04 апреля 2008 г.
Чăваш Республикин ял хуçалăх министерствинче иртнĕ тунти кунхи планеркăра Михаил Игнатьев министр çур акине хатĕрленес ыйтăва çивĕч çĕкленĕ. Çĕр ĕçĕпе инноваци пайĕн пуçлăхĕ Алексей Самаркин пĕлтернĕ тăрăх, республика ял хуçалăх организацийĕсенче тĕш тырăпа пăрçа йышши культурăсен вăрлăхне хатĕрлесе çитереççĕ. Унăн 87 проценчĕ акма юрăхлă. Çав хушăрах Канаш, Хĕрлĕ Чутай, Сĕнтĕрвăрри районĕсенче вăрлăх пахалăхĕ япăх.
Кăçал республикăра минерал удобренийĕ хатĕрлесси аванрах пырать. Ăна ялта тавар туса илекенсем валли 24 пин тонна туяннă, пĕлтĕрхинчен 40 процент нумайрах. Йĕпреç, Куславкка, Сĕнтĕрвăрри, Çĕмĕрле, Тăвай районĕсенче вара васкамаççĕ. Вĕсен Вăрнар, Çĕрпÿ, Елчĕк, Комсомольски, Патăрьел районĕсенчен ырă тĕслĕх илсен аванччĕ. Кунта минерал удобренийĕ кирлĕ чухлех хатĕрлеме ĕлкĕрнĕ.
Дизель топливи 70 процент пур. Тракторсен 70 процентне яхăн юсанă, сеялкăсене, ытти ял хуçалăх машинисене 74 процента яхăн тÿрлетнĕ.
Мартăн 1-мĕшĕнчен республикăра техника тĕрĕслев витĕр тухать. 4850 трактортан 2 процентне тĕрĕсленĕ. Вăрнар, Патăрьел районĕсенче ку тĕлĕшпе лару-тăру начарах мар. Анчах нумай çĕрте тĕрĕслев ĕçне вăраха тăсаççĕ, графика çирĕп пăхăнмаççĕ.
«Хире тухмалли машинăсене паян-ыран юсаса çитермелле», – тенĕ Михаил Игнатьев.
Кăçал республикăри хуçалăхсен ял хуçалăх пĕлтерĕшлĕ çĕрсене 57 пин гектар ытла çаврăнăша кĕртмелле. Çав шутран 14 пин гектарне çуркуннех кăпкалатса тырă акма палăртаççĕ, тепĕр 44 пин гектарне кĕркунне тырă акма хатĕрлесе çитермелле.
Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн йышăнăвĕпе килĕшÿллĕн районсен халиччен усă курман çакăн чухлĕ çĕрсене кăпкалатса çаврăнăша кĕртмелле «гектарпа»
Улатăр 7100
Элĕк 2810
Патăрьел 914
Вăрнар 4200
Йĕпреç 2877
Канаш 3277
Куславкка 2150
Комсомольски 300
Красноармейски 1484
Хĕрлĕ Чутай 2900
Сĕнтĕрвăрри 2900
Муркаш 1626
Пăрачкав 8466
Вăрмар 3500
Çĕрпÿ 1756
Шупашкар 1316
Шăмăршă 700
Çĕмĕрле 2550
Етĕрне 2959
Елчĕк 1110
Тăвай 2500
Пурĕ 57395