06 мая 2011 г.
Хĕрарăмсем яланах хăйсен ачисене тĕрĕс-тĕкел ÿстерессишĕн, тивĕçлĕ пĕлÿ парассишĕн тăрăшаççĕ. Анчах тăлăха юлнă ачан камăн куçĕнчен пăхмалла? Чăваш Республикинчи хĕрарăмсен совечĕ тăлăхсене манманнине, вĕсене те чун çимĕçĕ амăшĕн ăшши пекех кирлине пĕлтерсе «Ачасене – кĕнеке» ыр кăмăллăх акцийĕ пуçланă. Майăн 15-мĕшĕччен сахал тупăшлă çемьесенчи тата интернат учрежденийĕсенчи ачасем валли кĕнеке «илемлĕ литература, вĕренÿ кĕнеки, энциклопеди» пухаççĕ.
Пăрачкав районĕнчи хĕрарăмсен совечĕ те çак акцие ырласа йышăннă, районти пенси фончĕн уйрăмĕнче ачасем валли кĕнеке пухма тытăннă. Майăн 15-мĕшĕнче – Пĕтĕм тĕнчери çемье кунĕнче – вĕсене тăлăх ачасене çитерсе параççĕ. Хĕрарăмсен совечĕ çак ырă ĕçе районта пурăнакансем те хастар хутшăнасса шанать. Ырă та ăслă кĕнеке ачасемшĕн питĕ лайăх парне пулмалла.
Тăлăх ачашăн шурă тум тăхăннă кун та уяв вырăннех теççĕ. Апла ырă пуçарупа, ырă ĕçпе, ăшă сăмахпа чăн-чăн уяв парнелесчĕ вĕсене.