27 мая 2011 г.
Элĕк районĕнче Тăван çĕршывăн аслă вăрçине хутшăннă 120 çын пурăнмалли çурт кирлисен «2005 çулхи мартăн 1-мĕшĕ хыççăн» списокĕнче тăнă. Раççей Федерацийĕн Президенчĕн «1941-1945 çулсенчи Тăван çĕршывăн аслă вăрçин ветеранĕсене пурăнмалли çуртпа тивĕçтересси çинчен» указне пурнăçласа Элĕк районĕнчи 75 ветерана пурăнмалли çурт туянма е тума кашнине 910,8 пин тенкĕ панă. 71 ветеран пурăнмалли çурт «хваттер» туяннă.
Пурăнмалли вырăн кирлишĕн нушаланакан Тăван çĕршывăн аслă вăрçин участникĕсемпе инваличĕсенчен, тăлăха юлнă арăмĕсенчен заявленипе документ-сем йышăнасси малалла пырать.
Вăрçă ветеранĕсене çуртпа тивĕçтерес ĕçе кăçалхи виççĕмĕш квартал тĕлне вĕçлеме палăртнă.
Нумай ачаллисене налукран хăтарма
РФ Патшалăх Думине виçĕ е ытларах çул çитмен ачаллă çемьесене, çавăн пекех виçĕ е ытларах усрав ача илсе ÿстерекенсене пурăнмалли çуртшăн налук тÿлеттерессинчен хăтарасси пирки саккун проекчĕ сĕннĕ.