29 июля 2011 г.
Кăçал, апрелĕн 12-мĕшĕнче, Юрий Гагарин тĕнче уçлăхне парăнтарнăранпа 50 çул çитрĕ. Çак ятпа 2011 çула Раççей космонавтикин çулталăкĕ тетпĕр.
Пирĕншĕн, чăвашсемшĕн, 2012 çулхи август уйăхĕ уйрăмах паллă. Ун чухне пирĕн ентеш Андриян Николаев летчик-космонавт тĕнче уçлăхне вĕçнĕренпе 50 çул çитнине палăртатпăр. Андриян Григорьевич тăван республика аталанăвĕнче пысăк вырăн йышăннине кура вырăнти вăрçă, ĕç, çар ĕçĕсен тата йĕрке хуралĕн ветеранĕсен канашĕн президиумĕ çынсенчен нимелле укçа-тенкĕ пуçтарма палăртнă. Пухнă укçа йăлтах Андриян Николаевăн палăкне тума кайĕ. Ăна тĕп хуламăрта кăçалхи августăн 11-мĕшĕнче уçма палăртнă.
Ветерансемпе пенсионерсем укçана районти тата хулари ветерансен канашĕсене ведомоçпа пама пултараççĕ. Организацисемпе предприятисен, обществăлла пĕрлешÿсен тата ытти çынсен укçа пулăшăвне республикăри ветерансен канашĕн ятарлă счечĕ çине куçарма май пур. Кун пек майпа куçарнă чухне «На установку памятника А.Г.Николаеву» тесе çырмалла.
Палăка лартма пулăшас ĕçе Чăваш Республикин Президенчĕ Михаил Игнатьев та ырланă.
Банк реквизичĕсем çаксем: ИНН/КПП 2128020854"213001001 Чувашская республиканская общественная организация ветеранов (пенсионеров) войны, труда, Вооруженных Сил и правоохранительных органов, р/с 40703810775220100068 в Чувашском ОСБ " 8613 г. Чебоксары, БИК 049706609, к/с 30101810300000000609, ОКПО 24371114.
«Ыйтусемпе çак адреспа килме пултаратăр: Шупашкар хули, Гагарин урамĕ, 20-мĕш çурт, 201-мĕш пÿлĕм», – пĕлтерчĕ республикăри ветерансен канашĕн ертÿçи Алексей Скворцов.