АУ Чувашской Республики "Издательский дом "Атăл-Волга" Минкультуры ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Таварĕ пур, укçи çук

16 марта 2011 г.

 Эпир, Хĕрлĕ Чутай районĕнчи Тихăнушкăнĕнче пурăнакансем, хушма хуçалăхран куллен сĕт сутатпăр. Пире кашни районта сĕт хакĕ тĕрлĕрен пулни пăшăрхантарать. Красноармейски, Йĕпреç районĕсенче яланах 2-3 тенкĕ хаклăрахпа йышăнаççĕ. Мĕнрен килет çакă, кам улталать пире;

Тихăнушкăнĕнче пурăнакансем.

Ял хуçалăх таварĕн хакĕсем яланах таканари шыв пек вылянса тăни паллă. Хĕлле, чĕр тавар сахалрах чухне, сĕте заводсем хаклăрахпа йышăнаççĕ. Çу енне вара каллех йÿнелсе каять. Хальхи вăхăтра сĕт-çу завочĕсем пĕр литр «шурă ылтăншăн» 13-14 тенкĕрен ытла парасшăн мар. Хĕрлĕ Чутай райповĕ халăхран 11-12 тенкĕпе пуçтарса ăсатать. Тихăнушкăньсем вара уйрăм çынсене - пайтаçăсене сутаççĕ. Хака яланах туянакан палăртать. Тен, вырăнта конкуренци çукки чакарать ăна;

Материала пичете хатĕрленĕ май Красноармейски районĕнчи лару-тăрупа кăсăклантăмăр. Акă мĕн хуравларĕ райпон хатĕрлев кантурĕн директорĕ В.Соколов:

- Хĕрлĕ Чутай енче кăна мар, пирĕн те сĕт йÿнелсех пырать. Тин кăна-ха халăхран литрне 13 тенкĕпе пуçтараттăмăр, халĕ - 12-пе. Мĕншĕн тесен заводсем хака чакарсах пыраççĕ.

Хака пахалăх та витĕм кÿрет. Çĕнĕ оборудовани, сĕт пăрăхĕ вырнаçтарнă хуçалăхсен чĕр таварне заводсем хапăлласах туянаççĕ. Çын алли пырса тĕкĕнмен сĕтĕн пахалăхĕ аван, уншăн тăкакланма та шел мар. Ял çыннисен ун пек условисем çук. Хăшĕ-пĕри куççăнах улталама хăтланни те тĕлĕнтерет. Сĕте мĕн кăна хушмаççĕ-тĕр: шыв, тăвар, сахăр, çăнăх... Вырăнта чĕр тавара йышăннă чухне ултава çийĕнчех çиеле кăларма кансĕр. Пайтаçăсен çакна тĕрĕслеме приборсем çителĕксĕр. Райпора е заводра йăлтах курăнать çакă. Пĕр-пĕрне шанса, тÿрĕ кăмăлпа ĕçлемелле.

Пĕлтĕрхи çулла эпир, Çĕрпÿ районĕнчи Ункăçум, Тури Шурçырма ялĕсенче пурăнакансем, Çĕрпÿри сĕт-çу заводне сĕт парса тăтăмăр. Малтанхи тапхăрта укçипе чиперех татăлса пычĕç. Анчах сентябрьтен йĕркеллĕ тÿлеме пăрахрĕç. Октябрь, ноябрь уйăхĕсенче ячĕшĕн кăна пачĕç. Завод алăкĕ патĕнче темиçе кун шăнса тăнă хыççăн пиншер тенкĕ илтĕмĕр çапах. Чĕр таваршăн укçапа хăçан татăлĕç;

Пенсионерсем.

О.Яндимиркин, Çĕрпÿри сĕт-çу завочĕн директорĕн çумĕ:

- Завод пĕр вăхăтра укçа-тенкĕ енчен йывăрлăха кĕрсе ÿкнипе ял çыннисемпе сĕтшĕн çийĕнчех татăлаймарăмăр. Çав шутра Ункăçум, Тури Шурçырмара пурăнакансем умĕнчи парăм та 18 пин тенкĕ пуçтарăнчĕ. Халĕ лару-тăру лайăхланчĕ. Кăçалхи февральте парăмпа татăлнă. Анчах асăннă ялсенче сĕт сутма пăрахрĕç. Çак кунсенче кăна, икĕ уйăх иртсен, Тури Шурçырмасем малашне те çыхăнса ĕçлессине пĕлтерчĕç.

