04 марта 2011 г.
Чăваш Ене Раççей Президенчĕн федерацин Атăлçи округĕнчи полномочиллĕ представителĕ Григорий Рапота килсе кайнă. Вăл Чăваш Республикин Президенчĕпе Михаил Игнатьевпа тĕл пулнă. Михаил Васильевич ăна республикăн 2010 çулхи социаллă пурнăçĕпе тата экономика аталанăвĕпе паллаштарнă.
Г.Рапота строительство сферинчи ĕç-хĕле лайăх хак панă, отраслĕн малашлăхĕпе интересленнĕ.
Тĕл пулура Чăваш Республикипе федерацин Атăлçи округĕнчи социаллă пурнăçпа экономика аталанăвĕн ытти ыйтăвне сÿтсе явнă.
Григорий Рапотăпа Михаил Игнатьев Правительство çуртĕнче «Федерацин Атăлçи округĕн аталанăвĕн Стратегине пурнăçа кĕртесси тата Чăваш Енĕн çак тапхăрти социаллă пурнăçпа экономика аталанăвĕ» ыйтупа йĕркеленĕ канашлăва хутшăннă.
Г.Рапота РФ Регионсен аталанăвĕн министерстви федерацин Атăлçи округĕн аталанăвĕн Стратегине хатĕрленине пĕлтернĕ. Ку документра округри кашни регионăн экономика вăй-хăватне тата уйрăмлăхне палăртнă, хак панă. Григорий Алексеевич унта Чăваш Республики пирки мĕн çырнине те вуласа панă. Чăваш Ен экономики инноваци аталанăвĕпе тата пысăк технологиллĕ производствăпа уйрăлса тăрать. Акă Çĕнĕ Шупашкарта хĕвел модулĕсем кăларакан завод тăваççĕ. Унти лаптăксем хатĕрпе пĕрех ĕнтĕ, кирлĕ оборудование туяннă – ăна çывăх вăхăтрах вырнаçтарма пуçлĕç. «Эпир Стратегире палăртнă мероприятисене пурнăçлама тытăнăпăр, çакă федерацин власть органĕсене витĕм кÿме май парать, уйрăмах пулăшу ыйтма тивнĕ чухне», – тенĕ Г.Рапота. Михаил Игнатьев федерацин Атăлçи округĕн Стратегине тишкернине, вăл кăларса тăратакан тĕллевсем уçăмлă пулнине каланă. «Чи кирли – патшалăхăн пысăк технологиллĕ производствăна инвестицисем явăçтарассипе çыхăннă политики, пысăк квалификациллĕ специалистсем хатĕрлесси. Ку – халăх пурнăçĕн пахалăхне тата шайне лайăхлатма май паракан меслет», – тенĕ.
Г.Рапота çамрăк кадрсем тăван тăрăха юлма тăрăшнипе тăрăшманни çинче те чарăнса тăнă.
ЧР Министрсен Кабинечĕн председателĕн çумĕ – ЧР экономика аталанăвĕн, промышленность тата суту-илÿ министрĕ Иван Моторин 2010 çулта республикăн социаллă пурнăçпа экономика аталанăвĕн чылай кăтартăвĕ лайăхланнине пĕлтернĕ. Шел, ял хуçалăхĕнче палăртнă тĕллевсене пурне те пурнăçлайман – ку, паллах, пĕлтĕрхи шăрăх çанталăкпа çыхăннă. Чăваш Ен РОСНАНОпа çыхăнса ĕçлесси пирки темиçе килĕшÿ тунă, патшалăх корпорацийĕ регионăн темиçе проектне ырланă. «РусГидро», «РЖД» АУОсемпе, «Росатомпа» тунă килĕшÿсем те республика аталанăвне ырă витĕм кÿмелле.
Г.Рапота республика ял хуçалăхĕн аталанăвĕ валли мĕн чухлĕ дотаци илнипе, пурăнмалли çуртсенчен миçе проценчĕ авари лару-тăрăвĕнче пулнипе, çар çыннисене хваттерпе тивĕçтерес ĕç епле пынипе, кăçал спорт тата культура объекчĕ миçе уçма хатĕрленнипе кăсăкланнă. Канашлура çавăн пекех картишсенчи çулсене юсассипе, автомагистральсем тăвассипе, шыв транспорчĕн аталанăвĕпе тата ыттипе çыхăннă ыйтусене сÿтсе явнă.