АУ Чувашской Республики "Издательский дом "Атăл-Волга" Минкультуры ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çамрăк тухтăрсене яла илĕртмелле

11 марта 2011 г.

Иртнĕ эрнере ЧР Сывлăх сыхлавĕн тата социаллă аталану министерствин анлă ларăвĕ иртнĕ. Ун ĕçне М. Игнатьев президент хутшăннă. Ларура пĕлтĕрхи ĕç-хĕле пĕтĕмлетнĕ, 2011-2012 çулсенчи тĕллевсене палăртнă.

Сывлăх сыхлавĕн тытăмĕнче 2010 çулта ырă улшăну сахал мар пулнă. Сăмахран, республикăра демографи лару-тăрăвĕ лайăхланнă, медицина пулăшăвĕн пахалăхĕ ÿснĕ. Малтанхи çулхисемпе танлаштарсан çуралакансем ытларах, вилекенсем сахалрах. 2010 çулхи кăтартусем çирĕплетнĕ тăрăх вилĕмĕн 19 сăлтавĕнчен вуннăшĕпе кăтартусем самай пĕчĕкленнĕ. Çынсем ытларах юн çаврăмĕн тытăмĕн «42,7 процент», сывлав органĕсен «8,1 процент» чирĕсемпе, суранланса, наркăмăшланса «15,8 процент» вилеççĕ. Пĕлтĕр республикăра тин çăмăлланнă хĕрарăм вилнĕ пĕр тĕслĕхе те шута илмен. Пĕчĕк виçепе çуралнă ачасене сыхласа хăварас енĕпе те çитĕнÿсем палăраççĕ. Медицинăн çĕнĕ меслечĕсемпе усă курнăран, сиплев юхăмне пысăк технологисене кĕртсе пынăран тĕрлĕ чирпе нушаланакансене пулăшу ытларах пама май килнĕ.

Ларăва хутшăннисем сывлăх сыхлавĕн тытăмĕнче информацин çĕнĕ хатĕрĕсемпе анлăрах усă курмаллине палăртнă.

Электрон «регистрацийĕн тытăмне хута ярас енĕпе чылай çул каялла ĕçлеме пуçланă пулин те вăл пур çĕрте те туллин хута кайман-ха. Сăмахран, республикăри сакăр тĕп больница ку енĕпе юлса пырать. Çакăн сăлтавĕ «тĕп тухтăрсен ÿркенĕвĕ тата администрацин явапсăрлăхĕ» тесе палăртнă прези­дент. Кăçалхи июлĕн 1-мĕшĕ тĕлне электрон карттисене ĕçе кĕртмеллине асăрхаттарнă.

«Икĕ çулта пĕрремĕш пулăшу парассине чылай лайăхлатма, пысăк технологиллĕ медицинăна республикăра пурăнакан кашни çын патне çитерме тивĕç. Çакă муниципалитетсенче медицина, демографи лару-тăрăвне лайăх енне улăштарасси куç кĕрет», – тенĕ Михаил Васильевич.

И.Н.Ульянов ячĕллĕ ЧПУ медицина факультечĕн деканĕ Д.Марков сывлăх сыхлавĕн тытăмĕ валли специалистсем хатĕрлес ĕç-хĕлпе паллаштарнă, кăçалхи сентябрь уйăхĕнчен студент-фармакологсене вĕрентме пуçласси çинчен пĕлтернĕ.

Çамрăк специалистсене яла илĕртмеллине те палăртнă президент. «Ялта ĕçлекен специалистсене патшалăх пулăшать. Вĕсем валли федерацин «Ялăн 2012 çулчченхи социаллă аталанăвĕ» тĕллевлĕ программа ĕçлет, çурт лартакансен тăкакĕсене 70 процент таран саплаштарать. Власть органĕсен вăйĕсене пĕрлештермелле. Чăваш Ен – экологи тĕлĕшĕнчен таса регион. Сывлăх сыхлавĕн тытăмне аталантарма сахал мар укçа уйăраççĕ. Кашни район пуçлăхĕн ку енĕпе хастартарах ĕçлемелле. Тĕслĕхрен, паянхи пурнăçпа килĕшсе тăракан пысăк технологиллĕ хатĕр туянма пулать. Чи кирли çапах та – пуян опытлă, пысăк ăсталăхлă медицина ĕçченĕсем ытларах пулни».

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика