10 марта 2011 г.
Хушма хуçалăх - хушма тупăш
Муркаш районĕнчи Çатракасси ял тăрăхĕнче виçĕ пине яхăн çын пурăнать. Вĕсене канма, ĕçлеме условисем çителĕклех темелле: тĕслĕх библиотеки, клуб, шкул, ача-пăча сачĕ... «Свобода», «Моргаушкорм» предприятисем те ура çинче çирĕп тăраççĕ. Унччен К.Иванов ячĕллĕ хуçалăх та пулнă-ха, шел, панкрута тухнă. Ялти вăй питтисем тахçанах Мускава, Çурçĕре çул хывнă. Пысăк укçана хăнăхнăскерсене вырăнти шалупа «уйăхне вăтамран 5-8 пин тенкĕ» илĕртеймĕн. «АПК аталанăвĕ» наци проекчĕ хута кайни лару-тăрăва улăштарма тытăнни сисĕнет. Çынсем çемьерен аякра ĕçлесе çÿремесĕр, вырăнтах тупăш тумалли майсем шыраççĕ. Юлашки вăхăтра хушма, фермер хуçалăхĕсем аталанса вăй илеççĕ. Ку тăрăхри хушма хуçалăхсен 30 проценчĕ çăмăллăх кредичĕпе усă курнă.
- Илес текенсем татах пур, анчах тупăш çитеймест вĕсен. Поручительсем тупма та кансĕр. Нумайăшĕн вара унчченхи кредитăн тÿлев вăхăчĕ те тухман-ха, - пĕлтерет Çатракасси ял тăрăхĕн ертÿçи Ю.Кожевников. - Эпĕ те акă трактор туянса юлтăм. Унсăр çĕр ĕçĕнче йывăр.
Ÿркенмесен, вăй хурсан ялта та ытлă-çитлĕ пурăнма пулать-мĕн. Очăкассинчи Грачевсен акă пилĕк ĕне, вăкăрсем. Груз турттармалли машина туяннă хыççăн кÿршĕсене те сĕт сутма пулăшаççĕ. Чĕр тавара кил хуçи хăех завода ăсатать. Шупуçĕнчи Максимовсен те картиш тулли выльăх-чĕрлĕх. Аш-какай, сĕт сутни çемьешĕн хушма тупăш. Ун пеккисем пайтах.
- Ял тăрăхĕнчи 1041 хуçалăхра 628 ĕне шутланать, - теççĕ Çатракассисем. - Пĕлтĕрхинчен 12 пуç сахалрах ĕнтĕ. Çапах çур енне кăтарту лайăхланмалла.
- Ку тапхăрта шăпах выльăх апачĕ пĕтсе пырать мар-им;
= Пирĕн енне Чулхула облаçĕнчен утă-улăм сутма килсех тăраççĕ. Малтанах вăл хаклăччĕ, 450 кг таякан утă чĕркемне 1500 тенкĕпе те сĕнчĕç. Çынсем апатсăр юласран хăраса туянчĕç, халĕ ытлашши илсех каймаççĕ. Çавăнпа унăн хакĕ те чакрĕ. Тырă сутакансем те пур. «Свобода» хуçалăх ял çыннисене выльăх апачĕпе тивĕçтерме тăрăшать.
Çĕр, шыв... - ыйтăвĕ пайтах
К.Иванов ячĕллĕ хуçалăх арканнă май ĕмĕртен акнă-лартнă лаптăксем пушанса юлнă. Халĕ вĕсене «Удача» пĕрлешĕве, Никитин, Максимов фермерсене арендăна панă. Усă курмасăр выртакан çĕрсене илес текенсем татах пур. Пай çĕрĕсен «1,28 гектар» хуçисене палăртса харпăрлăха куçарассине вĕçлейменнипе йывăртарах ку енĕпе.
- Усă курман, хуçасăр çĕрсене пĕлтерÿ урлă сутасшăн, - пĕлтереççĕ ял тăрăхĕнче. - Территоринче ял хуçалăх пĕлтерĕшлĕ çĕр 2500 гектар, çав шутран 1500-ĕшĕ халăхăн шутланать. Çавăнпа ăна татса памаллах.
Шыв ыйтăвĕ те çивĕч тăрать. Пăрăхсем киввипе час-часах юрăхсăра тухаççĕ. Пĕлтĕр вара çу кунĕсенче колонкăсем типпе юлнă. Çынсем таса шывпах пахча çимĕç шăварма тытăннипе çитми пулнă вăл. Халăхпа калаçса ăнлантарсан та лару-тăру ытлашши улшăнман. Мĕншĕн тесен çывăхри пĕчĕк пĕвесем те типсе ларнă.
- Пахча çимĕç шăварма пĕве шывне укçалла турттарма тиврĕ, _-теççĕ ял çыннисем, - ĕçме те аякран кÿрсе килтĕмĕр.
Шывсăр тертленнĕ хыççăн тинех юшкăнпа тулнă пĕвесене, çăлсене тасатма-юсама пикеннĕ.
- Очăкассинчи шыв башнине те çĕнетмелле. Тахçанах юрăхсăра тухнă. Ăна валли 400-500 пин тенке яхăн кирлĕ. Вырăнти бюджетшăн пысăк укçа. Тата насуссем те çĕмĕрĕлсех тăраççĕ. Çавăнпа çăлсене манăçа кăлармалла мар, - сăмахлать Юрий Алексеевич. - Пĕлтĕрхи çанталăк çакна аван кăтартрĕ.
Арканнă хуçалăх пурлăхĕ шутланнă ултă шыв башни халĕ никамăн та шутланмаççĕ. Вĕсене ял тăрăхне куçарасшăн. Тăкак ÿсет, анчах мĕн тăвăн;
Пĕлтĕрхи шăрăх çу пушар хăрушсăрлăхне те вăйлатма хистенĕ. Социаллă объектсене пушар сÿнтермели хатĕрсемпе тивĕçтернĕ. Çынсем çĕрĕпех тенĕн черетпе хурал тăнă. Çывăхри вăрмансене те сыхланă. Инкек вара пач урăх çĕртен сиксе тухнă. Пĕр лăпкă кун уйрăм хуçалăх шартлатса çунма тытăннă.
- Çурт-йĕр, хуралтăсем хыпса илчĕç, халăх вара, çухалса кайнипе-и, хускалмасăр пăхса тăрать. Хытах кăшкăрнă хыççăн тинех чупкалама тытăнчĕç. Анчах пурлăха çăлаймарăмăр, çапах вут-çулăма тек сарăлма памарăмăр. Çынсем килĕсенчи пур-çук шывне çĕклерĕç, пушар сÿнтерчĕç. Пĕлтĕр икĕ хут пушар тухрĕ пирĕн тăрăхра. Юрать пушар машини те юнашарах. Ăна «Свобода» хуçалăхпа тытса тăратпăр, - пĕлтерет Ю.Кожевников.
Пирĕн яла пырса кĕрсен
Яла пырса кĕрсен мĕн куç умне ÿкет; Паллах, тирпейлĕх, илемлĕх. Таса мар, ăптăр-каптăр сапаланса выртакан урамсенче чаплă çуртсене те асăрхамастăн. Темшĕн керменĕсем те çÿп-çаппа тулнăн туйăнать.
- Кил тĕрĕшĕнчи тасамарлăха урама, çырмасене пăрахассинчен ниепле те хăпаймастпăр, - теççĕ яваплă çынсем. - Çÿп-çапа миххе тултарса машинăпа тиесе ярассине йĕркелерĕмĕр. Çапах çуртсем умне строительство материалĕсем, вут-шанкă тултарсах тăраççĕ. Ял уявĕсем ирттерни хăтлăх кÿме пулăшать-ха, анчах вăхăтлăха кăна.
Урамсене такăр çулсем те илемлетеççĕ. Шел, хальлĕхе ку енĕпе йывăртарах. Ял тăрăхĕ урамсенчи çулсене йĕркене кĕртессипе çанă тавăрсах ĕçлеме пикеннĕ-ха. Анчах тĕнчери кризис вара ĕмĕте аркатнă. «Вырăнти бюджетпа кăна çакна тăваймăн. Проекчĕсем тахçанах хатĕр ĕнтĕ. Вак чулпа сарсан та аванччĕ, - теççĕ кунта, - кăçал пĕр урама такăр çул çитĕ-и?»
Укçа хĕсĕккине пăхмасăр «2012 çулччен яла социаллă аталантарасси» программăпа Çатракасси тăрăхĕнче ĕçлесе пурăнакан çамрăк çемьесене, специалистсене, граждансене те пулăшма май тупаççĕ. Иртнĕ çул унпа иккĕн усă курнă, çурт-йĕр çавăрма субсиди илнĕ. Кăçал та çак тĕллевпе 210 пин тенкĕ ытларах пăхса хăварнă. Çакă çамрăксене тăван енрех тĕпленсе тымар яма пулăшасса иккĕленмеççĕ. Пĕлтĕр акă 38 ача хушăннă. Эппин, ялăн малашлăхĕ пур.
- Çамрăксем, хулара ĕçлесе пурăнакансем, вĕренекенсем ялта çĕр уйăрса пама ыйтаççĕ, çурт-йĕр çавăрасшăн. Тем тесен те ялта лайăхрах. Апат-çимĕçĕ хамăрăн, уçă сывлăш, ирĕклĕ. Ÿркенмесен ĕçне те тупма пулать, - пĕтĕмлетет Юрий Алексеевич.