20 мая 2011 г.
Андриян Николаевăн палăкне лартма йышăнсанах республикăра пурăнакансем ырă пуçарăва хапăл тунă. Ветерансен организацийĕн ятарлă счечĕ çине укçа куçарма пуçланă. Майăн 12-мĕшĕ тĕлне унта 900 пин тенкĕ пухăннă. Нимене хастар хутшăнакансене ятран асăнатпăр. Вĕсем – сывлăх сыхлавĕн ĕçченĕсен профсоюз рескомĕ «50 пин тенкĕ», И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕ «25 пин», Сĕнтĕрвăрри район администрацийĕпе унта пурăнакансем «13761 тенкĕ», Шупашкар районĕнчи Ветерансен канашĕ «62312 тенкĕ», Елчĕк районĕнчи техника инвентаризацийĕн бюровĕпе пасар «112738», Тăвай районĕнчи Ветерансен канашĕ «52420», Патăрьел «13159», Етĕрне «31690», Пăрачкав «10965», Çĕрпÿ «7230» ветеранĕсен канашĕсем, Элĕк районĕ «6650», Канаш районĕпе Канаш хулинче пурăнакансем «148567», И.Я.Яковлев ячĕллĕ Чăваш педагогика университечĕ «11650», «Чăвашкабель» ветеранĕсем «3170», республикăри Ветерансен канашĕ «8300 тенкĕ».
– Сăваплă ĕçе хăйсен тÿпине хывнисене тав тăватпăр. Акцие предприятисемпе учрежденисем, банксем, организацисем, пĕчĕк тата вăтам бизнес хастар хутшăнасса шанатпăр, – пĕлтернĕ республикăри Ветерансен канашĕн ертÿçи Алексей Скворцов.