13 апреля 2011 г.
Пушкăрт Республикинчи Пелепей таврашне шурă хурăнсемпе шăнкăр çăл куçсен тăрăхĕ теме пулать. Ахăртнех, шăпах çавнашкал çут çанталăк илемне пулах кунтан чылай талант тухнă. Вăл шутра пирĕн мухтавлă Константин Ивановпа Ухсай Яккăвĕ те. Пелепейсем хăйсен паллă сăмах ăстисене сума суса пурăннипе пĕрлех çĕнĕ талантсене тупса пысăк литература çулĕ çине кăларма пулăшаççĕ. Çав тĕллевпе кунта хула администрацийĕпе Пушкăрт çыравçисен пĕрлĕхĕ çулсерен «Хавхалану çăл куçĕсем» ятпа поэзи фестивалĕ ирттереççĕ. Кăçал 13-мĕш хут пуçтарăнчĕç уява сăвă çырассине хăйсен чун киленĕçĕ туса хунисем.
«Хавхалану çăл куçĕсем» фестивалĕн хăйĕн пархатарĕ пур – вăл тăватă чĕлхепе иртет: сăвă конкурсне пушкăртла, тутарла, чăвашла тата вырăсла çыракансем хутшăнаççĕ. Кусем Пушкăрт Республикинче пурăнакан тĕп нацисем. Пирĕн юнташсем çулсеренех çĕнтерÿçĕсен йышне лекеççĕ, лауреат ятне çĕнсе илеççĕ. Кăçал ку чыса Кармаскалă районĕнчи Тинĕскÿл ялĕнче çуралса ÿснĕ, халĕ Ĕпхÿре пурăнакан Николай Дмитриев (Ялтăр мучи), Авăркас тăрăхĕнчи Кăтаймасра çуралнă, пенсие тухиччен кардиолог пулса ĕçленĕ Яков Данилов тата Пишпÿлекре пурăнакан Ольга Леонтьева тивĕçрĕç. Сăмах май, Ольга Федотовна конкурса хутшăннисенчен çулĕсемпе чи асли пулчĕ – вăл 85 çулта. Çак фестивальтех Кинчеккей чăвашĕ Аркадий Русаков пушкăртсен паллă поэчĕ, Пелепей тăрăхĕнче çуралнă Фатых Карим ячĕллĕ преми лауреачĕ пулса тăчĕ.
А.ТАРАСОВ.