АУ Чувашской Республики "Издательский дом "Атăл-Волга" Минкультуры ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » «Ачалăх ячĕпе, ачалăхшăн»

04 марта 2011 г.

Ыр кăмăллăх марафонĕн счечĕ кунсерен пуянланать. Йывăр шăпаллă ачасене пулăшас текенсен йышĕ ÿсни савăнтарать. Аслисемпе пĕрлех шкул ачисем те сăваплă ĕçе хутшăнаççĕ. Çакă вара, чăн та, ырă тĕслĕх. Акă Елчĕкри вăтам шкулти 11-мĕш класра вĕренекенсем – «Пуласлăха – малалла» волонтер юхăмĕн хастарĕсем – сывă пурнăç йĕркине пропагандăлас тĕллевпе салари «Солнышко» ясли-садра пулнă, шăпăрлансемпе сывлăх урокĕ ирттернĕ. Çамрăксем ясли-сада пушă алăпа пыман, пĕчĕк тусĕсене канцеляри хатĕр-хĕтĕрĕпе савăнтарнă.

Улатăр тăрăхĕнче те марафона чи хастар хутшăнакансем – вĕренÿ учрежденийĕсен коллективĕсем. Çак енĕпе чи маттуррисене палăртса хăварма кăмăллă: Первомайскинчи, Стемасри, Алтышевăри вăтам шкул коллективĕсем. Ял учителĕсем ыр кăмăллăх марафонĕн счечĕ çине 22 пин тенкĕ ытла куçарнă. Çамрăк ăрăва ăс-тăн панисĕр пуçне ырă тĕслĕх те кăтартаççĕ вĕсем.

Шупашкар районĕнче те сăваплă ĕçе хутшăнакансем йышлансах пыраççĕ. Мартăн 15-мĕшĕнче Кÿкеçри культура çуртĕнче марафонăн пĕрремĕш тапхăрне савăнăçлă лару-тăрура хупĕç. Çавна май кунта концерт йĕркелеççĕ. Пухăннă укçа-тенкĕпе вара чирлĕ ачасене сыватма, инвалид ачасем валли медицина аппарачĕсем туянма тата тăлăхсене, чухăн çемьесене социаллă пулăшу пама усă курĕç.

В.Петрова.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика