04 марта 2011 г.
•Каччă чей чашкине хĕррипе танах тултармасан ăна хулăн туталлă арăм лекет тенĕ.
Сăмах май, чей сахал ярса паракан çын ĕмĕр тăршшĕпех çитмен пурнăçпа пурăнать тени те пур.
•Туп-тулли яракансем вара укçа-тенкĕ тĕлĕшĕнчен йывăрлăх курмаççĕ.
•Енчен те çын чей е заварка тăкса ярсан – мĕнле те пулин кĕтменлĕх пуласса.
Хĕр хăй çине чей тăкса яни – часах венчет çĕрри тăхăнасса.
•Чей çинчи хăмпăсем чуп тумалли самант çывхарасса систереççĕ.
•Кружкăна чей пĕрчи лекни – хăна килессе, тупăша е çĕнĕ хыпара.
•Чей пĕрчи мăшăрсăр пулни – япăха, мăшăрли – лайăха.
•Ватта юлас мар тесен хĕрĕн чейнике сăмсипе кăмака е стена еннелле лартмалла мар.
•Арçынпа хĕрарăм пĕр харăс чей ярсан вĕсен ача пулать.
•Кашăк янă кружкăпа чей ĕçсен укçа пулмасть.