04 марта 2011 г.
Ачасен сăмсине кунне икĕ хутчен интерферон тумлатмалла. Çитĕннисемшĕн ремантадин аван – ăна 15 кунччен 50-шар мг ĕçмелле. Е кунне 2 хутчен – 1,5 таблетка дибазол.
Карланкăна кунне 6-8 хутчен эмел курăкĕн «ромашка» е календула настойĕпе чÿхемелле. Шăнăр курăкĕн «подорожник» çулçи çăра сурчăка хăпма пулăшать.
Гриппа чирленĕ çынпа калаçиччен маска тăхăнмалла, анчах та кашни 4 сехетрен ăна улăштарса тăмалла.
Чирлĕ çын выртакан пÿлĕме кашни кунах çумалла, уçăлтармалла. Килте кварц лампи пулсан пÿрте кварцлани те пăсмасть.
Хура хурлăханпа шăлан çырлин «шиповник» чейĕнче юн тымарĕсене çирĕплетекен С витамин нумай. Суханпа ыхрара вируса пĕтерекен веществосем пур. Гигиенăна пăхăнмалла: шăлсене тасатни те çăвар ăш-чиккинчи вируссене пĕтерет.