АУ Чувашской Республики "Издательский дом "Атăл-Волга" Минкультуры ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Нумай ачаллисене пулăшма

11 марта 2011 г.

Чăваш Республикин Президенчĕ М.Игнатьев «Чăваш Республикинче нумай ачаллă çемьесене пулăшу памалли хушма мерăсем çинчен» Указ кăларнă. Ăна Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн председателĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан А.Иванов ăнлантарса парать.

Раççей Федерацийĕн Президенчĕн 2010 çулхи ноябрĕн 30-мĕшĕнче РФ Федераци пухăвне янă Çырăвĕпе килĕшÿллĕн тата Чăваш Республикинчи демографи лару-тăрăвне лайăхлатас тĕллевпе республика президенчĕ Указа алă пуснă, унта нумай ачаллă çемьесене хушма пулăшу кÿме тата вĕсен пурнăç пахалăхне лайăхлатмалли условисем йĕркелеме палăртнă.

Чăваш Республикин 2010 çулхи социаллă пурнăçпа экономика лару-тăрăвне тишкерни иртнĕ çула экономика йĕркеленĕвĕн тата социаллă пурнăçпа экономикăн çирĕп аталанăвне тивĕçтернин тапхăрĕ тесе хаклама май парать. Пĕтĕмĕшле илсен макроэкономикăн тĕп кăтартăвĕсем ÿсни палăрать: 2010 çулта промышленность производствин индексĕ 114,8» «Раççейре – 108,2»» танлашнă, тĕп капитала хывнă инвестицисен ÿсĕмĕ – 122» «Раççейре – 106»», пурăнмалли çурт-йĕр хута ярасси – 102,6» «Раççейре – 97»».

Паян республикăра çемье институтне çирĕплетес тата пулăшас, ача çуратма лайăх условисем туса парас енĕпе нумай ĕç пурнăçланать. Халăхăн сахал тупăшлă категорийĕсен пурăнмалли çурт-йĕрпе çыхăннă çивĕч ыйтăвĕсене татса парас, социаллă çивĕчлĕхе чакарас енĕпе 2008 çултанпа Чăваш Енре коммерци мелĕпе усă курмалли çурт-йĕр строительствин программине ĕçе кĕртеççĕ. Сăмах Чăваш Республикин патшалăхăн пурăнмалли çурт-йĕр фончĕ пирки пырать. Çамрăк çемьесене тата çамрăк специалистсене пысăк çăмăллăхпа ипотека кредичĕ памалли программăсем хатĕрленĕ, вĕсем ăнăçлă ĕçлеççĕ.

Чăваш Республикинче хальхи вăхăтра тытса пыракан патшалăх политикин тĕллевĕ – демографи лару-тăрăвне йĕркелесси, пурнăç пахалăхне, халăх сывлăхне лайăхлатасси. Çемьесенче кĕтнĕ ачасем çуралччăр – çакă пысăк пĕлтерĕшлĕ, çапла пулсан кăна вĕсем ашшĕ-амăшĕн юратăвне, тимлĕхне тивĕçĕç.

Паян çĕр лаптăкĕсен ирĕклĕ суту-илĕвĕн рынокĕнче конкуренци условийĕсем йĕркеленеççĕ. Тĕп вырăнта – çĕр лаптăкĕсен суту-илĕвĕн конкурсĕсен уççăнлăхĕ, вĕсене халăх умĕнче ирттерни. Çакă граждансен тĕрлĕ категорийĕ çурт-йĕр тума тата туянма пултарассине тивĕçтермелли тепĕр утăм пулĕ.

Чăваш Республикинче 18 çулчченхи нумай ачаллă 8 пин ытла çемье. 2011 çулта 2 пине яхăн çемье 3-мĕш е ун хыççăнхи ачисене çуратма палăртать. Анчах çакă та çителĕксĕр. Мĕнпур шайри власть органĕсен тата обществăн тĕллевĕ – ача çуратассине ÿстересси, демографи лару-тăрăвне лайăхлатасси. Çакă халăх йышĕ хăй тĕллĕн ÿсессине тивĕçтерме кирлĕ.

Указа пурнăçланă май Чăваш Республикин нумай ачаллă çемьесене тÿлевсĕр майпа çĕр лаптăкĕпе тивĕçтересси çинчен калакан саккуна йышăнма палăртнă.

Указра пурăнмалли уйрăм çурт, дача тума, хушма хуçалăх йĕркелеме çĕр илес кăмăллă нумай ачаллă çемьесене Чăваш Республикин территорийĕнче çĕр лаптăкĕсемпе тивĕçтерме пăхнă. Çак тĕллевпе патшалăх тата муниципалитетсен харпăрлăхĕнчи çĕр лаптăкĕсемпе усă курмалла. Унсăр пуçне маларах пурăнмалли çурт-йĕр çĕклеме панă, анчах усă курман çĕр лаптăкĕсене явăçтармалли механизмсене хатĕрлĕç.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика