25 марта 2011 г.
Шупашкарти аслă шкулсенче, колледжсемпе професси училищисенче вĕренекен студентсен пуçарăвĕпе «Ачана телей парнеле» акци йĕркеленĕ. Çавна май ыр кăмăллăх марафонне хутшăнса 64 пин тенкĕ укçа пухнă вĕсем. Унпа «Малютка» ача çурчĕ валли памперссемпе ытти гигиена хатĕрĕ туяннă.
Республикăри районсемпе хуласем те ыр кăмăллăх марафонĕн пухмачне пуянлатаççĕ. Ку енĕпе ытларах Шупашкарпа Çĕнĕ Шупашкар хулисем, Улатăр районĕ тăрăшуллă. Улатăрсем марафон счечĕ çине 245 пин тенкĕ ытла укçа-тенкĕ куçарнă, Елчĕксемпе Етĕрнесем - 162-шер пин тенкĕ. Патăрьел районĕнче вара уйрăм çынсем çеç 109 пин тенкĕ укçа пухнă. Паллах, кунпа çеç лăпланса лармĕç вĕсем. Марафон малаллах тăсăлать-çке. Ниме ĕçĕнче Канаш, Çĕмĕрле, Йĕпреç районĕсем те малтисен шутĕнче. Улатăр районĕнчи вĕренÿ учрежденийĕсен коллективĕсем хастар пулни палăрать - вĕсем 46370 тенкĕ куçарнă.
«Ырă туни манăçмасть», - теççĕ халăхра. Эсир, хаклă вулаканăмăрсем, акцие хутшăнма ĕлкĕреймерĕр пулсан пулăшу ыйтакан ача-пăчана алă тăсса пама васкăр. Марафон кăçалхи июнĕн 1-мĕшĕччен пырать. Сусăрсем, тăлăхсем, ашшĕ-амăшĕн ăшшисĕр юлнă ачасем аслисен хÿттине кĕтнине манас марччĕ.