06 апреля 2011 г.
Хĕрлĕ Чутай районĕнчи «Рябинушка» ача-пăча сачĕн пуçлăхĕ Е.Аргандейкина саваламан сак çине ларасса усал тĕлĕкре те тĕлленмен-тĕр. Мĕнпе айăпа кĕнĕ вăл? Хĕрарăм ыйтăва тапкă-çупкăпа татса пама юратнă. «Мана тĕкĕнме хăймĕç», - тенĕ-ши? Пĕррехинче ĕç пÿлĕмĕнчех кĕçĕн воспитателе вăйĕпе хăратма пикеннĕ, аллисене ирĕке янă. Анчах лешĕ хăраса тăман, пуçлăх патĕнчен тухсанах больницăна, унтан право органне çул тытнă.
- Пÿрнепе те тĕкĕнмен, çапман, - пăт-пат туннă заведующи ĕç-пуç суда çитсен. Свидетельсем, судпа медицина экспертизи унăн айăпне çирĕплетме пулăшнă çеç. Аллине ирĕке яма кăмăллакан хĕрарăма РФ УК 286 статйин 3-мĕш пайĕпе икĕ çул условнăй майпа айăпланă. Ăшă вырăн çухатнăскер вырăнти тÿресен йышăнăвĕпе килĕшмесĕр ЧР Аслă судне кассаци çăхавĕ çырнă. Анчах кăлăхах, вăл та пуçтах хĕрарăма хÿтĕлемен, Хĕрлĕ Чутай район суд йышăнăвне вăйра хăварнă.
Шалу тÿлеменшĕн - суда
Çĕнĕ Шупашкарти «Кровля» хупă пĕрлешÿре вăй хуракансем шутлă кăна темелле. Анчах вĕсене вăхăтра шалупа тивĕçтересси те П.Катяков директоршăн чĕр тамăк. Акă ĕçрен кайнă сакăр çынна икĕ уйăх иртсен те шалу парса татăлайман. Предприятин парăмпа татăлма укçи çителĕклех-ха, анчах перекетлĕ пуçлăх ăна ăçта кирлĕ унта сапаласшăн мар курăнать. Директора саккуна пăснăшăн айăплама уголовнăй ĕç пуçарнă.