АУ Чувашской Республики "Издательский дом "Атăл-Волга" Минкультуры ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Вопросы граждан

15 апреля 2011 г. г. |
Чăваш Енре хальхи вăхăтра Тăван çĕршыв вăрçин миçе ветеранĕ пурăнать-ши?
ЧР Сывлăх сыхлавĕпе социаллă аталану министерствинчен пĕлтернĕ тăрăх паянхи куна республикăра 3,7 пин вăрçă участникĕпе инваличĕ* «Ленинград блокадине чăтса ирттернĕ» паллăпа тивĕçтернĕ 58 çын* вăрçă çулĕсенче тылра ĕçленĕ 37 пин çын* вăрçă участникĕсен тăлăха юлнă 10 пин арăмĕ* çул çитмесĕрех фашизм тĕрминче ларнисем – 114. Ветерансен йышĕ кунран кун чакса пырать...
15 апреля 2011 г. г. | Л. Сетяева, Улатăр районĕ.
Хĕрĕм Çурçĕрте пурăнать, амăшĕн капиталĕн сертификатне илнĕ. Чăваш Енре çурт туянма ирĕк пур-и унăн?
РФ Правительствин постановленийĕпе килĕшÿллĕн амăшĕн «çемье» капиталĕн укçипе Раççей Федерацийĕн кирек хăш вырăнĕнче те çурт туянма юрать.
15 апреля 2011 г. г. | А. Никитина. Çĕнĕ Шупашкар.
Хула больницинче медсестра пулса ĕçлетĕп, ĕç стажĕ 29 çул. Ĕçленĕ вăхăтра мĕн пурĕ те икĕ хутчен кăна тÿлевлĕ отпускра – ача 1,5 çула çитиччен тата ун хыççăн ача виçĕ çул тултариччен – пулнă. Çул çитмесĕрех пенсие тухнă чухне декрет отпускне стажа кĕртеççĕ-и?
РФ Правительствин 2002 çулхи июлĕн 11-мĕшĕнче йышăннă постановленийĕпе килĕшÿллĕн хальхи вăхăтра çул çитмесĕрех пенсие тухнă чухне ачапа ларнă тапхăра медицина стажне кĕртмеççĕ. Çав вăхăтрах 1992 çулхи октябрĕн 6-мĕшĕччен, урăхла каласан Раççей Федерацийĕн «Ĕç çинчен калакан саккунне улшăнусемпе хушăмсем кĕртни çинчен» саккун вăя кĕриччен, хĕрарăм ачапа ларнă вăхăта специальноçпа çăмăллăх пенсийĕ панă чухне стажа кĕртнĕ. Çапла майпа 1992 çулхи октябрĕн 6-мĕшĕччен ачапа ларнă вăхăта «виçĕ çула çитиччен» çул çитмесĕрех пенсие тухнă чухне ятарлă стажа кĕртме пултараççĕ.
15 апреля 2011 г. г. | И. Федорова. Йĕпреç районĕ.
Çитес вăхăтра анне 80 çул тултарать. Унăн пенсийĕ мĕн чухлĕ ÿсет тата ăна илме заявлени çырмалла-и?
Пенси çинчен калакан саккунпа килĕшÿллĕн ватăлнипе ĕç пенсийĕ илекенсен 80 çула çитсен пенсин тĕп виçи ÿсет. Нимĕнле заявлени те çырма кирлĕ мар. Пенсионер 80 çула çитсен пенсие хăй хальлĕнех ÿстерсе тепĕр хут шутласа параççĕ. Кăçалхи февралĕн 1-мĕшĕччен 80 çула çитмен пенсионерсен пенсин çирĕплетнĕ тĕп виçи 2963,07 тенкĕ пулнă пулсан, 80 çула çитнисен – 5926,14 тенкĕ, урăхла каласан икĕ хут пысăкрах.
13 апреля 2011 г. г. | Куславкка районĕнче пурăнакансем.
«Выльăх апачĕ туянма ĕне пуçне 2 пин тенкĕ ытларах субсиди пама шантарчĕç. Укçа куçрĕ темелле, анчах шантарнă пек иккĕ мар, пĕр пин тенкĕ кăна. Вăл та пурин патне çитеймерĕ. Мĕнре сăлтавĕ?
