10 марта 2011 г.
Хальхи пурнăç рынок йăли-йĕркипе çыхăнса пынă май пур çĕрте те суту-илÿ анлăн сарăлса кайрĕ. Хуласенче çеç мар, ялсенче те уйрăм çынсен лавккисем уçăлаççĕ.
Иртнĕ кунсенче акă Элĕк районĕнчи Мăн Ямашра та апат-çимĕç лавкки хута кайрĕ. Пысăках мар çĕнĕ çурта Шупашкартан турттарса пынă. Ку лавкка Мăн Ямашпа Яккушкăнь ял çыннисене те тивĕçтерĕ, çавăнпа пĕрлех виçĕ «Элĕк, Хĕрлĕ Чутай, Етĕрне» район чиккинчи кÿршĕсене те хаваспах кĕтсе илĕ.