04 июня 2008 г.
Муркаш районĕнчи «Çеçпĕл» пĕрлешÿ Республика кунне хастар хатĕрленет. Июнĕн 24-мĕшĕнче кунта социаллă пысăк пĕлтерĕшлĕ объект - çĕнĕ цех хута каймалла.
Акционерсен «Çеçпĕл» хупă пĕрлешĕвĕ - Раççейре цементпа çăнăх турттармалли пысăк пичкесем тата çурма прицепсем туса кăларакан пĕртен-пĕр предприяти.
- Мускав облаçĕнче те пирĕнни пек предприяти пурччĕ. Конкуренцие чăтаймарĕ, - каласа парать производство пуçлăхĕ В. Бирюков.
Тавар туянакансем çулсеренех йышланаççĕ. Сăмах май каласан, 3-4 çул каялла паха пичкесем, çурма прицепсем ют çĕршывсене ытларах саланнă пулсан, кăçал хамăр республика пайтаçисемпе организацийĕсем те туянма тытăннă. Тĕслĕхрен, 4 уйăхра пилĕк пичке сутнă. Вĕсене алюминирен «2 миллион тенкĕ тăрать» тата тимĕртен «1, 5 миллион тенкĕ» хатĕрлеççĕ. Çурма прицепсене вара ытларах Беларусь, Казахстан, Азербайджан çĕршывĕсем туянаççĕ.
- Заказ нумай, - тет Вячеслав Алексеевич.
Пысăк калăпăшлă пичкесем тăвасси пĕрре те çăмăл мар, пайтах тар юхтарма тивет. Маларах виçĕ сменăпа ĕçленĕ пулсан, халĕ - икĕ сменăпа. Пĕрлешÿре пĕтĕмĕшле илсен арçынсем вăй хураççĕ.
Çуллахи вăхăтра çывăхри ялсенчен вăхăтлăх ĕçе кĕрекенсен йышĕ палăрмаллах ÿсет. Штатра 270 çын çеç, пулăшакансемпе пĕрле вара 500 яхăн рабочи.
Район пуçлăхĕ Ю. Иванов Москакасси ялĕнче вырнаçнă «Çеçпĕл» пĕрлешĕве уйăхра пĕрре те пулин çитсе килетех. Мĕншĕн тесен предприяти район мăнаçлăхĕ, унăн малашлăхĕ тата шанчăкĕ. Вăл пулăшнипе тĕрлĕ мероприяти иртет. Тĕслĕхрен, Муркаш чиркĕвне уçма 30 пин укçа хывнă. Елена Портнова каратистка Пенза хулинчи ăмăртăва хутшăнма пултарнă, кĕркунне Лондонри турнира çитсе курма ĕмĕтленет.
- Района Республика кунне ирттерме те пулăшăпăр, - тет Вячеслав Алексеевич.