ЧР ял хуçалăх министерствинчен пĕлтернĕ тăрăх республикăри хушма хуçалăхсене, организацисене выльăх апачĕ туянма федераци бюджетĕнчен куçарнă 109 млн тенке мартрах валеçсе панă. Аграрисен, ял çыннисен расчет счечĕ çине ĕне пуçне пĕр пин тенкĕ ытларах куçнă. Апла пулин те хушма хуçалăх тытакансем Чăваш Ен правительствине, аграри ведомствине укçа илейменни çинчен пăшăрханса пĕлтереççĕ. Ыйтăва тишкернĕ май çакă палăрнă: уйрăм хуçалăхсем субсиди илме кирлĕ документсене хатĕрленĕ чухне расчет счечĕн реквизичĕсене йăнăш кăтартнă. Çавăнпа ЧР ял хуçалăх министерствине 4,5 млн тенкĕ каялла таврăннă. Хальхи вăхăтра республикăри ведомствăсем банк учрежденийĕсемпе реквизитсене тĕрĕслесе йăнăша тÿрлетес тĕлĕшпе ĕçлеççĕ. Чăваш Ен выльăх йышне упраса хăварма пултарнă регионсен шутне кĕнĕ. Çавăнпа вĕсене федераци бюджетĕнчен укçа уйăрассине пĕлтернĕччĕ. Раççей ял хуçалăх министерстви федераци укçине регионсене валеçсе парас енĕпе ĕçлеме пуçланă. Çывăх вăхăтра вăл республикăна та çитмелле. Укçана ĕне тытакан хушма хуçалăхсене тата организацисене куçарса парĕç. Пĕр ĕне пуçне пĕр пин тенкĕ. Çапла вара унччен куçарнипе шутласан кашни ĕнешĕн икĕ пин тенкĕ ытларах тивĕ.
01 апреля 2011 г. г. | Т. Васильева. Элĕк районĕ, Татмăш я
Манăн ĕç стажĕ 43 çул, колхозра мĕн тивĕçлĕ канăва тухичченех çулсерен минимум тултарса пынă. Çавна кура «Ĕç ветеранĕ» ята тивĕçейместĕп-ши?
Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн 2005 çулхи сентябрĕн 16-мĕшĕнчи постановленийĕпе килĕшÿллĕн Раççей Федерацийĕн , РСФСР, СССР патшалăх власть органĕсен ĕçĕсенче палăрнисене «орденсемпе медальсем, хисеп паллисем, хисеп грамотисем пуррине документсемпе çирĕплетсен», çавăн пекех Тăван çĕршывăн аслă вăрçи тапхăрĕнче çул çитмесĕрех ĕçе пуçăннисене «арçынсен – 40, хĕрарăмсен 35 çултан кая мар ĕç стажĕ пулсан» «Ĕç ветеранĕ» ят параççĕ. Çапла майпа, çÿлерех çырса панипе килĕшÿллĕн, «Ĕç ветеранĕ» ят илме пулать, анчах та Тăван çĕршывăн аслă вăрçи вăхăтĕнче çул çитмесĕрех ĕçе кÿлĕннине документсемпе çирĕплетме тивет.
01 апреля 2011 г. г. | А. Макаров. Çĕрпÿ районĕ, Апак
Эпĕ 2002 çулта чирленĕ пирки инвалид пулса пенсие тухрăм, каярах çул çитнипе ватлăхра паракан пенсие илме пуçларăм. Çавăнтанпа 300 тенкĕ катса юлма пуçларĕç. Манăн ĕç стажĕ 32 çул, пенсие 1,15 коэффициентпа шутласа панă. Хаçатра пенси виçине гражданинăн вăтам ĕç укçипе çĕршыври вăтам ĕç укçине «1,2 коэффициент таран» кура палăртаççĕ тесе çырнă. Тархасшăн мана пенсие çĕнĕрен шутласа пама пулăшăр. Раççей Федерацийĕн Пенси фончĕн Чăваш Енри уйрăмĕ Александр Семенович çырăвне пăхса тухса çакна пĕлтерет. Хальхи вăхăтра ĕç пенсине палăртнă чух федерацин 2001 çулхи декабрĕн 17-мĕшĕнче тухнă «Раççей Федерацийĕн ĕç пенсийĕсем çинчен» саккунпа усă кураççĕ. Çак саккунпах пенси капиталне палăртнă.