Эпир халăхран пĕр литр сĕте 15 тенкĕпе пуçтаратпăр. Çĕрпÿ райповĕ, уйрăм пайтаçăсем - 11-12 тенкĕпе. Чăн та, вĕсем укçине çав кунах параççĕ, эпир вара икĕ эрнерен. Мĕншĕн тесен чĕр тавара тирпейлесе суту-илĕве ăсататпăр, вĕсем завода уйăхра пĕр хут кăна укçа куçараççĕ. Мĕншĕн хак пысăкрах; Пирĕн хушша-хуппа кĕрекенсем çук. Халăхпа тÿрремĕн ĕçлетпĕр. Куллен сакăр машина сĕт пуçтарма тухать. Хальлĕхе эпир палăртнă хаках тытса тăратпăр. Çу енне куç курĕ. Мĕншĕн тесен пысăк хакпа туянни тăкака ÿстерет. Иртнĕ çул ноябрьте литрне 17 тенкĕпе те йышăнтăмăр. Анчах кунта тепĕр тÿнтер ен сиксе тухрĕ. Çынсем чĕр тавар ытларах пама тăрăшса сĕте шыв хушма тытăнчĕç. Халăхран ялтах тĕрĕслесе йышăнма тытăнсан кăна шыв хушма пăрахрĕç. Анчах кашнинчех çапла тума вăхăт çук, ĕлкĕрейместĕн, ирĕксĕрех çынсене шанма тивет.

Эпĕ сирĕн хаçата чăтăмсăррăн кĕтетĕп, ял халăхĕ валли ятарласа кăларнăн туйăнать ăна. Чун ыратăвне çырса пĕлтересшĕн сире.

Мĕншĕн-ха хĕвел пурин çине те пĕр пек пăхмасть; Сĕнтĕрвăрри районĕнчи Шĕнерпуç ял тăрăхне тăватă-пилĕк ял кĕрет. Шĕнерпуç, Хурапха, Çичĕпÿрт ялĕсенчи урамсене тасатсах тăраççĕ-ха. Пирĕн Чураш ялĕ патне çити тасатаççĕ. Кăçал хĕл юрлă пулчĕ. Урамсене хÿсе лартиччен раштав уйăхĕнче пĕрре урамри çулсене тасатрĕç. Яла халĕ лашапа та кĕрсе тухма çук. Пушар тухасран, çын сасартăк аптраса ÿкесрен питĕ шикленетпĕр.

Эпир, ял çыннисем, мĕнпе айăпа кĕтĕмĕр-ши; Ял ватăлса пырать, 60-80 çултисем кăна пурăнаççĕ. Вăй питти çынсене шутлама хăрах ал пÿрни те ытлашши. Ĕç çук, укçи çук. Ĕне усрама мехел çитерекенсем сĕт сутса пурнăçа йĕркелесшĕн-ха. Анчах ăна та вырăна çитерме питĕ тертлĕ. Октябрьски райпо пуçтарать, сĕтне февраль уйăхĕнчех йÿнетсе хучĕç. Ĕнисене кăçал усрама йывăррине курах ял çыннисене йывăрлăха кĕртсе ÿкереççĕ. Пуçлăхсем ăнланасшăн мар çакна. Пиртен йÿнĕ хакпа илеççĕ-ха, анчах та сĕт-çуран тăракан апат-çимĕç пĕрре те йÿнелмест-çке.

Е.Иванова. Сĕнтĕрвăрри районĕ, Чураш ялĕ.

Ĕнешĕн - хушма субсиди

Ĕне выльăх тытакансене патшалăх енчен пулăшма шантарнипе документсем пуçтартăмăр. Анчах укçи халĕ те çук. Тата пĕр ĕнешĕн укçи мĕн чухлĕ тивет: пĕр пин е икĕ пин тенкĕ;

Шăмăршăсем.

ЧР ял хуçалăх министерствинчен пĕлтернĕ тăрăх республика бюджетне тÿрлетÿсем кĕртнĕ хыççăн пĕр ĕне пуçне тата тепĕр пин тенкĕ хушма субсиди илĕç. 2010 çулхи декабрь вĕçĕнче республикăна куçнă 109 млн тенке Чăваш Енри ял хуçалăх организацийĕсемпе хушма хуçалăхсене пайласа парĕç. Пирĕн республика çĕршывра кăçалхи январь тĕлне ĕне выльăх йышне упраса хăварма пултарнă 29 регион шутне кĕнĕ. Çавна май çывăх вăхăтра федераци бюджетĕнчен тата 150 млн тенкĕ куçмалла. Ăна та ял хуçалăх организацийĕсемпе хушма хуçалăхсене уйăрса пама пăхнă. Çапла вара ĕне пуçне икĕ пин тенкĕ тивĕ.

Хальхи вăхăтра ЧР ял хуçалăх министерствинче предприятисенчен, халăхран пуçтарнă документсемпе ĕçлеççĕ, укçа куçарса пама хатĕрлеççĕ. Кĕçех субсиди кашни ĕне хуçи патне çитĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика