АУ Чувашской Республики "Издательский дом "Атăл-Волга" Минкультуры ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пенсин пухăнакан пайĕ

04 марта 2011 г.

Пенсин пухăнакан пайĕ

Иртнĕ çул Чăваш Республикинче 42 пин ытла çын пенсин пухăнакан пайне ăçта тытассине пĕлтернĕ.

Заявлени çыракансенчен 39 пинĕшĕ «93,6 »» патшалăх тытăмне кĕмен пенси фончĕсене суйласа илнĕ.

Патшалăхăн шутланман фондран Раççей пенси фондне 2 пин ытла çын «5,2»» куçнă, 534 çын пухăнакан укçине управляющи компанисене шанса панă.

Страхлав взносĕ тÿлекен кашни çыннăнах хăйĕн пулас пенсине пухма ирĕк пур. Вĕсем 1967 çулхисем тата çав çулран çамрăкраххисем, çавăн пекех патшалăхăн хушма укçа «софинансировани» программине кĕнисем.

Управляющи компанине е патшалăхăн тытăмне кĕмен пенси фондне суйласа илни çинчен çулсеренех декабрĕн 31-мĕшĕнчен кая юлмасăр пĕлтермелле. Çакна тума Раççей пенси фончĕн кирек хăш управленине те пыма юрать.

Амăшĕн капиталĕпе çурт-йĕре лайăхлатма

Çулталăк пуçланнăранпа Чăваш Енре 25 çемье амăшĕн капиталне строительство организацийĕсене «подрядчиксене» явăçтармасăр хăйсен вăйĕпе çурт тума, тĕпрен юсаса çĕнетме, çавăн пекех туса лартнă çурт тăкакĕсемшĕн компенсаци илме заявлени çырнă.

Ача виçĕ çул тултарсанах çурт-йĕре лайăхлатма заявлени çырма юрать. Амăшĕн капиталне 2 уйăхран кая юлмасăр куçараççĕ.

Çурт тума тата тĕпрен юсаса çĕнетме укçана икĕ тапхăрпа куçараççĕ. Укçан çуррине строительство ĕçĕсене пуçлама çĕр пурри тата çурт тума ирĕк пани çинчен документ тăратсан параççĕ. Çурта тĕпрен юсаса çĕнетес тенĕ чух та çурт докуменчĕсене тăратмалла. Укçан иккĕмĕш пайне пĕрремĕшне илнĕренпе 6 уйăх иртсен, тĕп ĕçсене тунине çирĕплетсен, куçараççĕ.

Туса лартнă çуртшăн е тĕпрен юсаса çĕнетнĕ чух курнă тăкаксемшĕн тÿлекен компенсацие пĕр хутчен куçараççĕ. Анчах кунта çакна шута илмелле: çурт сирĕн харпăрлăха 2007 çулхи январĕн 1-мĕшĕ хыççăн куçнă пулсан кăна укçа уйăраççĕ.

2011 çултан амăшĕн капиталĕн укçи 365 пин те 698 тенкĕ те 40 пуспа танлашать.

Патшалăх награди мар

Хăй вăхăтĕнче мана Чăваш Республикин промышленность, энергетика тата транспорт министерствин Хисеп грамотипе чысланă. Мĕншĕн халĕ уншăн «Чăваш Республикин ĕç ветеранĕ» ята памаççĕ;

В. Николаева. Канаш районĕ.

Шел пулин те, Чăваш Енри кирек епле министерствăран панă Хисеп грамоти Чăваш Республикин патшалăх награди шутланмасть, çавăнпа «Чăваш Республикин ĕç ветеранĕ» ята илме ирĕк çук.

 

 

 

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика