04 апреля 2008 г.
Камсене «чысланă-мухтанă-ши» «Капкăнăн» 3-мĕш номерĕнче? Паллашар-ха «паттăрсемпе»! Вĕсем: милици ĕçченĕсене тискер чĕр чунсемпе танлаштаракан А. Иванов пуçтах «Муркаш районĕ, Тивĕш», республика бюджетне 39175 тенкĕлĕх сиен кÿнĕ шкул директорĕ О. Рыбкина «Патăрьел районĕ, Кивĕ Ахпÿрт», таксиста пĕр сăлтавсăр хĕнесе пĕтернĕ М. Паймин «Канаш хули», газ кĕртекен çынсен 9517,32 тенкине «прихватизациленĕ» ял администрацийĕн пуçлăхĕ А. Смирнов «Куславкка районĕ, Елчĕк», пурнăçшăн хăрушă шĕвек сутакан В. Дружинина «Патăрьел районĕ, Алманчă»... «Капкăн» хăйĕн геройĕсен киревсĕр ĕçĕсене «Чĕлхе чаракне пĕлмест», «Директор разряд хăпартать», «Такси çинчи чышкотека» тата ытти статьяра сăнласа панă.
Номерте яланхи пекех хаваслă ÿкерчĕк чылай. «Халап хыççăн халап», «Çар çыннисем шÿтлеççĕ», «Çÿпçипе хупăлчи», «Сăвăлар, шÿтлер, кулар», «Спорт-шоу», «Шăпăрлансем, шăхличсем», «Пултаракансемпе култаракансем», «Култармăш-тултармăш» страницăсем, капкăн каçмăш, юрăсемпе калавсем, шÿтсем хăйсен тивĕçлĕ вырăнĕсене тупнă.