АУ Чувашской Республики "Издательский дом "Атăл-Волга" Минкультуры ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Мăянпа хупланнă кантур

04 июля 2008 г.

Усă курман çĕрсене пусă çаврăнăшне кĕртессипе республикăра сахал мар ĕç туса ирттереççĕ. Çум курăкĕпе хупланнă çĕрсен лаптăкĕ чакса пыни савăнтарать. Кăçал сакăр районта - Пăрачкав, Етĕрне, Çĕрпÿ, Шупашкар, Елчĕк, Патăрьел, Шăмăршă, Комсомольски - тăрăхĕсенче мĕнпур усă курман çĕре пусă çаврăнăшне кĕртме пăхнă.

Ял хуçалăх пĕлтерĕшлĕ çĕрсемпе мĕнле усă курнине тĕрĕслесе тăма республикăра ятарлă комисси йĕркеленĕ. Унта Раççей ял хуçалăх асăрхавĕн Чăваш Енри управленийĕн специалисчĕсене те кĕртнĕ. Ĕç ушкăнĕ районсем тăрăх çул çÿреве тухнă ĕнтĕ. Хальхи вăхăтра виçĕ района тĕрĕсленĕ. Канаш енче усă курмасăр выртакан 11 пин гектартан пин гектар ытла пусă çаврăнăшне кĕртни палăрнă. Йĕпреç районĕнчи Березовкăри ял тăрăхĕнче те 329 гектар çĕр. Анчах вăл вунă çул ытла ĕнтĕ çум курăкпа хупланни. Лаптăка пусă çаврăнăшне кĕртессипе хăнк та сикмен ертÿçĕсем тĕлĕшпе административлă ĕç пуçарма тивнĕ. Унсăрăн ял тăрăхĕн кантурĕ те мăян ăшне путас хăрушлăх пур.

Л. АЛА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика