АУ Чувашской Республики "Издательский дом "Атăл-Волга" Минкультуры ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Анне – професси

06 июля 2011 г.

Англире

2000 çул пуçламăшĕнче кунта пепке çураласси пĕчĕк шайра пулнă. Çĕршывра ачасене пулăшу парас тĕлĕшпе Патшалăх агентстви çине тăрсах ĕçлеме тытăннă.

Амăшĕсем мĕнле çăмăллăха тивĕçеççĕ-ха; Акăлчан хĕрарăмĕсен 52 эрне декретлă отпускра пулма май пур. Декрета вара ача çураличчен 11 эрне юлсан кайма юрать. Ĕçлес кăмăл пулсан та пепке кун çути куриччен саккун тăрăх пĕр уйăх маларах декрета каймаллах. Малтанхи уйăх çурă отпускра хĕрарăм ĕç укçин 90 процентне тивĕçет, унсăр пуçне тăхăр уйăх таран 30 пине яхăн илет «тенке куçарсан».

Пилĕк çул каярах Англире арçынсене çемьере ача çуралнă вăхăтра çур çуллăха отпуска яма саккун тухнă. Мăшăрĕ вырăнне мар, унпа пĕрле!

Ача сачĕсем кунта çителĕклĕ. Анчах та чылайăшĕ харпăрлăха илнисем. Ашшĕ-амăшĕ патшалăхран ваучерсем илме тивĕçет. Унпа ача садĕнче «ача-пăча лагерĕнче е кружоксенче» кашни кун 2,5 сехет ирттернине саплаштараççĕ. Ыттине вара хăйсен кĕсйинчен тÿлеççĕ. Чухăн çемьесем валли муниципалитетсем кăнтăрлахи центрсем йĕркелеççĕ. Паллах, вĕсене çÿренишĕн питех хаклă ыйтмаççĕ, унсăр пуçне ĕçлекен ашшĕ-амăшĕ çеç тÿлет. Пĕр воспитателе пилĕк ачаран ытла тивĕçмест.

Асăннă çĕршывра халăх йышĕ çулсерен ÿсет. Мигрантсене пула мар, çуралакан пепкесен шучĕпе.

Францире

Хĕрарăмсем декретлă отпуска 16 эрнене кайма пултараççĕ. Паллах, нумай вăхăта мар пек, çапах та çак хушăра вĕсем ĕç укçине туллин тивĕçеççĕ. Унсăр пуçне пĕр хутчен паракан пособи илеççĕ. Унăн виçи – 35 пин тенке яхăн. Амăшĕн ачапа виçĕ çулччен ларма ирĕк пур. Кашни уйăхрах вăл 16 пин тенкĕпе танлашакан пособие тивĕçет.Чухăн çемьери пулас амăшĕсем çие юлсан тăваттăмĕш эрнерех ятарлă пособи илме пултараççĕ.

Çемье йышне ÿстерес текенсене патшалăх субсиди парать: икĕ ачашăн 5 пине яхăн, виççĕшĕн – 12 пин, вĕсен хыççăнхисемшĕн асăннă сумма çумне 6,5 пин хушăнать. Ку укçа-тенке ашшĕ-амăшне ачисем 21 çул тултариччен «енчен те вĕсем çак ÿсĕмччен ĕç тупайман пулсан» тÿлеççĕ. Чухăн çемьесене кашни çулах август уйăхĕнче шкула кайма хатĕр-хĕтĕр туянмашкăн 11,6 пин тенкĕпе тивĕçтереççĕ.

Ачасем садике ир çÿреме пуçлаççĕ. Пепкен ашшĕпе амăшĕ ĕçлеççĕ е вĕренеççĕ пулсан садикшĕн тÿлемеççĕ. Ĕç шыракан ашшĕ-амăшне, çак лару-тăрăва ĕçпе тивĕçтерекен справка парса çирĕплетсен, патшалăх пулăшма тăрăшать. Ача виçĕ уйăх садике тÿлевсĕр çÿрет.