Пенси капиталĕн калăпăшĕ çыннăн пĕтĕмĕшле ĕç стажĕнчен тата вăтам ĕç укçи мĕн чухлĕ пулнинчен килет. Вăтам ĕç укçине 2002 çулчченхи кирек хăш тапхăрти юнашар тăракан 5 çулхи е 2000-2001 çулсенчи вăтам ĕç укçинчен шутлаççĕ. Çÿлерех асăннă саккунпа килĕшÿллĕн пенси валли илнĕ вăтам ĕç укçине çĕршыври çав çулсенчи вăтам ĕç укçи çине пайланă шайлашăва 1,2 коэффициэнт таран шута илеççĕ. Пенси валли хатĕрленĕ хутсем тăрăх Александр Семенович инвалида тухнă пирки 2001 çултан пенси илме пуçланă. 2009 çулхи июль уйăхĕнчен вара ватлăхра паракан пенсие илет. Пĕтĕмĕшле ĕç стажĕ 31 çул та 1 уйăх. 1982-1987 çулсенчи юнашар тăракан 5 çулхи ĕç укçине шутланă хыççăн унăн вăтам ĕç укçи 266 тенкĕ те 50 пуспа танлашнă. Çĕршыври çав çулсенчи вăтам ĕç укçи 197 тенкĕ те 40 пус пулнă. Вăтам ĕç укçине пайланин коэффициенчĕ 1,350 «266,5 тенкĕ :197,4 тенкĕ», ăна пенси капиталне шутланă чух саккунпа килĕшÿллĕн 1,2 виçепе илнĕ. Пенсие тĕрĕс шутласа панă. Палăртнă пенсирен нимĕнле укçа та тытса юлман.
18 марта 2011 г. г. | Н. Егоров. Канаш районĕ, Татмăш ялĕ
1991-мĕш çулччен мăшăрпа иксĕмĕр перекет кĕнеки çине укçа хунăччĕ. Çав укçана миçе çула çитнисене шутласа параççĕ-ши?
Раççей Федерацийĕн правительствин постановленийĕпе килĕшÿллĕн компенсацие 1945 çулччен çуралнă граждансене «вăл шутра çак граждансен пурлăхне йышăнакан çынсене те» перекет банкне хунă суммăна 3 хут ÿстерсе тÿлеççĕ «1991 çулти июнĕн 20-мĕшĕчченхи укçа виçине пăхса». 1946-1991 çулсенче çуралнисене «вĕсен пурлăхне тивĕçекенсене» компенсацие икĕ хут ÿстерсе тÿлеççĕ. Компенсаци виçи укçана перекет банкне хăш çул тата мĕнле коэффициентпа хывнинчен килет: 1 коэффициент – хальхи вăхăтра та «уçă» перекет кĕнеки пулсан тата 1992-2010 çулсенче уçса 1996-2010 çулсенче хупнă перекет кĕнекишĕн* 0,9 коэффициент – 1992-1994 çулсенче уçса 1995 çулта хупнă перекет кĕнекишĕн* 0,8 коэффициент – 1992-1993 çулсенче уçса 1994 çулта хупнă перекет кĕнекишĕн* 0,7 коэффициент – 1992 çулта уçса 1993 çулта хупнă перекет кĕнекишĕн* 0,6 коэффициент – 1992 çулта хупнă перекет кĕнекишĕн.
18 марта 2011 г. г. | О. Васильева. Канаш районĕ, Шаккăл ял
Анне 1991 çулхи январĕн 29-мĕшĕнче ман ятпа перекет кĕнеки çине пин тенкĕ хунă. Паян çак сумма мĕн хака çитнĕ-ши? Ăна Шупашкарти перекет банкĕн уйрăмĕсенчен илме пулать-и тата уншăн укçа тытса юлмаççĕ-ши?
Аннĕр укçине 1991 çулхи июнĕн 20-мĕшĕччен хывнă, апла сирĕн компенсаци илме ирĕк пур. Сирĕн укçа икĕ хут ÿснĕ. Ăна Шупашкарти «Раççейри перекет банкĕ» пĕрлешĕвĕн кирек епле уйрăмĕнче илме пулать. Анчах та эсир счета урăх хулара е районта уçнă пулсан çав вырăна каймалла. Компенсацишĕн укçа тытса юлмаççĕ. Амăшĕн капиталĕнчен – 12 пин тенкĕ Иккĕмĕш е ун хыççăнхи ачасене 2010 çулти тăваттăмĕш кварталта çуратнисем амăшĕн капиталĕнчен 12 пин тенкĕ илес тесен мартăн 31-мĕшĕччен кая юлмасăр вырăнти пенси уйрăмне заявлени çырса памалла. Хăвăрпа пĕрле паспорт, амăшĕн капиталĕн сертификачĕ тата банк счечĕн реквизичĕ пулмалла «пенси фончĕ унта икĕ уйăхран кая юлмасăр укçа куçарать». Пĕр хут паракан 12 пин тенкĕ укçана кулленхи пурнăçра усă курма параççĕ. Енчен те амăшĕн капиталне унччен те усă курнă, унта 12 пин тенкĕрен сахалтарах укçа юлнă пулсан ăна та параççĕ. 2010 çулта амăшĕн капиталĕнчен пĕр хутчен паракан 12 пин тенке илме 15,5 пин çемье заявлени çырнă. Кăçал – 413 çын. 2007 çултанпа республикипе амăшĕн капиталĕн сертификатне 27 пине яхăн хĕрарăм илнĕ. 2011 çулхи январĕн 1-мĕшĕнчен çемье капиталĕн виçи 365 пин те 698 тенкĕпе танлашать.
25 февраля 2011 г. г. | Э. Семенова.
Хаçатăн иртнĕ номерĕнче эсир соцпакет тытăмĕ улшăнни пирки çырса пĕлтернĕччĕ. Эпĕ 2010 çулхи ноябрь уйăхĕнче инвалида тухрăм, манăн кÿршĕ вара – 2011 çулхи январь уйăхĕнче. Иксĕмĕр те соцпакет çăмăллăхĕпе усă куратпăр. Çăмăллăх вырăнне укçа кирлĕ тесе заявлени çырма пирĕн ирĕк пур-и?
Пур. Соцпакетран хăтарма ыйтса заявлени çырма пултаратăр. Анчах та вăл сирĕншĕн 2012 çултан кăна вăя кĕрĕ. Саккунпа пăхнă ятарлă куçăм тапхăрне 2010 çулхи октябрĕн 1-мĕшĕччен федераци çăмăллăхне тивĕçнĕ, пĕр хут та пулин заявлени çитернĕ çынсем валли кăна палăртнă. Соцпакета пуçласа 2010 çулхи октябрĕн 1-мĕшĕ хыççăн кăна тивĕçнĕ пулсан малтанхи йĕркенех пăхăнмалла – 2012 çулхи соцпакет ыйтăвĕпе 2011 çулхи октябрĕн 1-мĕшĕччен заявлени çырмалла.
25 февраля 2011 г. г. | Л. Николаева.
Манăн асанне вăрçă участникĕн тăлăх арăмĕ. Ку таранччен вăл соцпакетпа пачах та усă курман. Нумаях пулмасть вара сывлăхĕ хавшарĕ, тÿлевсĕр эмел кирлĕ пулчĕ. Сентябрь уйăхĕнче вăл соцпакетăн медицина пайне илме заявлени çырчĕ. Çапах та ватă пулнине кура санаторие нихăçан та каяс çук. Санатори сиплевĕ вырăнне укçа илме пулать-и?
Пулать. Çакна валли унăн 2011 çулхи апрелĕн 1-мĕшĕччен вырăнти пенси управленине соцпакетăн санаторипе курорт пайне илме килĕшменни çинчен заявлени çырса памалла. Хут çитернĕ хыççăн тепĕр уйăхранах вăл санатори вырăнне уйăхсерен 84-шар тенкĕ илме тытăнать. Сăмах май, Пенси фончĕн специалисчĕсем тухса çÿреймен ватă çынсен заявленине киле пырса илме те пултараççĕ. Вырăнти пенси управленине «васкавлă лини» телефонĕпе шăнкăравламалла кăна.
