13 апреля 2011 г.
Куславкка районĕнчи Кунер ял библиотекинче кĕнеке юратакансен кунĕ иртрĕ. Унта вĕренекенсем, ял çыннисем, Анатолий Кибечпе Сергей Павлов, Галина Ордемпа Марина Карягина çыравçăсем хутшăнчĕç. Вĕсем уява пухăннисене хăйсен хайлавĕсемпе, чăваш литературин паянхи кун-çулĕпе паллаштарчĕç, кĕнеке çынна тĕрĕс çул çине тăма пулăшнине палăртрĕç. Ачасем те парăмра юлмарĕç: 2-мĕш класра вĕренекенсем М.Карягина çырнă «Кăтра хĕвел çаврăнăш» юмах тăрăх спектакль лартрĕç. Шкула çÿреме хатĕрленекенсем алфавит кубикĕсенчен саламлă сăмахсем пуçтарчĕç. Куславккари библиотека ĕçченĕсем Е.Хырулинăпа Е.Давлетова ачасене тĕрлĕ вăйăпа савăнтарчĕç. Çак кунах Кунерти библиотека ĕçченĕ С.Матанова хатĕрленĕ «Выляса вулама вĕренетпĕр» электронлă презентаципе марафон уçрĕç.
«Эпир кĕнекесĕр пурăнаймастпăр» уяв пурне те килĕшрĕ. Ăна йĕркелесе ирттернĕшĕн Светлана Александровнăна чун-чĕререн тав тăватпăр.
П.Игнатьев.