03 июня 2011 г.
Июнĕн 1-мĕшĕнче Ульяновск облаçĕнче Чăваш Республикин Культура кунĕсем уçăлчĕç. Ыран кунта Раççейри чăвашсен Акатуйĕ пуçланĕ.
Культура кунĕсем И.А.Гончаров ячĕллĕ драма театрĕнче Чăваш патшалăх оперăпа балет театрĕн «Шывармань» оперипе уçăлнă.
Ульяновскри Халăх культурин центрĕн филиалĕнче – Халăх пултарулăх музейĕнче – чăваш наци çи-пуçĕн «Кĕмĕл тумлă халăх» куравне йĕркеленĕ. Унти экспонатсем – Чăваш наци тата Чăваш патшалăх ÿнер музейĕсенче упранакан халăх тата ÿнер искусствин паха произведенийĕсем «костюмсем, çи-пуç япалисем, эрешсем» – чăваш тумтирĕ еплерех аталанса, çĕнелсе пынине, унăн хăйне евĕрлĕхĕпе историне кăтартаççĕ.
Выставкăн пĕрремĕш пайĕнче – XVIII-XX ĕмĕрсенчи халăх çи-пуçĕ. Унта Чăваш Енри тури, вăтам, анат чăвашсен, унсăр пуçне Самар, Пушкăрт, Чĕмпĕр, Саратов чăвашĕсен кĕмĕл укçасенчен хатĕрленĕ тумсем. Тепĕр пайĕнче – фольклорта, эстрадăра усă куракан, çамрăксем уявсенче тăхăнакан хальхи йышши костюмсем.
Июнь уйăхĕнче Чăваш Енри пур районта та Акатуй иртет. Ыран Улатăрсемпе Элĕк-сем, Вăрнарсемпе Йĕпреçсем, Канашсемпе Куславккасем, Комсомольскисемпе Красноармейскисем, Вăрмарсем тата Тăвайсем çурхи ĕçсем вĕçленнине уявлĕç. Вырсарни кун Акатуй Шупашкар, Елчĕк районĕсенче иртĕ. Июнĕн 10-мĕшĕнче вара Муркашсемпе Çĕмĕрлесем уява йыхравлаççĕ. Хĕрлĕ Чутайра ака пăттине 11-мĕшĕнче тутанĕç. Патăрьелсемпе Пăрачкавсем, Шăмăршăсемпе Етĕрнесем – 12-мĕшĕнче, Çĕрпÿре 25-мĕшĕнче савăнĕç.