25 февраля 2011 г. г. | О. Никифоров.
Соцпакет илме килĕшменни пирки 2010 çулхи октябрĕн 1-мĕшĕччен заявлени çырса ĕлкĕреймерĕм пулсан ăна апрелĕн 1-мĕшĕччен йышăнаççĕ-и?
Апрелĕн 1-мĕшĕччен соцпакетăн эмел е санаторипе курорт пайне кăна хирĕçлеме пулать, транспорт пайĕ вара çаплах юлать: саккун хушмасть. Транспорт пайĕнчен хăпас тетĕр пулсан заявление 2011 çулхи октябрĕн 1-мĕшĕччен çырмалла, вăл вара 2012 çулччен вăйра пулĕ.
25 февраля 2011 г. г. | М. Иванов.
Ĕçсĕр тăрса юлнă çын вăхăт çитмесĕрех пенсие тухма пултарать тенине илтнĕ. Чăнах та çапла-ши?
Организаци хупăннипе е штата кĕскетнипе ĕçсĕр тăрса юлнă çын ĕçпе тивĕçтерекен центра пырсан, анчах та ăна валли юрăхлă ваканси тупăнмасан, вăхăтсăрах пенсие кăларма пултараççĕ. Анчах та пенси çулĕ çитиччен икĕ çул юлнă пулсан кăна. Апла арçыннăн – 58 çулта, хĕрарăмăн 53 çулта пулмалла. Вăхăт çитмесĕр пенсие кăларма стаж çителĕклĕ пулни те кирлĕ. Арçынсен 25 çултан кая мар, хĕрарăмсен – 20 çултан кая мар. Паянхи куна Чăваш Енре 900 ытла çын вăхăт çитмесĕрех пенсие тухнипе укçа илет.
11 февраля 2011 г. г. | Р. Майорова. Элĕк районĕ.
Мăшăрăм Чернобыльте радиаци илсе инвалида тухнăччĕ. 2001 çулта вилчĕ. Манăн, унăн арăмĕн, апат-çимĕç туянма мĕнле те пулин компенсаци илме ирĕк пур-и?
Мăшăрăм Чернобыльте радиаци илсе инвалида тухнăччĕ. 2001 çулта вилчĕ. Манăн, унăн арăмĕн, апат-çимĕç туянма мĕнле те пулин компенсаци илме ирĕк пур-и? Р. Майорова. Элĕк районĕ. Раççей Федерацийĕн 1991 çулхи майăн 15-мĕшĕнче тухнă «Чернобыльти атомлă электростанци инкекне пула радиаци лекнĕ граждансене социаллă хÿтлĕхпе тивĕçтересси çинчен» саккунĕпе килĕшÿллĕн тăрантаракана çухатнă çемьесене пĕр хутчен компенсаци параççĕ. 2011 çулхи январьтен унăн виçи 21 пин тенкĕпе танлашать, вилнĕ çыннăн ашшĕпе амăшне тÿлекен виçе – 10,5 пин тенкĕ. Унсăр пуçне çемьене тăрантаракана – Чернобыльти авари участникне çухатнишĕн уйăхсерен компенсаци пама пăхнă. Ăна унăн шучĕпе пурăннă, ĕçлеме пултарайман çынсене параççĕ. Январьтен çак укçа виçи 159 тенкĕ те 56 пуспа танлашать. Тăлăха юлнă арăмсене апат-çимĕç туянма компенсаципе тивĕçтерессине саккунпа палăртман.
11 февраля 2011 г. г. |
Чăвашрадио «Раççей» каналĕпе калаçать теççĕ, анчах эпĕ ăна илтместĕп. «Маякпа» та кăшт çеç калаçса илет. Тен, пирĕн районта кăна çапла? Е. Егорова. Канаш районĕ, Кармами Выççăлкки ялĕ. Чăвашрадио ăçта кайса кĕчĕ-ши? Ыйхă килмен вăхăтра ăна итлеттĕм. Унсăрăн питĕ кичем. В. Антонова. Куславкка.
