АУ Чувашской Республики "Издательский дом "Атăл-Волга" Минкультуры ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пĕчĕк çеç путене

20 июля 2011 г.

Хуçасăр ларакан витесем Виталий Гурин предпринимателе те канăç паман. Çемьере чылай канашласан фабрикăна туянса ĕçе çĕнĕрен пуçарса яма шут тытать вăл. Вырăнта пурăнакансемшĕн те меллĕ: чăх-чĕп туянма аякка кайма кирлĕ мар. Хуçалăха кирлĕ хатĕр-хĕтĕрпе тивĕçтернĕ хыççăн Гуринсем чи малтан хур чĕпписем усрама пуçлаççĕ. Фабрика ĕçне çĕнĕрен пуçарса янине халăх та хапăлласа йышăнать. Пуçаруллă çынсем часах хăйсене ĕçре пулăшма ял хуçалăх академийĕнчен вĕренсе тухнă Сергей Михайлова шыраса тупаççĕ. Фабрика кунран кун аталанса пынинче ун тÿпи те пĕчĕк мар. Тин çеç тухнă хур чĕпписем туххăмрах саланса пĕтни ертÿçĕсемпе кунта вăй хуракансене хавхалантарнă.

Кĕçех Гуринсем кăркка ĕрчетсе яма шут тытаççĕ. Анчах ун ашĕ техĕмлĕ те усăллă пулнине ăнлансах каймаççĕ иккен пирĕн тăрăхра. Çак сăлтава пула, шел пулин те, ĕçе чарса лартма тивет. Халăх хурсене ытларах кăмăлланине те çирĕплетсе парать çакă. Çавăнпа Гуринсем хăйсен ĕçне хурпа çыхăнтарма шут тытаççĕ. Чăваш çыннишĕн хур килте усракан кайăксенчен чи тухăçли пулни вăрттăнлăх мар. Апат-çимĕçĕ те нумай кирлĕ мар – хур ытларах курăкпа тăранать. Тахçан ялсенче хур кĕтĕвĕсем те пурччĕ. Халĕ те чылай ялта хур пулкки йышлă çÿренине асăрхама пулать.

Пултаруллă çемье ĕç-хĕле малалла аталантарас шухăшпах пурăннă. Шăп çав вăхăтра Зоя Гурина тĕп хулари лавккасенче путене çăмартисене сутнине асăрхать. Çакă ăна çав тери кăсăклантарма пуçлать. Вăл путене çăмартин сиплĕхĕ пирки чылай кĕнекере вуласа пĕлет, мăшăрĕпе çак кайăка хăйсен фабрикинче ĕрчетме пуçласси пирки сăмах пуçарать. Канаш тытнă хыççăн Гуринсем путенесем кÿрсе килеççĕ. Черченкĕ кайăксене аталантарса ярассипе чылай тимлеме тивнĕ вĕсен. Пурăна киле тупăш ĕçчене тата йывăрлăха парăнманнисене юратать тенĕ пекех пулса тухать: паянхи кун фабрикăра 8198 путене. Таня Петухова ветеринар путене чĕпписене çăмартаран тухнă-тухманах сиплеме пуçлать. Вăл Çĕрпÿри ял хуçалăх техникумне пĕтернĕренпех кунта вăй хурать. Нумаях пулмасть ял хуçалăх академийĕнчен хăй тĕллĕн вĕренсе тухрĕ. Ун тăрăшулăхне пула вилекен путене йышĕ те сахал.

– Фабрика кунсерен ĕç калăпăшне те, тухăçлăхне те ÿстерсе пырать, – каласа парать Сергей Михайлов. – Халĕ эпир уйăхра пĕр харăс 150 пин çăмарта инкубатора хума пултаратпăр. Путенесĕр пуçне хур, кăвакал, бройлер чĕппи кăларатпăр. Тата 7 страус пур. Вĕсен пĕр çăмарти пĕр кило çурă е икке яхăн тайма пултарать, 20-25 чăх çăмартипе танлашать. Усси те пысăк. Чăх-чĕп ашне республикăра çеç мар, аякка та сутатпăр. Брянск, Рязань облаçĕсенчен, Пушкăртстанран, Мускав, Хусан, Подольск, Тамбов, Челябинск, Краснодар хулисенчен – пурне те каласа та пĕтереес çук – аш туянма килеççĕ пирĕн пата. Уйрăмах путене ашне кăмăллаççĕ. Кризис тени пире те перĕнмесĕр иртмерĕ. Апата хаклă хакпа туянатпăр. Шел пулин те, çавна май аш хакне те ÿстерме тивет. Çапах та кайăк-кĕшĕк йышне чакарас марччĕ тесе тимлетпĕр. Кăçал ку таранччен 11577 кăвакал, 118344 хур чĕппи кăларса сутрăмăр. Ĕçлекенсем 32-н.

Путене çăмартисем халăхра хисепре пулни куçкĕрет: вĕсем туххăмрах саланса пĕтеççĕ. Вунă уйăха çитнисене тата ултă уйăхран иртнĕ аçисене аша яраççĕ. Ăна туянакансем те йышлă. Сутмалăх çитсе пымасть тесен те йăнăш пулмĕ.

Путене çăмартисен усси пирки юлашки вăхăтра чылай калаçаççĕ. Вăл Китай халăхĕн сиплев мелĕсенче те час-часах тĕл пулать. Вĕсенчен маларах çăмарта сиплĕхне Япони çыннисем туйса илсе апат вырăнне усă курма пуçланă. Хиросимăпа Нагасаки хулисем çине 1945 çулта бомбăсем пăрахнă хыççăн Япони правительстви кашни кун çимелли апатсен йышне путене çăмартине кĕртмелли çинчен указ та кăларнă. Вăл çынсене радиацирен хăтăлма пулăшнине çирĕплетнĕ.

Чернобыльти синкерлĕх хыççăн пирĕн çĕршывра та наркăмăшланнă тăрăхран илсе тухнă ачасене путене çăмартипе сиплеме пуçланă. Вĕсен çакăн хыççăн апат çиесси ÿсни палăрнă, хăвăрт ывăнасси иртнĕ, пуç çаврăнма, сăмсаран юн юхма пăрахнă. Тĕпчевçĕсем тишкернĕ тăрăх, путене çăмарти чăхăннинчен чылай сиплĕрех, усăллăрах. Вăл тĕрлĕ витаминпа, минералпа пуян.

О.Куликова

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика