирлĕ. Тыл ĕçченĕн статусне медаль е орден пуррипе илес тесен çав ордена е медале Тăван çĕршывăн аслă вăрçи вăхăтĕнче ĕçленĕшĕн пани кирлĕ. Çакăн пек медальсенчен пĕри – «1941-1945 çулсенчи Тăван çĕршывăн аслă вăрçи вăхăтĕнче хастар ĕçленĕшĕн».
03 июня 2011 г. г. | Н. Кукурузова. Елчĕк районĕ, Çĕ
Хаçат урлă февралĕн 1-мĕшĕнчен çемьене тăрантаракана çухатнипе паракан укçа ÿсет тесе пĕлтернĕччĕ. Темшĕн пирĕн укçа ÿсмерĕ ун чухне. Каярах юлса пулин те пĕлесчĕ: ÿснĕ-ши укçа е ÿсмен?
РФ Пенси фончĕн Чăваш Енри уйрăмĕ сирĕн çырăвăра пăхса тухса çакăн пек хурав пачĕ. Пенсие ÿстересси саккунпа çирĕплетнĕ тапхăрсенче пулса пырать. Кăçал пенсие икĕ хут ÿстерчĕç. Февралĕн 1-мĕшĕнчен ватлăхпа, инвалид пулнипе тата тăрантаракансăр тăрса юлнипе паракан ĕç пенсине 8,8 процент ÿстернĕ. Апрелĕн 1-мĕшĕнчен социаллă пенсисене тата çак шута кĕрекен вăрçă инваличĕсемпе участникĕсене, радиаципе техногенеза пула инкек-синкек тÿснĕ граждансемпе вĕсен çемйисене тÿлекен патшалăх пенсине 10,27 процент хăпартнă. 2010 çултанпа пенсионерăн тупăшĕ регионти пурнăç шайĕн чи пĕчĕк виçинчен сахалрах пулмалла мар. Унтан сахалрах тупăш илекен ĕçлемен пенсионерсене федераци бюджетĕнчен çак виçене çитерсе пенси укçи хушса параççĕ. Социаллă тÿлевĕн виçине пенсионерăн тупăшĕ улшăнсан тепĕр хут пăхса тухаççĕ – регионти пурнăç шайĕн чи пĕчĕк виçине çитиччен ÿстереççĕ. Хальхи вăхăтра пирĕн республикăра пенсионера пурăнма кирлĕ чи пĕчĕк виçе 4259 тенкĕ шутланать. Шел пулин те хăшĕ-пĕрин пенсийĕ палăрмаллах ÿсмерĕ. Кусем – чи пĕчĕк пенси илекенсем. Февральте ĕç пенсине 8,8 процент ÿстернĕ хыççăн та сирĕн тупăш пенсионера пурăнма кирлĕ чи пĕчĕк виçене çитеймен. Çавăнпах социаллă хушма тÿлеве çĕнĕрен шутласа палăртнă хыççăн пĕтĕмĕшле илекен сумма 4259 тенкĕпе танлашнă.
06 мая 2011 г. г. | Л. Романова.
Манăн аннен мăшăрĕ «манăн атте» 1994 çулта вилнĕ. Вăл Тăван çĕршывăн аслă вăрçин участникĕ тата инваличĕ пулнă. Манăн анне унпа мĕн ĕмĕр тăршшĕпех пурăннă, анчах та вĕсем мăшăрланнине регистрацилемен. Тăлăха юлнă арăм пулнă май аннен социаллă пулăшу илме ирĕк пур-и;
Мăшăрланнине регистрацилемен пулсан социаллă пулăшу илме ирĕк çук. Анчах та 1994 çулта тухнă СССР Аслă Совечĕн президиумĕн указĕ пур. Унпа килĕшÿллĕн аçăрпа аннĕр 1944 çулхи июлĕн 8-мĕшĕччен мăшăрланнă пулсан суд урлă вĕсене упăшкипе арăмĕ тесе йышăнма пулать. Вĕсем пĕрле пурăннине, пĕр хуçалăх тытса пынине ĕнентермелле. Çакна кил кĕнекинчен çырса илни е урăх документ çирĕплетме пултарать. Судшăн вăрçă участникĕ фронтра хăш тапхăрта пулни те пĕлтерĕшлĕ пулма пултарать. Вилнĕ вăрçă участникĕн е инваличĕн арăмне ĕçлеме пултарнипе пултарайманнине, пенси е ĕç укçи илнипе илменнине пăхмасăрах социаллă пулăшу кÿмелле. Анчах та çак пулăшăва тепĕр хут качча тухман пулсан кăна параççĕ.
06 мая 2011 г. г. | Л. Михайлов. Çĕрпÿ районĕ.
Эпĕ пенсие кивĕ саккунпа тухнă. Пенси виçине палăртма ĕç укçине мĕнле шутлаççĕ? Çĕнĕ саккунпа пенсие тухакансен совет саманинче ĕçлесе илнĕ укçине çĕнĕ укçа çине мĕнле куçараççĕ?