2011 çулхи январĕн 1-мĕшĕнчен Чăвашрадио «Маяк» радиоканалпа тухма пăрахнă. Хальхи вăхăтра ăна «Радио России» каналпа 67, 04 УКВ хум çинче итлеме пулать, кăнтăр районĕсенче – 70, 85 УКВ. Çавăн пекех ГТРК «Чувашия» интернет-сайтĕнче итлеме те май пур: http://chuvashia.rfn.ru/. Чăваш кăларăмĕсем эфира тунти кунтан пуçласа эрне кунччен çак вăхăтсенче тухаççĕ: 06.10 – 07.00* 07.10 – 08.00* 12.10 – 13.00* 18.10 – 19.00* шăмат кун: 07.10 – 08. 00* 12.10 – 13.00* 18.10 – 19. 00* вырсарни кун: 07.10 – 08.00* 08.00 – 09.00* 12.10 – 13.00* 18.10 – 19.00. Чăваш Енĕн Наци радио каналĕ вара ирхи 6 сехетрен пуçласа каçхи 24 сехетченех калаçать. Ăна 72, 41 УКВ хум çинче итлеме пулать. Унсăр пуçне вăл интернетра кунĕн-çĕрĕн калаçать. Çитес вăхăтра радио çумĕнче Наци телевиденийĕ те уçăлĕ.
04 февраля 2011 г. г. | Т. Кабанова. Йĕпреç районĕ, Хумпу&#
Мана хăй вăхăтĕнче «Пилĕк çуллăхăн çамрăк гвардеецĕ» пăхăр паллипе чысланă. Çак наградăпа «Ĕç ветеранĕ» ята илме май çук-ши?
Шел пулин те, «Пилĕк çуллăхăн çамрăк гвардеецĕ» паллăпа «Ĕç ветеранĕ» ят илме пулмасть, мĕншĕн тесен вăл СССР, РСФСР тата Раççей Федерацийĕн патшалăх власть органĕсен награди шутланмасть.
04 февраля 2011 г. г. | Н. Алексеев. Йĕпреç районĕ, Пучинке
Эпĕ – пенсионер. Пĕтĕмĕшле чирсен 2-мĕш ушкăн инваличĕ. Сывлăх япăх пирки час-часах больницăна çÿреме тивет. Çул укçи те, эмелĕсем те питĕ хаклă. Инвалидсене уйăхсерен паракан укçа пирки тĕплĕнрех пĕлес килет.
Чăваш Республикин сывлăха сыхлас тата социаллă аталану министерстви сирĕн çырăвăра пăхса тухса çапла хурав пачĕ. Йĕркепе право акчĕсемпе килĕшÿллĕн 2-мĕш ушкăн инваличĕсене РФ Пенси фончĕсем урлă уйăхсерен 1698,4 тенкĕ укçа тÿлеççĕ, унсăр пуçне халăха социаллă пулăшу паракан уйрăмсем урлă коммуналлă хуçалăх пулăшăвĕсемшĕн уйăхсерен 650,0 тенкĕ уйăраççĕ. Инвалидсене «хăйсем килĕшнĕ тăрăх» патшалăх пулăшăвĕ параççĕ. Ку вăл – тÿлевсĕр эмелпе тивĕçтересси, санаторипе курорт сиплевĕ, хула çумĕнчи чукун çул транспорчĕпе тата хуласен хушшинчи транспортпа сипленмелли вырăна тÿлевсĕр кайса килесси. Ку тĕллевпе уйăхсерен паракан укçаран 705,1 тенкĕ уйăраççĕ. Чăваш Республикинче ытти регионти пекех социаллă хушма пулăшу парассине те пăхнă. Хулари электричество тата автомобиль транспорчĕпе тата хула çумĕнчи автомобиль транспорчĕпе усă курма 2011 çулхи январьтен çăмăллăхлă билет хакĕ 500 тенкĕ.
21 января 2011 г. г. | Н. Семенова. Тăвай районĕ.
Пилĕк ача çуратса ÿстертĕм, анчах та хăй вăхăтĕнче «Ача амăшĕ – героиня» медаль илеймерĕм. Çак медале эпĕ халь илме пултаратăп-и?
