12 августа 2011 г.
Экономика министерстви республикăри хресчен «фермер» хуçалăхĕсем, уйрăм çынсем хăйсем туса илнĕ пахча çимĕçе Шупашкарти пасарсемпе ярмăрккасенче иртнĕ эрнере мĕнле хакпа сутнине тишкернĕ.
«Северная» суту-илÿ компанийĕнче «Мускав проспекчĕ, 46 а» пĕр кило çĕр улми 16-20 тенкĕ тăрать* кишĕр – 20-30, пуçлă сухан – 20-22, купăста – 7-9.
«Ял хуçалăх рынокĕнче» «Николаев урамĕ, 14 а» çĕр улми – 12-16 тенкĕ* пуçлă сухан – 10-18, купăста – 5-8.
«Центральный» суту-илÿ компанийĕнче «Гагарин урамĕ, 1» çĕр улми 12-16 тенкĕ, кишĕр – 23-25, пуçлă сухан – 20-22, купăста – 6-8.
«Шупашкар» пасарта «324-мĕш Стрелковăй дивизи урамĕнче» çĕр улми - 10-18 тенкĕ, пуçлă сухан – 20-25, купăста – 8-10, кишĕр – 22-25.