10 марта 2011 г.
«Раççей ял хуçалăх банкĕ» уçă пĕрлешÿ «ун устав капиталĕ 100 проценчĕпех патшалăх аллинче» тепĕр финанс çăмăллăхне - унччен коммерциллĕ кредит организацийĕсенче илнĕ потребитель кредитне рефинанслассине - хута кĕртет. Специалистсем çак çăмăллăхпа хулара е ялта пурăнакансем анлă усă курма тытăнасси пирки иккĕленмеççĕ.
Унччен пысăк процентпа илнĕ кредитсем кĕсьене пушатса хăварни паллă. Çакă банк проценчĕн ставки пысăк пулнă тапхăрта кредит илнипе е çын кредит договорĕн условийĕсене йĕркеллĕ ăнланса çитменнипе те çыхăннă. Патшалăхăн Раççей ял хуçалăх банкĕ унчченхи пысăк процентлă парăма çĕнĕрен пайталлă кредит илсе татма сĕнет.
Пайталлă условипе çĕнĕ кредит илсен унчченхи парăмпа татăлса çемье бюджетне перекетлетĕр. Çĕнĕ кредит пирки тĕплĕнрех Раççей ял хуçалăх банкĕн çак телефонĕпе ыйтса пĕлме пулать: «8 352» 66-22-06.