Çук. 1944 çулта СССР Аслă Совет Президиумĕн указĕпе килĕшÿллĕн йĕркеленĕ хисеплĕ ятсене – Ача амăшĕн медалĕ, «Ача амăшĕн мухтавĕ» тата «Ача амăшĕ – героиня» орденсене – пăрахăçа кăларнă. 1995 çулхи августранпа вĕсене памаççĕ. Тăватă е унтан та ытларах ача çуратса ÿстернĕ граждансене çемьене çирĕплетес ĕçре тата ачасене тивĕçлĕ воспитани парас тĕлĕшпе палăрнисене хавхалантарма 2008 çултанпа «Ашшĕ-амăшĕн мухтавĕ» орденпа наградăлаççĕ.
10 декабря 2010 г. г. | В. Илларионова.
Пенси шутланă чухне стажпа вăтам ĕç укçи мĕнлерех витĕм кÿрет?
Хальхи вăхăтра икĕ тĕслĕ стаж пăхаççĕ: страховани стажĕ тата пĕтĕмĕшли. Страховани стажĕ пенси илме ирĕк парать. Ватлăх çитнĕ май пенсие тухма сахалтан та 5 çул ĕçлени кирлĕ, çав тапхăрта пенси фондне тăтăшах взнос тÿлесе тăмалла. Страховани стажне çавăн пекех страхламан хăш-пĕр тапхăр кĕрет. Пĕтĕмĕшле ĕç стажне шутланă чухне 2002 çулхи январĕн 1-мĕшĕччен ĕçленĕ тапхăра пăхаççĕ. Ăçта, кам пулса ĕçленĕ, мĕн чухлĕ шалу илнĕ – çакна йăлтах тĕпчеççĕ. Ĕç пенсийĕнчи страховани пайне шăпах çавна кура палăртаççĕ. Страхланă çыннăн ĕç укçийĕ те пенси виçине витĕм кÿрет. Кунта та 2002 çулхи январĕн 1-мĕшĕчченхи тапхăра илеççĕ. Çĕршыври вăтам ĕç укçипе гражданинăн вăтам ĕç укçине «1,2 коэффициент таран, Çурçĕрте ĕçленисемшĕн – 1,9» кура палăртаççĕ. Икĕ вариантран пĕрне суйласа илеççĕ: Раççейри Пенси фончĕ шута илсе пынă 2000 – 2001 çулсенчи ĕç укçи е 2002 çулхи январĕн 1-мĕшĕччен кирек хăш 60 уйăхра илнĕ ĕç укçи «ăна ĕçпе тивĕçтерекенĕн справкисемпе е архив хучĕсемпе çирĕплетмелле». 2002 çултан пулас пенсие шутласа панă чухне гражданин ĕç укçинчен мĕн чухлĕ страховани взнозĕ тÿлесе пынине шута илеççĕ. Кунта ĕçпе тивĕçтерекен хăй патĕнче ĕçленĕшĕн мĕн чухлĕ укçа куçарса пыни те, патшалăхăн хушма укçа «софинансировани» программине хутшăнса взноссем тÿлени те кĕрет.
03 декабря 2010 г. г. | С. Васильева. Сĕнтĕрвăрри район
2009 çулхи октябрьте «кĕскетнипе» ĕçрен тухса ÿкрĕм. Ĕçпе тивĕçтерекен центрта шутланса тăратăп. Пенсие тухиччен çулталăк çурă юлнă. 2009 çулхи декабрьте биржа вăхăтлăх ĕç сĕннĕччĕ, анчах килĕшмерĕм. Çакăншăн мана пенсие иртерех кăлармасан та пултараççĕ-и;
Организаци хупăннипе е унта ĕçлекенсен штатне кĕскетнипе ĕçрен тухса ÿкнĕ çынсене ĕçпе тивĕçтерекен центр сĕннипе тата урăх ĕçе вырнаçма май пулмасан кăна пенсие иртерех кăларма пултараççĕ. Паллах, вăхăтлăха сĕннĕ ĕç яланхи пек мар, анчах та саккунра вĕсен уйрăмлăхне палăртман. Ĕçпе тивĕçтерекен центр пенсие вăхăт çитмесĕр кăларма хирĕçленине судра пăхса тухма юрать. Çапах та вăхăтлăха сĕннĕ ĕçрен те пăрăнма кирлĕ мар, мĕншĕн тесен кайран биржăна тепĕр хут тăма юрать.
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика