10 марта 2011 г.
Патăрьел районĕнчи Алманчă ял тăрăхĕ иртнĕ çул республика конкурсĕнче çĕнтерсе «Чи лайăх ял тăрăхĕ» ята тивĕçнĕ. Виçĕм çул вара вĕсем яллă вырăнта ĕçе чи лайăх йĕркелес тĕлĕшпе ирттернĕ ЧР экономикăпа суту-илÿ министерствин конкурсне хутшăнса пин çын таран пурăнакан ялсем хушшинче мала тухнă. Тăрăшуллă ял-йышăн ĕçĕ-хĕлĕпе, пурнăçĕпе паллашма çула тухрăмăр.
Ашĕ сĕтеклĕ, тĕкĕ çемçе
Çанталăк çур енне кайсанах хресчен чунĕ вăркама пуçлать: ака-суха тумалла, чăх-чĕп ĕрчетмелле, выльăх-чĕрлĕхе уй-хире кăлариччен утă-улăма перекетлемелле. Çапла çурхи кун çулталăк тăрантарать тени тĕрĕсех. Хĕлле аш-какай çиес тесен çуркунне вăй хумалла. Шăпах çак тĕллевпе кун кунлаççĕ Алманчăсем. Кунта хур-кăвакал усрама кăмăллаççĕ. Шыв кайăкĕсем валли кÿлĕ те çителĕклĕ. «Çулла çырма тулли шап-шурă хур-кăвакал, - тет ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Г.Фомин. - Пĕлтĕр тăватă кÿлĕ чаврăмăр, шыв та аванах тухрĕ».
Хăш-пĕр çемье районти инкубатортан 50-шар е ытларах та чĕпĕ туянать. Вĕсене çитĕнтерсе сутать, тупăш илет. Хĕл умĕн аш хакĕ ÿсет-çке. Ăна илме Хусантанах килеççĕ иккен. Унсăр пуçне тÿшек-минтер валли мамăк пек çемçе тĕкĕ юлать. «Ашĕ те сĕтеклĕ, шÿрпи те тутлă, - теççĕ Алманчăсем. - Чăваш йăлине пăрахмастпăр эпир. Кашни ĕçке-çикех хурпа каятпăр, пĕр-пĕрне сăйлатпăр».
Кайăк-кĕшĕк ĕрчетни тупăшлă пулнине палăртрĕç ентешсем. «Çăвĕпех курăк çиеççĕ, пĕверен тухма пĕлмеççĕ. Иртнĕ çул тĕш тырă сахалрах тивнĕ пулсан та хур-кăвакал ĕрчетекен чылай пулнă Алманчăра. Акă Р. Петрова 50 хур çитĕнтернĕ. А. Петрова, сакăр вунă çулта пулин те, унран кая юлман. Ĕне те усрать вăл, укçа-тенкĕ çитменрен мар, выльăх-чĕрлĕхпе калаçса чунне йăпатать ватă. «Вăй-хал пур чухне кĕрĕк арки йăваласа лараймастăп», - тет вăл.
Выльăх-чĕрлĕх тупăш парать
Ытти çĕрти пекех кунта та выльăх-чĕрлĕх усраса тупăш илме тăрăшаççĕ. «Чылайăшĕ вăкăр тытаççĕ, - паллаштарать ял халăхĕн ĕçĕ-хĕлĕпе Георгий Михайлович. - Çуркунне Тутарстанран е Чĕмпĕр тăрăхĕнчен çамрăк вăкăрсем сутма килеççĕ. Ял-йыш хаваспах туянать вĕсене, хĕл каçарать. Каярахпа вара - сутать».
Выльăх-чĕрлĕхпе çеç мар, çĕрпе усă куракансем те пур. Акă Н.Павлов фермер 12 гектар çĕр лаптăкĕ çинче иртнĕ çул çĕр улми те, хăяр-помидор та тухăçлă çитĕнтернĕ. Шăрăх çанталăкра Çÿлти Турă çумăр ярса парасса кĕтмен вăл, пахча çимĕçе çывăхри пĕверен шăварнă. Тăрăшни сая кайман. Купăстапа пăрăç та самаях тупăш панă. Ял халăхне пахча çимĕç те, çĕр улми те сутнă фермер.
Ватăсем те çамрăксенчен юласшăн мар иккен. Л.Васькин, çичĕ теçеткерен иртнĕскер, ыхра çитĕнтерме кăмăллать. Юратни çеç те мар, çак енĕпе ăнăçлă ĕçлет вăл. Тивĕçлĕ канăва тухичченех колхозра вăй хунăскер халĕ те çĕр ĕçĕсĕр пурăнаймасть. Ахальтен мар хăй вăхăтĕнче ăна «Чăваш Республикин ял хуçалăхĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ» ята парса чысланă. Васькинсем паян икĕ ĕне тытаççĕ, хурт-хăмăр ĕрчетеççĕ.
Хушма хуçалăха аталантарма Алманчăра пĕлтĕр 25 çемье çăмăллăх кредичĕ илнĕ. «Ытларахăшĕ унпа карта-хуралтă çавăрать, выльăх-чĕрлĕх ĕрчетет, - пĕлтерет Г.Фомин. - Кăçал çулталăк пуçланчĕ çеç-ха, апла пулин те вунă çемье патшалăх пулăшăвне илме кирлĕ справкăсем тăратрĕ».
Хушма хуçалăха аталантарма çăмăллăх кредичĕ илессипе асăннă ял тăрăхĕ районта пиллĕкмĕш вырăн йышăннине палăртрĕ ертÿçĕ.
Пĕри - Мускава, тепри - Сочине
Çамрăксем яла юлманнине вырăнта ĕç çуккипе сăлтавлаççĕ. Вăл тупăнать-ха, укçа-тенкĕ ĕçлесе илме май çук тени тĕрĕслĕхпе тÿр килет. Çавăнпа та вăй питти арçынсем çемйисене тăрантарас тĕллевпе ют çĕре ĕçлеме каяççĕ. Сочине, Олимп вăййисем валли объектсем тунă çĕре, каякан та чылай. Çын кĕсйинчи укçана шутлама хушман пулин те ютран нухратпа таврăнакансем ачи-пăчи валли тĕп хулара пурăнмалли кĕтес туяннине пĕлтерчĕç. Çапла вара ашшĕ-амăшĕ тĕпренчĕкне ялтан «хăвалать». Хăйсем те ĕмĕрĕпех пилĕкĕсене авса пурăннăран-и ачи-пăчине ырлăх парнелесшĕн пулĕ. Çав вăхăтрах ял пушанса юлать-çке. Çамрăксăр, ача-пăчасăр унăн илемĕ те, малашлăхĕ те çук. Туратсăр хăрăк йывăçпа тан вăл. Пултаруллă та маттур çамрăк çемьесене вара çурт-йĕр çавăрма патшалăх та пулăшать. Ятарлă программа тăрăх федераци, республика тата вырăнти бюджетсенчен укçа-тенкĕ уйăраççĕ. Ял тăрăхĕнче ку пулăшупа иртнĕ çул икĕ çемье усă курнă. Яла аталантаракан хастар çемьесем черетре татах та пур-ха. Алманчăн малашлăхĕ вара шăпах вĕсенче.