15 июля 2011 г.
Чăваш Республикинче çулсеренех патшалăхăн хушма укçа «софинансировани» программине хутшăнса 8 пин ытла çын пухăнакан пенси пайне ÿстерме страхлав взносĕ хывать. Пĕтĕмĕшле 2009-2010 çулсенче 69 млн тенке яхăн укçа куçарнă.
Патшалăхăн хушма укçа программине кирек кам та хутшăнма пултарать. Кашни çулах пулас пенси çумне 2 пин тенкĕ е унтан та ытларах «12 пин тенкĕ таран» хывмалла, патшалăх вара сирĕн пенси счечĕ çине те çавăн чухлех куçарать. Патшалăх программи пĕрремĕш тÿлеве хывнă тапхăртан 10 çула тăсăлать.
Анчах та иртнĕ çул хăшĕ-пĕри взнос тÿлемен, апла пулсан хушма укçана та тивĕçеймен.
Пенсин хушма укçа программи пирки тĕплĕнрех Раççей Пенси фончĕн сайтĕнче пĕлме пулать: www.pfrf.ru. Ыйтусене талăкĕпех ĕçлекен тÿлевсĕр телефонпа та пама юрать: 8 800 505 55 55.
РФ Пенси фончĕн Чăваш Енри уйрăмĕнчен пĕлтернĕ тăрăх патшалăхăн хушма укçа программине хутшăнса взнос хывакансем налук пайне – 260 тенкĕрен пуçласа 1560 тенкĕ таран – каялла тавăрма пултараççĕ. Çулталăкне 2000 тенкĕрен пуçласа 12000 тенкĕ куçарнă пулсан 13 процентне каялла илме пулать. Çакна тума вырăнти налук инспекцине тупăш çинчен илнĕ деклараци тата налук пайне тавăрасси пирки çырнă заявлени тăратмалла. Хушма страхлав взносĕ тÿленине банк квитанцийĕпе е ĕçпе тивĕçтерекенĕн справкипе çирĕплетмелле. Налук пайне 3 çултан кая юлмасăр тавăрса парĕç.