АУ Чувашской Республики "Издательский дом "Атăл-Волга" Минкультуры ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » «Чи малтан алла тытатпăр»

16 марта 2011 г.

 Çĕрпÿ районĕнчи Тавăшкасси почта уйрăмĕн пуçлăхĕ Ирина Дмитриева каланă тăрăх пирĕн хаçата кăмăллаççĕ кунта. Акă Тĕнсĕр ялĕнче пурăнакан Николай Иванов юратнă кăларăма çырăнма кашнинчех почта уйрăмне килет иккен. Вунă çула яхăн вулать вăл ăна.

«Хресчен сасси» тусĕсем манăн та пур, - тет Надежда Сергеева почтальон пирĕн калаçăва пÿлсе. - Эпĕ, сăмахран, çак ĕçре пилĕк çул вăй хуратăп. Зоя Антоновăпа Зоя Александрова «Тавăшкасси ялĕ», Ирина Ибраева «Тĕнсĕр ялĕ», Юрий Николаев «Антрак» çулсеренех çырăнаççĕ ăна. Ирина вара «Капкăна» та юратса вулать».

Почтальона ырă сăмахпа асăнас килет. Хаçат-журнала халăх патне вăхăтра çитерес тĕллевпе хĕлле йĕлтĕрпе, çулла çуран е велосипедпа çула тухать вăл. Çумăр çăвать-и, çил-тăман улать-и - яланах çул çинче Н.Сергеева.

Наталья Пушкова вара почта сумкине тăхăр çул йăтать. Тавăшкассинчи нумай хваттерлĕ икĕ çурта тата Старак ялне хаçат-журналпа тивĕçтерет вăл. «Хресчен сассине» чи малтан алла тытатпăр эпир», - пĕлтерет почтальон.

Старак ялĕ Тавăшкассинчен 8 çухрăмра вырнаçнă. Кĕрхи-çурхи йĕпе-сапара, хĕллехи тăманра çул çÿреме пĕрре те çăмăл мар. Апла пулин те вулакан ăна кĕтнине лайăх ăнланать Н.Пушкова. Унăн та «Хресчен сассин» çывăх тусĕсем пур. Елизавета Арсентьева, Лариса Андрияновăпа Ирина Соловьева «Старак ялĕ» тата Владимир Герасимов «Тавăшкасси ялĕ» хаçата чылай çул юратаççĕ. «Хĕрарăмсен уявĕ тĕлне çĕнĕ сумкăсемпе тивĕçтерчĕç», - теççĕ почтальонсем хаçат-журналпа тулнăскерсем çине куç ывăтнă май.

Хăйсем вара халь-халь çула тухас лаша пек тапăртатса тăраççĕ. Ара, таврана каç сĕмĕ çапиччен вулакан патне çитмелле-çке вĕсен! Тантăшĕ Елизавета Степанова, ав, хаçат-журнал салатма тухса кайнă та ĕнтĕ.

Тавăшкасси почта уйрăмĕнче «Хресчен сассине» кăçалхи пĕрремĕш çур çулта 83 çемье çырăнса илет. Иккĕмĕш çур çулта туссен йышĕ ÿсессе шанас килет. Çырăнăр, вулăр, пирĕнпе пĕрле пулăр.

В.Петрова.

Мартăн 31-мĕшĕччен йÿнĕрех

Хресчен сасси «индексĕ - 54838» - 200 тенкĕ те 46 пус

Хресчен сасси-Кил «43887» - 87 тенкĕ те 18 пус

Апрелĕн 1-мĕшĕнчен хаклăрах

Хресчен сасси «индексĕ - 54838» - 212 тенкĕ те 46 пус

Хресчен сасси-Кил «43887» - 97 тенкĕ те 38 пус

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика