04 апреля 2008 г.
Чăваш Ен Президенчĕ Николай Федоров республика Правительствин членĕсемпе тата федераци ведомствисен территори органĕсен ертÿçисемпе канашлу ирттернĕ.
Ларура ял хуçалăх министрĕ Михаил Игнатьев ял уй-хирти çурхи ĕçсене хатĕрленсе çитни çинчен пĕлтернĕ. Улатăр, Вăрнар, Комсомольски районĕсенчи хуçалăхсем çĕре апатлантарма пуçланă. Чăваш Республикин Патшалăх технадзор сотрудникĕсем ял хуçалăх техникине еплерех хатĕрленине тĕрĕслеççĕ.
Иртнĕ юн кун республика Министрсен Кабинечĕн ларăвĕнче ял хуçалăхĕнче усă курман çĕрсене кăçал пусă çаврăнăшне кĕртмелли кăтартăва çирĕплетнĕ – 57395 гектар. Президент Ял хуçалăх министерствине çак процеса çирĕп контрольлесе тăма хушнă. «Районсем çаврăнăша кĕртнĕ кашни гектар çĕре, вĕсем тăрăх тунă отчетсене тĕрĕслемелле. Кашни гектар яла аталантармашкăн усă кÿтĕр», – палăртнă Николай Федоров.
ЧР ПА пресс-служби.