2002 çулхи январь уйăхĕнчен пенсие «РФ ĕç пенсийĕсем çинчен калакан» саккунпа килĕшÿллĕн шутласа параççĕ. 2002 çулчченхи тапхăрта ĕçленĕ пенси укçине шутлама çак тапхăрччен ĕçленĕ стажа тата 2000-2001 çулсенчи вăтам ĕç укçин шайлашăвне е кирек хăш тапхăрти çуммăн тăракан 60 уйăхри ĕç укçине шута илеççĕ. Вăтам ĕç укçине çĕршыври çав çулсенчи вăтам ĕç укçи çине пайласа пенси укçин шайлашăвне тупаççĕ. Çапла вара пенси правине палăртнă чух ку йĕрке 2002 çулчченхи тапхăрта ĕçлесе кивĕ саккунпа пенсие тухнисене те пырса тивет. 2002 çулхи январĕн 1-мĕшĕ хыççăн ĕçленĕ тапхăрти пенси виçине страховани взносне шута илсе палăртаççĕ.
06 мая 2011 г. г. | З. Папейкина. Етĕрне районĕ.
Атте Тăван çĕршывăн аслă вăрçинче вилнĕ, мăшăрăм та 3 çул çапăçнă, 8 çул каялла çĕре кĕчĕ. Хамăн çурт çукран хĕрĕм патĕнче пурăнатăп, манăн çурт илме ирĕк пур-и?
Тăван çĕршывăн аслă вăрçин вилнĕ участникĕсен ачисем 18 çула çитиччен инвалид пулнă пулсан кăна пурăнмалли пурнăç условийĕсене лайăхлатмалли çăмăллăхпа усă курма пултараççĕ. Çав вăхăтрах «Ветерансем çинчен» федераци саккунĕпе килĕшÿллĕн вилнĕ вăрçă участникĕн мăшăрне чăнласах та пурăнмалли çурт-йĕр кирлине ĕнентерсен патшалăх шучĕпе пурăнмалли çуртпа тивĕçтерме пултараççĕ. Кун пирки тĕплĕнрех пĕлме вырăнти администрацине каймалла. Нумай ачаллă çемьен çĕр лаптăкĕ илес тесен ăçта каймалла; Мĕнле документсем тăратмалла; Виçĕ тата ытларах ачаллă çемьен çĕр лаптăкĕ илес тесен вырăнти администрацине каймалла. Паспорт, ачасен çуралнă хутне, усрава илнине ĕнентерекен хута илмелле* çавăн пекех мăшăрлану хучĕ, лицевой счетран çырса пани е çемье йышне кăтартакан справка* заявлени çыракана е унăн çемйине чăнласах та пурăнмалли çурт кирлине çирĕплетекен администраци справки «виççĕмĕш е ун хыççăнхи ача 2011 çулхи январĕн 1-мĕшĕ хыççăн çуралнă пулсан» кирлĕ.
04 мая 2011 г. г. | А. Парфенов, 80 çулти пенсионер. Хĕрл
«Хресчен сасси» хаçата килĕштерсе вулатпăр, çавăнпа унран пулăшу ыйтасшăн. Тен, эсир пире ăнлантарса парăр? Ялта, Хĕрлĕ Чутай районĕнчи Урикассинче, пурăннă май эпир те, ватлăха пăхмасăр ĕне усрама шутларăмăр. Кăçалхи апрельте ĕмĕте пурнăçа кĕртрĕмĕр, ĕне туянса ятăмăр. Патшалăх ĕне усракансене малтанлăха пĕр пин тенкĕ «пурĕ икĕ пин тенкĕ ытларах – ред.» панине пĕлсен эпир те ял тăрăхне çитрĕмĕр. Анчах вăл укçа пире лекмест-мĕн. Эпир те Раççей çыннисемех вĕт, мĕншĕн çапла кÿрентереççĕ, ăнланма пултараймастпăр. Ку тĕнчере пурăннă чухне килти сĕт-турăхах çиес килет, витене те пушă тăратас марччĕ. Патшалăх пулăшăвĕ пирĕн пата çитĕ-ши?
ЧР ял хуçалăх министерствинчен пĕлтернĕ тăрăх пирĕн республикăна ĕнесен йышне упраса хăварнă май федераци бюджетĕнчен 250 млн тенкĕ субсиди уйăрма пăхнă. Унăн пĕр пайĕ предприятисемпе хушма хуçалăх тытакансем патне çитнĕ ĕнтĕ. Халĕ ыттине валеçсе парассипе ĕçлеççĕ, документсем хатĕрлеççĕ. Шел пулин те, Алексей Алексеевич, субсиди укçи сире тивмест, мĕншĕн тесен ăна 2011 çулхи январь тĕлне ĕне выльăх усранă предприятисемпе хушма хуçалăхсене кăна параççĕ.
22 апреля 2011 г. г. | Валя Т. Етĕрне районĕ, Мăн Явă
Кăçал 53 çул тултартăм. Эпĕ ĕçленĕ организаци 2006 çулта хупăнчĕ. Ĕçпе тивĕçтерекен центрта та тăнă эпĕ, ĕç тупайман. Манăн ĕç кĕнеки çине хам ирĕкпе ĕçрен тухнă тесе çырнă. Халĕ манăн мĕн тумалла? Стаж 28 çултан та иртет. Çул çитмесĕрех пенсие тухма пултаратăп-и?
РФ Пенси фончĕн Чăваш Енри уйрăмĕ пĕлтернĕ тăрăх «Раççей Федерацийĕн халăх ĕçлевĕ çинчен» калакан саккунпа килĕшÿллĕн ĕçсĕр юлнă çынна урăх нимĕнле ĕçе те вырнаçтарма май килмесен ĕçпе тивĕçтерекен центр сĕннипе пенсие икĕ çул маларах «хĕрарăмсене 53 çула çитсен» кăларма ирĕк пур. Кун пек чухне страховани стажĕ 20 çултан кая мар пулмалла тата организаци хупăннипе е «кĕскетнипе» ĕçсĕр тăрса юлнине çирĕплетмелле. Хăйсен ирĕкĕпе ĕçрен тухнă çынсене çÿлерех çырса кăтартнă йĕркепе пенсие маларах кăларма май çук. Ĕç кĕнеки çине тĕрĕс мар çырнă ыйтăва татса пама сире Чăваш Республикин патшалăх ĕç инспекцине кайма сĕнетпĕр. Вăл çак адреспа вырнаçнă: Шупашкар хули, Президент бульварĕ, 17-мĕш çурт.
22 апреля 2011 г. г. | Н. Скворцов. Елчĕк районĕ, Патреккел.
Эпĕ вăрçă ветеранĕ, II ушкăн инваличĕ. Пирĕн ял витĕр маршрутлă автобуссем çÿреççĕ. Манăн вĕсемпе тÿлевсĕр çÿреме ирĕк пур-и? Тепĕр ыйту. Хам вăйпа, хам укçа-тенкĕпе лартнă çурт-хуралтăшăн свидетельство илме 3500 тенкĕ тÿлеттересшĕн. Чăнласах та пур-ши унашкал саккун, маншăн нимĕнле çăмăллăх та çук-ши?
Хисеплĕ Николай Васильевич, сирĕн ыйтăвăрсене Елчĕк район администрацийĕ пăхса тухса çакăн пек хурав пачĕ. 2011 çултан федераци çăмăллăхĕсемпе усă куракансен соцпакет тытăмĕ улшăннă. Соцпакет виçĕ пайран тăрать: эмел, санаторипе курорт тата транспорт пайĕ. Эмел пайĕ тухтăр çырса панă рецептпа тÿлевсĕр эмелпе, медицина изделийĕсемпе тата инвалид ачасене сиплемелли ятарлă апат-çимĕçпе тивĕçтерессине пăхать. Санаторипе курорт пайĕ медицина кăтартăвĕсемпе санаторипе курортра сипленме путевка парать. Транспорт пайĕ хула çумĕнчи пуйăспа тата хула хушшинчи транспортпа санаторие тÿлевсĕр кайса килме май парать. 2011 çулхи апрелĕн 1-мĕшĕнчен соцпакетăн тулли хакĕ 750,83 тенкĕпе танлашнă, вăл шутран эмел пайĕ – 578,30 тенкĕ* санаторипе курорт пайĕ – 89,46 тенкĕ* транспорт пайĕ – 83,07 тенкĕ. Эсир вара, Николай Васильевич, 2008 çулхи майăн 22-мĕшĕнче соцпакетран хăтарма ыйтса Елчĕк районĕнчи пенси уйрăмне заявлени çырнă. Республикăри Министрсен Кабинечĕн постановленийĕпе килĕшÿллĕн хулари тата хула çывăхĕнчи обществăлла транспортпа «таксисĕр пуçне» çăмăллăхпа усă куракансен уйăхлăх билет хакĕ 500 тенкĕпе танлашать. Елчĕк районĕнче çăмăллăх категорийĕпе усă куракан граждансене «çăмăллăх çул билечĕ пулсан» турттаракан маршрутсен списокне çирĕплетнĕ. Çăмăллăх çул билетне Елчĕк ялĕнчи Привокзальная урамĕнчи 1-мĕш çуртра, автостанцире, сутаççĕ. Иккĕмĕш ыйтупа. Елчĕкри техника инвентаризацийĕн бюровĕнчен «БТИ» пĕлтернĕ тăрăх пирвайхи инвентаризаци туса техника паспорчĕ хатĕрлеме 3000-3700 тенкĕ «пурăнмалли çуртпа хуралтăсен лаптăкĕнчен килет» илеççĕ. Çак хака Елчĕк район администрацийĕн пуçлăхĕн 2010 çулхи августăн 2-мĕшĕнче тухнă постановленийĕпе çирĕплетнĕ. Унта нимĕнле çăмăллăх та пăхман.
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика