29 июня 2011 г.
Пулă аш-какай пекех тутлăхлă апат. Çапах та ăна ĕрчетес ĕç хальлĕхе республикăра питех аталанайман. Маларах çак отрасльпе Куславкка районĕнчи «Карамышево» совхоз кăсăкланнă. Асăннă хуçалăх саланнă хыççăн ĕç-пуç малалла кайни курăнмасть. Кÿршĕри Сĕнтĕрвăрри районĕнчи Çĕнĕ Куснарта пурăнакан В.Николаев вара ку енĕпе вунă çул тăрăшать.
«Пулла кĕркунне шутлаççĕ»
Чăнкасси ял тăрăхне кĕрекен пĕвене арендăна илнĕ вăл. Тĕрлĕ пулă – карп, çăрттан, карас, шурă амур, толстолобик, çуйăн – ĕрчетет. «Пĕвене пулă янипех тутă пулаймăн. Ăна пăхма пĕлмелле. Пулăсене те, чĕпсем евĕрех, кĕркунне шутлаççĕ», – тет Валерий Михайлович.
Арендăна илнĕ пĕве лаптăкĕ – 14,7 гектар. Кунта пулăсене апатлантарма виçĕ сырăш вырнаçтарнă. Пĕрне пĕр тонна апат кĕрет. Хатĕр апата пулăсем 3-4 кунра çисе яраççĕ. Апла пулсан самаях тăкакланма тивет. Пулăсем валли хатĕрленĕ хутăш апата вара хамăр тăрăхра тупаймăн. Ăна туянма пĕлтĕр Саратов хулине, кăçал Тутарстана кайнине пĕлтерчĕ Валерий Михайлович. Унсăр пуçне чĕмсĕр чĕрчунсене вăл тырăпа апатлантарать. Шăммисем çирĕпленччĕр тесе известка та парать. Лайăх пăхнăран вĕсен ÿт хушаслăхĕ те аван. 14-15 кг таякан карпсене арендатор хĕлĕн-çăвĕн сутать. Вăл каланă тăрăх 20 кг таяканнисем те пур.
Ăратлă пулăсен личинкисене вара Пушкăртстана, Белгорода ятарласа туянма кайнине пĕлтерчĕ. Сăмах май, асăннă тăрăхсенче пулă ĕрчетесси лайăх аталаннă.
Паллах, таврари пĕвепе пĕр çын хуçаланни ял-йыша вĕчĕрхентерет. Çавна май хуралçă та пулма тивет унăн. Кунне-çĕрне çыран хĕрринчех ирттерет арçын. «Çут çанталăка юрататăп эпĕ, – чунне уçать вăл. – Çынсен тарăхăвне илтсе кăмăла пăсиччен пулăсем шывра вылянине, хур-кăвакала сăнатăп. Çуркунне пĕвене акăшсем те вĕçсе килчĕç». Çапла вунă çул çут çанталăкпа киленсе пурăнать, хуран çакса вучахра техĕмлĕ апат пĕçерет В.Николаев.
Тупăш та, тăкак та куç умĕнчех
Пулă ĕрчетес ĕçĕн тупăшĕпе тăкакĕ пирки малаллах кăсăкланатăп. «Хĕлле çимеççĕ вĕсем, – терĕ вăл. – Çак енĕпе тупăшлă тенĕ пулăттăм. Çуркунне, шыв вунă градус таран ăшăнсан, апатлантарма тытăнмалла. Выльăх-чĕрлĕх пекех пăхмалла вĕсене. Унсăрăн ÿт хушаймĕç».
Пулă ĕрчетекенсем Çĕнĕ Куснара республикăран çеç мар, ытти регионтан та килеççĕ. Сăмахран, ăратлă вĕтĕ пулă туянмашкăн Чĕмпĕрпе Кострома облаçĕсенчен, Тутарстанран çула тухаççĕ.
Паллах, пĕвене арендăна илнĕ пулсан тасатса тирпейлемелле. Çавна май ятарлă техника та кирлĕ. «Тăкаксăр та пулмасть», – тет вăл. Çапах та малашлăх пирки те ĕмĕтленет арçын. Вĕтĕ пулă ĕрчетме тепĕр пĕве, хĕлле пулă упрама уйрăм вырăн тума палăртать. Унсăр пуçне, паллах, канма та май пултăр. «Хăть хăш ĕçе те юратса тăватăп, – малаллах сăмахлать хастар арçын. – Çавăнпа ăнăçу та пурах. Çын тытман ĕçе алла илес килет манăн. Тăрăшсан Мускав укçине хамăр тăрăхрах ĕçлесе илме май пур. Ÿркенмелле мар çеç». Чăн та, ĕç çĕклет, ÿркев ÿкерет тени тĕрĕсех çав.
В.Петрова.