13 мая 2011 г.
Çамрăк талантсене, инвалид ачасене, ашшĕ-амăшĕсĕр юлнă тăлăхсене пулăшас тĕллевпе йĕркеленĕ «Ачалăхшăн, ачалăх ячĕпе» ыр кăмăллăх марафонĕ вĕçлениччен шутлă кунсем юлчĕç. Ырă ĕçе кашни район хăйĕн тÿпине хывма тăрăшать. Майăн 11-мĕшĕ тĕлне Етĕрне районĕнче пурăнакансем пухмача 181 пин тенкĕ хывнă.
Шăмăршăсем те çак пархатарлă ĕçрен юлмаççĕ, хальлĕхе вĕсем ачасен ячĕпе 79,5 пин тенкĕ куçарнă.
Ача-пăчашăн çитĕннисем чунтан сĕнекен тумтирпе кĕнеке, канцеляри таварĕ те чухах пулмалла. Районсенчи ачасемпе çемьесене социаллă пулăшу паракан центрта çак япаласене хаваспах йышăнаççĕ, каярах вĕсене кирлĕ çĕре çитерсе параççĕ.
Марафон реквизичĕсем
ЧРО ООБФ «Российский детский фонд»
ИНН 2128005408, КПП 213001001
Р/СЧ 40703810075220160067
в Чувашском ОСБ / 8613 г. Чебоксары
БИК 049706609
К/СЧ 30101810300000000609