03 июня 2011 г.
Патшалăх Думине çак граждансене çĕр налукĕнчен хăтарма саккун проекчĕ сĕннĕ:
Совет Союзĕн геройĕсене, Раççей геройĕсене, Мухтав орденĕн тулли кавалерĕсене*
пĕрремĕш ушкăн инваличĕсене, çавăн пекех 2004 çулти январĕн 1-мĕшĕччен иккĕмĕш ушкăн инваличĕ пулса тăнисене *
ачаранпах инвалид шутланакансене*
Тăван çĕршывăн аслă вăрçин инваличĕсемпе ветеранĕсене, çавăн пекех çар ĕçĕн ветеранĕсемпе инваличĕсене*
Чернобыль инкекне сирме хутшăннисене, радиаципе сиенленнĕ граждансене.
Хальхи вăхăтра асăннă категорири граждансене хăйне евĕр çăмăллăх панă – налука 10 пин тенкĕлĕх пĕчĕклетнĕ.