Америкăри Пĕрлешÿллĕ Штатсенче

Кунти хĕрарăмсене питех ăмсанаймăн: декретлă отпуск вĕсен виçĕ уйăха çеç «унсăрăн ĕçсĕр юлас хăрушлăх пур» тăсăлать. Вăл та пулин тÿлевсĕр. Компанисенче çулталăкран кая мар ĕçлекенсем кăна укçа-тенке тивĕçеççĕ. Çавăнпа та пулас амăшĕсем вăхăтлăха ĕçсĕр юласран хăйсене страхлаççĕ. Çавна май страхлав компанийĕсенчен ĕç укçин 60 процентне илеççĕ. Тĕрлĕ пулăшу центрĕсем ĕçлеççĕ кунта. Вĕсенче пепкесене темиçе сехете хăварма май пур. Анчах та унти йĕркесене пурте кăмăлламаççĕ. Çавна пула чылайăшĕ ачисене хăйпе пĕрле ĕçе илет. Ĕç сĕтелĕпе юнашар ача кÿми ларнине Америкăра час-часах асăрхатăн. Çакна пула пепке çураласси кунта çулсерен чакса пырать.

Германире

Нимĕç хĕрарăмĕ декретлă отпуска ача çураличчен уйăх çурă маларах каять. Çак вăхăтра тата пепке кун çути курсан икĕ уйăх хушши амăшĕ декретлă отпускшăн укçа илсе тăрать. Каярахпа вара – ача-пăча пособийĕ: кашни ачашăн чи пĕчĕк виçе – уйăхра 6,5 пин тенкĕ. Тепĕр пособи парассине 2007 çулта йышăннă: ăна ачапа ларакан ашшĕ-амăшĕ çулталăк илет. Унăн сумми – ĕç укçин 67 проценчĕ «чи нумаййи – 1800 евро». 12 уйăх хыççăн ашшĕ-амăшĕ каллех ачапа ларать пулсан ку тÿлеве икĕ уйăха тăсаççĕ.

Отпуск виçĕ çула тăсăлать пулсан ĕçпе тивĕçтерекен компани амăшĕн ĕç вырăнне сыхласа хăварма тивĕç. Чухăн çемьери хĕрарăмсем çие юлсан тумтир, ытти хатĕр туянма пĕр хутчен паракан пособие тивĕçеççĕ. Чылайăшĕ, ача икĕ çула çитиччен, тÿлевсĕр майпа памперс илсе тăрать.

Финляндире

Кунта декретлă отпуск виçĕ уйăха тăсăлать. Каярахпа çичĕ уйăх – ашшĕ-амăшĕн отпускĕ. Çак хушăра ĕç укçинчен 70 процент тÿлеççĕ.

Унсăр пуçне отпуск вăхăтне виçĕ çула тăсма юрать. Кун пек чухне чи пĕчĕк тÿлевпе, вăл 20 пине яхăн, тивĕçтереççĕ. Ăна ашшĕсем те илме пултараççĕ. Финн арçыннисенчен сахалтан та иккĕ виççĕмĕш пайĕ çак йĕркепе усă курать. Çамрăк амăшĕсене пулăшма тăрăшаççĕ кунта. Ача çуратмалли çуртран тухнă май вĕсене памперссемпе, тумтирпе, медицина препарачĕсемпе тивĕçтереççĕ. Обществăллă вырăнсене кÿмесемпе кĕрсе çÿреме май пур, пепке валли ятарлă пÿлĕмсем уйăрнă, ачана вăхăтлăха хăварас пулсан тÿлевсĕрех няня пăхать. Кÿмеллĕ ашшĕ-амăшне автобусра укçа тÿлеттермеççĕ.

Раççейре

Раççейре ĕçлесе пурăнакан пулас ача амăшĕ мĕн ĕмĕтленме пултарать; Декретлă отпускăн тÿлевĕ – ача çураличчен 70 куншăн тата çуралнă хыççăн 70 куншăн паракан 34,5 пин тенкĕ. Отпуска виçĕ çула тăсма пулать. Ĕçпе тивĕçтерекенĕн вара хĕрарăмăн ĕç вырăнне сыхласа хăвармалла. Çулталăк çурăччен амăшĕ кашни уйăхрах 13,5 пин «чи нумай виçе» тенкĕ илсе тăрать, тепĕр çулталăк çурă – 1 пин таран. Ĕçлекен хĕрарăма, çулталăк çурăчченхи ача пулсан, пепкене апатлантарма кашни виçĕ сехетре вăтăршар минут тăхтав уйăрса памалла.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика