29 июня 2011 г.
ЧР Президенчĕ Михаил Игнатьев Пермьре Раççей Федерацийĕн Президенчĕн федерацин Атăлçи округĕнчи полномочиллĕ представителĕ çумĕнчи Канашăн черетлĕ ларăвне хутшăннă. Ларура округăн энергетика комплексне аталантармалли малашлăха сÿтсе явнă.
Григорий Рапота полпред çитес çулсенче федерацин Атăлçи округĕнче электроэнергипе усă курасси çулталăкне 2,3-2,8 процент хăпарасси çинчен каланă. Çав вăхăтрах хăватсене 1,5-2 процента çити ÿстерме пăхнă. Çавна май электроэнерги дефицичĕ пулма пултарĕ. Полпред шухăшĕпе, çак ыйтăва энергие перекетлесе, сетьсене модернизацилесе, генераци эффективлăхне ÿстерсе татса пама пулать.
Хăйĕн сăмахĕнче Чăваш Ен пуçлăхĕ çакна палăртнă: Пĕтĕм Раççейри энергетика промышленноçĕн наука тĕпчев тата проект институчĕн кăтартăвĕсене, çавăн пекех федерацин Атăлçи округĕн субъекчĕсене энергипе тивĕçтернине тата энергоэффективлăха тишкернине пăхсан Чăваш Енре кашни çын пуçне электроэнергипе усă курни чи пĕчĕк шайра, çавăнпа энергоэффективлăх пысăк. Хальхи вăхăтра республика энергетики производство тата электроэнергипе усă курнин калăпăшĕ тăрăх шайлашуллă.
«Чăваш Енри энергетика политикин тĕп тĕллевĕсем – потребительсене энергипе пĕр кăлтăксăр тивĕçтересси, энергетикăна ку чухнехи технологисемпе тата оборудованипе модернизацилесси», – тенĕ президент. Республикăра «экономикăна аталанăвăн энергоэффективлă çулĕ çине куçарма» нормативлă тĕп документсем йышăннă. Çак документсене пурнăçласа республикăн тата муниципалитетăн бюджет организацийĕсене энергипе шыв тăкакланине шута илмелли приборсемпе тивĕçтернĕ. Республикăра «Çĕнĕ Шупашкар – энергоэффективлă хула» проект пурнăçа кĕрет, «РусГидро» АУОпа пĕрле энергие перекетлемелли центр йĕркеленĕ, Чăваш патшалăх университетĕнче çулталăк ытла ĕнтĕ энергоэффективлăх центрĕ тата энергетика тĕпчевĕсем ирттерме приборсемпе коллективпа усă курмалли центр ĕçлеççĕ.
Михаил Игнатьев республика бюджет сферинче тата пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăхра энергоэффективлăхпа энерги перекетлессин мониторингĕн тытăмне ку чухнехи условисенче малтисен шутĕнче тĕрĕслесе пăхма хатĕр пулнине палăртнă.
Республика пуçлăхĕ Çĕнĕ Шупашкар хули федерацин «Энергоэффективлă хула» программине кĕме пултарнине пĕлтернĕ.