16 марта 2011 г.
Республикăра 3,5 пин гидротехника хатĕрĕ, çав шутра пĕверен юхтарса кăлармалли 1062 гидроузел. Вĕсене пурне те 30-40 çул каяллах тунă, ытларахăшĕн усă курмалли вăхăчĕ те иртнĕ. Бюджетра укçа-тенкĕ çителĕксĕр-рине пула вĕсене юсаса çĕнетесси яланах кая юлса пынă.
Пĕвесене çĕнетме Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Раççей Федерацийĕнчи Шыв ресурсĕсен агентствине «Чăваш Республикин 2010, 2011 тата 2012 çулсенчи малашлăх тапхăрĕн бюджечĕ çинчен» саккунне улшăну кĕртнĕ чухне 326,932 пин тенкĕ хушасси çинчен пĕлтернĕ.
Пытарма кирлĕ мар, пĕвесене çĕнетме уйăракан укçа-тенкĕ çав тери сахал. Çапах та 2006 çултан пуçласа Чăваш Ене куçарнă укçа ÿссе пынă. Малашне те çапла пуласса шанас килет.