04 июля 2008 г.
Кулленхи пурнăçра хăрушă самантсене лекес мар тесен:
инкек-синкекрен хÿтĕленме яланах хатĕр пулăр;
ушкăнсенчен пăрăнма тăрăшăр;
тĕттĕм те пушă урамсемпе ан çÿрĕр;
пĕр-пĕр çурта кĕрес умĕн хăрушлăх килсе тухсан унтан мĕнле хăтăласси пирки шутлăр;
килĕрте сыхлав тата пушар хăрушсăрлăхĕн сигнализацийĕсене вырнаçтарăр;
бензин бакĕсене ялан тулли тытăр, мĕншĕн тесен хăрушă лару-тăру вăхăтĕнче сирĕн чылай инçене кайма тивет;
сирĕн ачăрсем пулсан садиксемпе шкулсенче эвакуаци планĕсем пуррипе çуккине пĕлĕр;
васкавлă службăсен телефонĕсене асра тытăр, вĕсене ачăрсем те лайăх пĕлччĕр;
хăвăрпа пĕрле пĕрремĕш пулăшу памалли эмелсен пуххине илсе çÿрĕр;
манса хăварнă япаласемпе асăрхануллă пулăр;
сирĕн районта теракт пырать е халь кăна пулса иртнĕ _ лару-тăрăва лайăх пĕлсе, çĕнĕ хыпарсене, влаçсем асăрхаттарнине тимлĕ итлĕр;
массăллă информаци хатĕрĕсене суккăрла ан ĕненĕр, анчах та таврара мĕн пулса иртнине йăлтах пĕлсе тăрăр;
теракт çинчен пĕлсен хăраса ÿксе çухалса ан кайăр, хăвăра лăпкă тытăр.