10 марта 2011 г.
Республикăри прокуратура органĕсем куçман пурлăх прависене регистрациленипе, çавăн пекех кадастр ĕçне-хĕлне, çĕрĕн патшалăх мониторингне, геодезипе картографи çинчен йышăннă федераци саккунне мĕнле пурнăçланине тĕрĕслеме тытăннă. Саккуна пăснă тĕслĕхĕсем палăрсан хула тата район прокуратурине е Шупашкара «хĕрÿ телефонпа» шăнкăравласа пĕлтерме ыйтаççĕ. Унăн номерĕ: «8352» 39-20-66.
Ейÿрен хÿтĕленме
Çуркунне, шыв-шур тапхăрĕнче, Çĕрпÿ районĕ час-часах инкеке кĕрсе ÿкет. Çавал сарăлса ялсенех çитет. Кăçал юр нумай, çĕрте нÿрĕк çителĕклех. Эппин, çырма-çатра шывпа лаках тулĕ. Кăткăс лару-тăрăва шута илсе район администрацийĕ çумĕнче çурхи ейÿрен сыхланма комисси йĕркеленĕ, умри ĕçсене палăртнă. Тĕп вырăнта _ гидротехника сооруженийĕсене, пĕвесене, кĕперсене, ейÿ инкек кăтартма пултаракан ытти вырăна хÿтĕлесси, халăха пулăшасси. Хула-ял тăрăхĕсем çынсене эвакуацилеме транспорт, укçа, вырăн хатĕрлеççĕ. Шар тÿснисене Çĕрпÿ больницине вырнаçтарĕç. Çанталăк кунран кун ăшăтса пыни комиссие ĕçе хăвăртлатма хистет.