13 мая 2011 г.
«Ветерансем çинчен» саккунпа килĕшÿллĕн вăрçă ветеранĕсене пурăнмалли çуртпа тивĕçтерессин вăхăтне чикĕлемен. Анчах та патшалăх çак ĕçе 2011 çулта вĕçлеме питĕ нумай укçа уйăрать. Кăçал çурт тивĕçейменнисен кайран ытларах кĕтме тивĕ.
***
Тăван çĕршывăн аслă вăрçă участникĕн тăлăха юлнă арăмĕн çĕнĕ çуртлă пулас тесен халĕ хăй пурăнаканни мĕнле шайра пулмалла;
РФ Правительствин постановленийĕпе килĕшÿллĕн пурăнма юрăхсăр, питĕ кивĕ «70 процент таран çĕрĕшнĕ» çуртра пурăнакан тăлăх арăма çуртпа тивĕçтермелле. Эсир пурăнакан çурт мĕнле шайра пулнине район администрацийĕ çумĕнче йĕркеленĕ ятарлă комисси хак парать.
***
Социаллă пенси илекенсемпе федераци пенсийĕ илекенсем хушшинче мĕнле уйрăмлăх пур-ши; Мĕншĕн федераци пенсийĕ илекенсене укçа ÿстерсе памарĕç;
Н. Петров.
Красноармейски районĕ, Мăн Шетмĕ ялĕ.
Сирĕн çырăвăра РФ Пенси фончĕн Чăваш Енри уйрăмĕ пăхса тухса çакăн пек хурав пачĕ.
Раççейре ĕç пенсийĕ тата патшалăх пенсийĕ тÿлеççĕ. Çыннăн ĕç стажĕ çителĕклĕ пулсан ăна «РФ ĕç пенсийĕсем çинчен калакан» саккунпа пенси тÿлеççĕ. Ĕç пенсийĕ виçĕ тĕрлĕ пулать: ватлăхпа çыхăнни, инвалид пулнипе тата çемьене тăрантаракана çухатнипе параканни.
Ватлăхра паракан ĕç пенсийĕпе арçынсене 60 çула, хĕрарăмсене 55 çула çитсен, страхлав стажĕ 5 çултан кая мар пулсан тивĕçтереççĕ.
Çыннăн тĕрлĕ сăлтава пула ĕç стажĕ çук е çителĕксĕр пулсан ăна «РФ патшалăх пенсийĕсем çинчен» саккунпа социаллă пенсипе тивĕçтереççĕ. Ватлăхра паракан социаллă пенсие илме арçынсен 65 çула, хĕрарăмсен 60 çула çитмелле. Унсăр пуçне патшалăх пенсийĕпе вăрçă инваличĕсене тата вăрçа хутшăннисене, вăрçă вăхăтĕнче пуç хунă çар çыннисен тăлăх арăмĕсене, çар служби вăхăтĕнче вилнĕ çар çыннисен ашшĕ-амăшне, радиаципе техногенеза пула сиксе тухнă инкексенче нуша курнă граждансене тата вĕсен çемйисене тивĕçтереççĕ.
Пенсие ÿстересси саккунпа çирĕплетнĕ тапхăрсенче пулса пырать.
«РФ ĕç пенсийĕсем çинчен» саккунпа ĕç пенсине хăпартасси кашни кварталта хаксем ÿснинчен тата Раççейри вăтам ĕç укçин ÿсĕмĕнчен килет. Пенси виçине хăпартмалли индекса Раççей правительствин йышăнăвĕпе çирĕплетеççĕ. Кăçал февралĕн 1-мĕшĕнчен ĕç пенсине 8,8 процент таран ÿстернĕ.
«РФ патшалăх пенсийĕсем çинчен» саккунпа килĕшÿллĕн социаллă пенсие кашни çул апрелĕн 1-мĕшĕнчен ÿстереççĕ. Унăн индексĕ Раççейри пенсионера пурăнма кирлĕ чи пĕчĕк виçе ÿсĕмĕнчен килет. Кăçал апрелĕн 1-мĕшĕнчен социаллă пенсисене тата çак пенсирен шутлакан вăрçă инваличĕсемпе участникĕсене, радиаципе техногенеза пула инкек-синкек тÿснĕ граждансемпе вĕсен çемйисене тÿлекен патшалăх пенсине 10,27 процент ÿстернĕ.
Сирĕн ватлăхра паракан ĕç пенсийĕ кăçал пĕр хут – февраль уйăхĕнче – 8,8 процент ÿснĕ.