15 апреля 2011 г.
Ыр кăмăллăх марафонне республикăри ял хуçалăхĕсем те хастар хутшăнаççĕ. Сăмахран, Патăрьел районĕнчи «Тойсинская «Агрофирма», «Шанс» Агрофирма» пĕрлешÿсем, «Малалла», «Труд», «Дуслык» хуçалăхсем, çавăн пекех Е.Мартышкин фермер марафон счечĕ çине 13050 тенкĕ укçа куçарнă.
Ырă пуçарăва уйрăм çынсем те хастар хутшăнаççĕ. Çын нушине ăнланакансем, йывăрлăхра алă тăсса паракансем Елчĕк тăрăхĕнче те чылай. Акцие хутшăнса А.Московская «Елчĕк ялĕ» 3700 тенкĕ, В.Григорьев «Тăрăм ялĕ» – 1200 тенкĕ, И.Егоров «Тÿскел ялĕ» 1100 тенкĕ хывнă пухмача.
Аса илтеретпĕр: «Ачалăхшăн, ачалăх ячĕпе» марафона хутшăнса пухнă укçапа ача çурчĕсене, интернат шкулсене, воспитанипе ĕç колонийĕсене, ятарлă шкулсене, ача-пăчан сиплев учрежденийĕсене васкавлă социаллă пулăшу параççĕ, медицина оборудованийĕ, эмел, ятарлă тренажер туянма, культура мероприятийĕсем ирттерме, республикăри уйрăмах пултаруллă çамрăксене стипендипе тивĕçтерме пулăшаççĕ. Çакнашкал пулăшăва Вăрмар районĕнчи Чупай ял тăрăхĕнче пурăнакан М.Матвеева тивĕçнĕ. Унăн виçĕ çулти хĕрне, чирлĕскерне, сиплеме укçа-тенкĕ кирлĕ. Çавна май хăйне йывăр вăхăтра пулăшнăшăн Марина Николаевна пурне те чун-чĕререн тав тăвать.
В.Петрова.