01 июня 2011 г.
Чăвашсем ĕлĕкренех тытса пынă илемлĕ уявсенчен пĕри – Акатуй. Çур акине вĕçленĕ хыççăн савăннине мĕн çиттĕр-ха?
Кăçал Чăваш культурин кунĕсем Пĕтĕм Раççейри чăвашсен наци уявĕпе пĕрле Ульяновск облаçĕнче, июнь уйăхĕн 1-4-мĕшĕсенче иртĕç. Уявпа çыхăннă ыйтусене Чăваш наци библиотекинче «çавра сĕтел» хушшинче пăхса тухрĕç. Кунта Чăваш Республикин культура министрĕ Роза Лизакова, Ульяновск облаçĕн кĕпĕрнаттăрĕн пулăшуçи Рамис Сафин, Чĕмпĕрти «Халăх культурин центрĕн» пуçлăхĕ Елена Сафронова хутшăнчĕç. Тăван республикăпа Ульяновск облаçĕ уява тĕплĕн хатĕрленеççĕ. Акатуя 85 пултарулăх ушкăнĕ хутшăнĕ: 30-ăшĕ Чăваш Енрен, 22-шĕ – Ульяновск облаçĕнчен, 33-шĕ – ытти регионтан. Инçетри хăнасене те кĕтеççĕ. Эстони, Казахстан, Беларуç çĕршывĕсенчи чăваш пултарулăх ушкăнĕсем килме хапăл тунă. Ульяновск облаçĕ ыйтнипе Акатуя оперăпа балет театрĕпе Чăваш патшалăх филармонийĕ те хутшăнаççĕ. «Ку пирĕншĕн пысăк чыс», – палăртрĕ филармони ертÿçи Николай Казаков.
Паллах, пысăк шайра иртекен мероприяти тăкаксăр пулмасть. Министр республика бюджетĕнчен 1,5 млн тенкĕ уйăрнине пĕлтерчĕ. Ульяновск облаçĕ культура программи валли çеç 2,8 млн тенкĕ тăкаклама палăртнă. Тавралăха, хулана илемлетме те нумай укçа-тенкĕ кайнă.
Юрă-ташă ытларах Чĕмпĕр хулин «чĕринче» – Ленин лапамĕнче – янăрĕ. Июнĕн 1-мĕшĕнче Ача-пăча Акатуйĕ иртĕ. Чăвашсен наци ăмăртăвĕ «Кĕрешÿ» те пулĕ.
Акатуй йăли-йĕркине еплерех ирттерессипе республикăн халăх пултарулăх çурчĕн пуçлăхĕ Виктор Бондарев паллаштарчĕ. «Алран кайми аки-сухи» юрăпа чăвашăн ĕлĕкхипе хальхи пурнăçне витĕмлĕ сăнласа парĕç, Петĕр Хусанкайăн «Эпир пулнă, пур, пулатпăр!» вилĕмсĕр сăввине СССР Халăх артистки Вера Кузьмина янратĕ. Уявăн пĕрремĕш кунне чăваш наци тумтирĕн «Кĕмĕл тумлă халăх» ятлă куравĕ уçĕ. Чăвашсен ĕлĕкхи тата паянхи тумне, унăн аталану тапхăрне уçса парĕ вăл.
К.Нестерова.