20 апреля 2011 г.
ЧР Президенчĕ Михаил Игнатьев Мускавра Федерацин вăрман хуçалăхĕн агентствинче республика пуçлăхĕ çак тытăм ертÿçипе Виктор Масляковпа Чăваш Республикин территорийĕнчи вăрмансенчи пушарсене сÿнтермелли пĕрлехи плана алă пуснă.
М.Игнатьевпа В.Масляков планăн тĕп мероприятийĕсене пурнăçлассине сÿтсе явнă. Вăрманпа çыхăннă хутшăнусен пысăк пĕлтерĕшлĕ ыйтăвĕсене тишкернĕ май республика валли 35 миллион тенкĕ хушма субвенци уйăрасси çинчен калаçса татăлнă, çавăн пекех 2010 çулхи пушарсене сÿнтернĕ чух усă курнă кредитор парăмне татмалли майсене пăхса тухнă.
Пĕрлехи планра пушар хуралĕн тата аварипе çăлав подразделенийĕн вăйĕпе хатĕрĕсене, вăрмансем çунас хăрушлăх тапхăрĕ валли пушар техникипе оборудованийĕн, транспорт хатĕрĕсемпе çунтармалли-сĕрмелли материалсен резервне туса хурассине шута илнĕ.