11 марта 2011 г.
Ыр кăмăллăх марафонĕ пуçланнăранпа сăваплă ĕçе Патăрьел районĕнчи 29 предприятипе учреждени хутшăннă. Унăн счечĕ çине Юхма енĕн хастар çыннисем 83030 тенкĕ хывнă. Чи малтанах ку енĕпе район администрацийĕн, халăха социаллă хÿтлĕх паракан, районти шалти ĕçсен пайĕсен тата «Булат» пĕрлешĕвĕн ĕçченĕсем ырă тĕслĕх кăтартнă. Район администрацийĕ ытти учрежденипе предприяти ертÿçисене те çак пархатарлă ĕçе хутшăнма чĕнсе каланă. «Тĕнчене ырăрах тума пирĕн вăй-хал çителĕклех», – теççĕ Патăрьелсем.
Чăваш патшалăх пукане театрĕ те ыр кăмăллăх акцийĕнчен юлмасть. Çавна май артистсем Шупашкарти тата Çĕнĕ Шупашкарти социаллă реабилитаци центрĕсенчи сусăр ачасем валли Н.Шуваловăн «Заяц, Лиса и Петух» спектакльне кăтартнă. Юмах курма шăпăрлансем ашшĕ-амăшĕпе пынă.
Асăннă спектакль сцена çинче 20 çула яхăн «пурăнать». Çапах та ачасем ăна кăмăлласах пăхаççĕ. Вăйă-спектакле куракансем те хутшăнма пултараççĕ. Çавăнпа та вăл пĕчĕк туссене ытларах килĕшет.
Сăмах май, Чăваш патшалăх пукане театрĕ ыр кăмăллăх марафонне кашни çулах хастар хутшăнать, ачасене тĕрлĕ спектакльпе савăнтарать.
В.Петрова.