24 июня 2011 г.
РФ Пенси фончĕн Чăваш Енри уйрăмĕн комиссийĕ Шупашкарти ултă организацие тĕрĕсленĕ. Çулталăк пуçланнăранпа вара «кавир» çинче 85 организаци пулма ĕлкĕрнĕ.
Комисси ĕçĕ куç кĕрет. Лару кунĕ тĕлне Шупашкарти предприятисем 5 млн тенкĕлĕх парăмсене татнă. Кăçал пурĕ 21 лару иртнĕ, вĕсен йышăнăвĕсем тăрăх 47 млн тенкĕ ытла шыраса илнĕ.
Çулталăк пуçланнăранпа чи пысăк парăмçăсен йышне сакăр предприяти кĕрет: «Волжская текстильная компания» ОАО, «Железобетон» ООО, «Компания корпоративного управления «Концерн «Тракторные заводы» ООО, «ВНИИР» ОАО, «Чувашавтотранс» ПУПăн Чăваш Енри филиалĕ – Шупашкарти пассажирсене турттаракан 3-мĕш автотранспорт предприятийĕ, «АБС Автоматизация» ОАО. Вĕсен пĕтĕмĕшле парăмĕ – пенси страхлавĕпе 200 млн тенке яхăн, медицина страхлавĕпе 36,7 млн тенкĕ.
Парăмçăсене саккун тăрăх айăплама майсем палăртаççĕ. Кăçал Пенси фончĕ страхлав взносне тÿлеме 674,2 млн тенкĕлĕх 45 пин ытла хушу ярса панă. Суд приставĕсем патне 5 пин йышăну çитернĕ, суда 628 тавăç тăратнă.