12 августа 2011 г.
Раççей финанс министерстви пенси çулне каллех ÿстересси пирки калаçма пуçланă. Ют çĕршывсен тĕслĕхĕ те хĕтĕртет курăнать. Европа çĕршывĕсем ку тĕлĕшпе 65-67 çула çывхарса пыраççĕ те ĕнтĕ. Итали, Испани, Греци çĕршывĕсем те çак шутах кĕреççĕ.
Америкăра арçынсем те, хĕрарăмсем те пенсие 67 çулта тухаççĕ, Бельгире – 65 «арçынсем», 62 «хĕрарăмсем» çулта, Казахстанра – 63 тата 58 çулта, Францире – 62-ре.
Пенси çулне ÿстересси пирки Китай та шухăшлама пуçланă. Унта çын шучĕ çулталăкне 6 млн яхăн ÿссе пырать «апла пулсан кашни пенсионера тăрантармалăх ĕçлекен çитет», ватлăхпа паракан патшалăх пособине вара хулара пурăнакансем кăна илеççĕ. Японире пенсие пуринчен те каярах, 70 çулта кăна, тухаççĕ. Кунта ача сахал çуралать. Çав вăхăтрах чи нумай çул пурăнакансем те японецсем. Вăтамран – 82,5 çул.